Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Сывлăхлă пурнăç йĕркине ачаран хăнăхатпăр

Шкул çулне çитичченхи ачасен сывлăхĕсене упрасси тата иммунитечĕсене çирĕплетесси сывлăхлă этеме çитĕнтермелли тĕп условисенчен пĕри шутланать.

Çын çичĕ çула çитиччен самай пысăк аталану тапхăрĕ иртет. Пĕчĕк этем ÿт-пĕвĕ уйрăмах çав вăхăтра хăвăрт аталанать. Этем малалла мĕнле çитĕнесси те, унăн малашнехи пурнăçĕ те, кăмăл уйрăмлăхĕсем те ача çак тапхăрта епле аталаннинчен килет. Çавăнпа та ăна сывлăхлă пурнăç йĕрки, физкультурăпа спорт хăнăхăвĕсем сывлăхшăн усăллă пулни пирки пĕчĕкренех ăнлантарса памалла.
Ача сачĕн программине сывлăхлă пурнăç йĕркине кĕртни çамрăк ăрăва çирĕп сывлăхлă çитĕнтерме пулăшать çеç. Çакна эпир, ача садĕнче ĕçлекен воспитательсем, яланах асра тытатпăр. Мĕншĕн тесен шăпăрлан хăй вăхăчĕн ытларах пайне садикра ирттерет. Апла пулсан пирĕн тĕп тĕллев ачасене мĕн пĕчĕкренех спортпа туслă пулма, киревсĕр йăласенчен пăрăнма хăнăхтарасси пулса тăрать.
Ача садĕнчи сывлăха çирĕплетмелли программăна самаях нумай мероприяти кĕрет. Эпир кашни кун ирхи гимнастика тăватпăр, уçă сывлăшра уçăлса çÿретпĕр, экскурсисем, тĕплĕ шутласа хатĕрленĕ апатлану, сывлăхлă пурнăç йĕрки пирки пĕлÿ паракан тĕрлĕ йышши дидактика вăййисем тата сывлăха упрама вĕрентекен кулленхи занятисем ирттеретпĕр. Апла пулин те сывлăхлă пурнăç йĕркине педагогсемпе воспитательсем, психологсем çеç мар, ашшĕ-амăшĕ те вĕрентмелле.
Çÿлерех çырнине пĕтĕмлетсе çакна калама пулать: ачана сывлăхлă пурнăç йĕркине мĕн пĕчĕкренех ханăхтармалла. Кая хăвармалла мар. Ансат йĕркесене пурнăçламаннипе каярах сывлăх енчен кăлтăксем сиксе тухма пултараççĕ. Виçеллĕ апатлану, куллен вăй çитнĕ таран физкультура тăвасси, кун йĕркине пăхăнни çынна мĕн ватăличченех хастарлăха сыхласа хăварма пулăшать.
Анастасия СОЛОДСКАЯ, Елена ГРИГОРЬЕВА
воспитательсем.
Çтерлĕ районĕ,
Рощински ялĕ.
Читайте нас: