Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Чăн-чăн спорт юхăмне чыс та хисеп

Çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕ спортпа туслă Ермеккей районĕнчи Янăшма çыннисене пĕр çĕре пуçтарчĕ. Ял хастарĕсем Виталийпе Тамара Григорьевсем, Елена Алексеева библиотекарь пуçарнипе «Спорт юхăмне чыс та хисеп» («Спортивному движению – наше уважение») спорт мероприятийĕ иртрĕ. Ăна вĕсем хăй вăхăтĕнче спортсмен, шкул директорĕ, историпе физкультура учителĕ пулса ĕçленĕ Иван Васильевич Васильева халалларĕç.

Чăн-чăн спорт юхăмне чыс та хисеп
Чăн-чăн спорт юхăмне чыс та хисеп

И.В. Васильев 1937 çулхи сентябрь уйăхĕн 27-мĕшĕнче Ермеккей районĕнчи Янăшма ялĕнче çемьере иккĕмĕш ача пулса çуралнă. Ялти çичĕ çул вĕренмелли шкула пĕтерсен Этĕлти вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ. 1957 çулта каччă çар хĕсметне 3 çула ăсаннă. Служба Хабаровск, Приморье крайĕсенче иртнĕ, çав вăхăтра йĕлтĕрпе, çăмăл атлетикăпа иртнĕ пысăк ăмăртусене хутшăннă. Инçет Хĕвел тухăç çар округĕн малта пыракан спортсменĕ пулнă.
Çарти служба хыççăн Иван Васильевич темиçе уйăх Ермеккей районĕнчи Пионерский поселокĕнче кĕçĕн классен учителĕ, Кăратмас вăтам шкулĕнче аслă классенче физкультура вĕрентекенĕ пулса ĕçленĕ. 1961 çулта Ермеккей районĕнчи Суккул ялĕнчи шкула физкультура учителĕ пулса вырнаçнă, 1978 çулччен çавăнта ĕçленĕ. Çав вăхăтрах куçăн мар мелпе Ĕпхÿри физкультура техникумĕнче виçĕ çул вĕреннĕ.
1961-1969 çулсенче «Урожай» ирĕклĕ спорт пĕрлĕхĕн (ДСО «Урожай») пур ăмăртăвĕсене те хутшăннă. Малти вырăнсене йышăнакан спортсмен пулнă. Ăна Хисеп хучĕсемпе, жетонсемпе, медальсемпе наградăланă.
1962 çулхи июнь уйăхĕн 19-мĕшĕнче Янăшма çамрăкне Раççей çарне, авиацине, флотне пулăшакан ирĕклĕ пĕрлĕхĕн («ДОСААФ») ĕçне хастар илсе пынăшăн кăкăр çине çакмалли паллăпа, «Нумай çул КПСС политикине тата марксизмпа ленинизм пропагандине тухăçлă илсе пынăшăн» сĕтел çинчи медальпе наградăланă. 1965 çулта вăл Алевтина Архиповапа çемье çавăрнă, мăшăрĕпе пĕрле тăватă хĕр çуратса ÿстернĕ.
1967 çулхи майăн 25-мĕшĕнче ăна «ПАССР чи лайăх физкультура ĕçченĕ» ята панă.
1973-1979 çулсенче Пушкăрт патшалăх университетĕнче истори факультетĕнче вĕреннĕ. 1981-1999 çулсенче Янăшма ялĕнче шкул директорĕ пулса ĕçленĕ. Çав вăхăтрах, 1987-1989 çулсенче, Калинин ячĕллĕ колхозăн 3№ бригадин бригадирĕ пулса тăрăшнă. Ун чухне ялта пысăк стройка ĕçĕсем пынă – сысна, ĕне фермин корпусĕсене хăпартнă.
1991 çулхи сентябрь уйăхĕн 16-мĕшĕнче Иван Васильевича «РСФСР халăха вĕрентес ĕç отличникĕ» хисеплĕ ят панă.
1999 çулта педагогика ĕçĕн ветеранĕ тивĕçлĕ канăва тухнă, 2023 çулхи октябрь уйăхĕн 3-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлнă.
Мероприятие Суккул ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ Олег Никитин пуçларĕ. Вăл мероприятин пĕлтерĕшĕ çинче чарăнса тăчĕ, пухăннисене Çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕпе саламларĕ, ятарлă çар операцине хутшăннисене пулăшу пама сĕнчĕ. Елена Алексеева библиотекарь Иван Васильевич биографийĕпе кĕскен паллаштарчĕ, унăн мăшăрне Алевтина Григорьевнăна сăмах пачĕ. Уяв программинче йĕлтĕр йĕрĕ тăрăх иртесси, скандинави уттипе утасси, канат туртасси тата çăм атă тăхăнса футбол, çăм атă ывăтса боулинг вылясси шÿтлĕ вăйăсем пулчĕç. Унта аслисем те, ачасем те хаваспах хутшăнчĕç. Мероприяти тутлă апатпа чей ĕçессипе вĕçленчĕ.
Çын ĕмĕрĕ ытла та кĕске, çав вăхăт хушшинче унăн ÿссе çитĕнсе, вĕренсе, çемье чăмăртаса, ачисене çуратса, ура çине тăратса, ырă ĕçсем туса ĕлкĕрмелле... Вилнĕ хыççăн этем çывăх çыннисен, тăван-пĕлĕшĕсен аса илĕвĕнче пурăнма пуçлать. Унăн сăнĕ, хусканăвĕсем, пĕтĕмлетĕвĕсем, каланисем ачисенче, мăнукĕсенче палăраççĕ.
Асăннă мероприятие йĕркелекенсене, унта хутшăннă çынсене аттене хисеп туса спорт мероприятийĕ ирттернĕшĕн чунтан тав тăватăп, спорта, сывлăхлă пурнăç йĕркине халалланă уявсем малалла та тăсăлччĕр.
Инга АЛЕКСЕЕВА, хĕрĕ.
Ермеккей районĕ, Янăшма ялĕ.

Чăн-чăн спорт юхăмне чыс та хисеп
Чăн-чăн спорт юхăмне чыс та хисеп
Чăн-чăн спорт юхăмне чыс та хисеп
Чăн-чăн спорт юхăмне чыс та хисеп
Чăн-чăн спорт юхăмне чыс та хисеп
Чăн-чăн спорт юхăмне чыс та хисеп
Чăн-чăн спорт юхăмне чыс та хисеп
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: