Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Йĕлме йĕлтĕр йăлтăр-ялтăр, шав чĕнет вăл малалла…

Февраль уйăхĕнче тĕрлĕ хуласемпе районсенче йăлана кĕнĕ «Раççейри йĕлтĕр йĕрĕ – 2024» ăмăрту иртет. Çак кун йĕлтĕр йĕрĕ çине çĕршер те пиншер çын тăрать.

Йĕлме йĕлтĕр йăлтăр-ялтăр, шав  чĕнет вăл малалла…
Йĕлме йĕлтĕр йăлтăр-ялтăр, шав чĕнет вăл малалла…

Февраль уйăхĕн 17-мĕшĕнче Авăркас районне кĕрекен Шланлă ялĕнчи Абдулла вăрманĕнче те район шайĕнчи ăмăрту иртрĕ. Йĕлтĕрпе чупма таçтан та килнĕ: Асавпуç, Çемен, Толбазă, Меселпуç, Красный Восток, Пишкайăн, Çĕньял, Мурадым, Степановка, Нукасак, Треппел ялĕсенчен, Çтерлĕ хулинчен…
Ăмăртăва хутшăнакансене Авăркас район администрацийĕн çумĕ Азат Алимбеков, Çемен ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ Мунир Фаткуллин, «Игнат» ООО ертÿçи, тĕп спонсор Виссарион Игнатьев, (йĕлтĕр йĕрĕ хатĕрлекен), ăмăртăвăн тĕп судйи, Çемен ялĕнчи тенер-преподаватель Айрат Ишбулдин саламларĕç. Вĕсем çакăн йышши массăллă ăмăртусем ирттерни ачасемшĕн уйрăмах пĕлтерешлĕ пулнине, ăмăрту ÿт-пĕве çеç мар, кăмăла та çирĕплетнине палăртса пурне те ăнăçу сунчĕç.
Йĕлтĕрçĕсен хушшинче 5-мĕш класра вĕренекенсенчен пуçласа 60 çул урлă каçнисем пулчĕç. Çанталăкĕ тÿлек те уяр тăчĕ. Çавна пула спорт уявне халăх йышлă хутшăнчĕ. Пурин те кăмăлсем тулчĕç, чун савăнчĕ. Уяв илемлĕ те сывлăхшăн усăллă иртрĕ.
Авăркас район администрацийĕ, Виссарион Игнатьев предприниматель пулăшнипе парнесем туяннă. Вĕсем вара кашни йĕлтĕрçĕн ÿсĕмне шута илсе йĕркеленĕ ушкăнсенчи çĕнтерÿçĕсем патне çитрĕç.
Кăçал 1-2 çухрăм тăршшĕ дистанцие вун виçĕ ушкăн тухрĕ. Ăна кашниех çăмăллăн вĕçлерĕ. Уйрăмах шкул ачисен, яланхи пекех чи йышлисен, çиçĕмле хăвăртлăхне палăртмалла. Çакă шкулсенче йĕлтĕр спортне те пысăк тимлĕх уйăрнине çирĕплетет.
Аслăрах ушкăнрисене ырă сăмахсемпе палăртас килет. Вĕсем пуриншĕн те сывă пурнăç йĕркин паха тĕслĕхĕсем пулса тăраççĕ. Çав шутра – Тимур Кудашев (Мурадым, 68 çулта), Георгий Филиппов (Пишкайăн, 66 çулта), Анатолий Осипов (Красный Восток, 65 çулта), Юрий Алексеев (Çĕньял, 62 çулта), Людмила Ефимова (Степановка, 66 çулта), Дина Ишмухаметова (Мурадым, 65 çулта), Ольга Вершинина (Красный Восток, 65 çулта).
Ачасене тĕслĕх кăтартса шкул директорĕсем Николай Ивановпа (Меселпуç) Николай Глухов та (Çĕньял) йĕлтĕрсем çине тăрса ăмăртăва хутшăнма кăмăл турĕç.
Мала тухакансенчен Виссарион Игнатьева палăртмалла. Вăл хуласенче, ытти районсенче иртекен ăмăртусенче яланах парнеллĕ вырăнсем йышăнать. Виссарион Григорьевич хăйĕн ырă тĕслĕхĕпе тата йĕлтĕр йĕрĕ хатĕрлесе пурне те хавхалантарать. Хăй вăхăтĕнче шкул чысне хÿтĕленĕ Евгений Федоров халĕ те йĕлтĕртен уйрăлман. Вăл – хĕллехи многоборье спорт мастерĕ, ПР виçĕ хутчен чемпионĕ, Раççей кубокĕнче пиллĕкмĕш, Тĕнче чемпионатĕнче вун виççĕмĕш вырăн йышăннă спортсмен. Борис Андреев (Асавпуç) та кашни çулах йĕлтĕрпе чупса малти вырăнсем йышăнать. Хĕрарăмсенчен Людмила Ефимован, Галина Алексеевапа Галина Иванован харсăрлăхне палăртмалла.
Йĕркелÿçĕсем мероприятие килнĕ кашни çыннах вĕри чейпе сăйларĕç. Ăмăрту тăршшĕпех йĕркене тимлесе тăракан П.И. Федоров тата медицина ĕçченĕсем дежурствăра тăчĕç.
Азат Алимбеков, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ:
– Ăмăртусем çÿллĕ шайра иртрĕç. Йĕркелÿ ыйтăвĕсене те кирлĕ пек татса панă. Унта тĕрлĕ ÿсĕмрисем хутшăнни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çын нумай пуçтарăнчĕ, çанталăк та лайăх тăчĕ. Кăмăл пуррисем пурте килчĕç. «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2024» чăн-чăн спорт уявне çаврăнчĕ.
Айдар Ишбульдин, тĕп судья, тренер-преподаватель:
– «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2024» мероприятие йĕркелекенсене, Виссарион Григорьевича лайăх йĕлтĕр йĕрĕшĕн пысăк тав. Паян выляса яракансем çук, çĕнтерÿçĕсем анчах. Кашниех сывлăхлă пурнăç йĕркишĕн. Ырлăх-сывлăх, ăнăçу сире пурне те.
Виссарион Игнатьев, тĕп спонсор:
– Ăмăртăва хутшăнакансене пурне те пысăк тав сăмахĕ калас килет. Ман шутпа, эпир сирĕнпе сывпуллашмастпăр-ха, март уйăхĕнче çакăнтах тепĕр хут тĕл пуласса шанатăп.
Йĕлтĕр ăмăртăвĕсене пуçласа вунă çул каялла Парфенов пĕртăвансене халалласа йĕркеленĕччĕ. Пĕр вăхăт ирттерме чарăнса тăтăмăр вĕсене, унтан çĕнĕрен пуçласа ятăмăр. Кăçал тăваттăмĕш хут иртрĕ. Йăлана кĕнĕ ăмăртусем теме пулать.
Çапла шланлăсем хăйсен ырă пуçарăвĕсене манăçа кăлармаççĕ. Çитес çул та Абдулла вăрманĕ йĕлтĕрçĕсене пĕр çĕре пухасси пирки иккĕленме кирлĕ мар.
Людмила МАРКИНА.
Авăркас районĕ,
Шланлă ялĕ.

Йĕлме йĕлтĕр йăлтăр-ялтăр, шав  чĕнет вăл малалла…
Йĕлме йĕлтĕр йăлтăр-ялтăр, шав  чĕнет вăл малалла…
Йĕлме йĕлтĕр йăлтăр-ялтăр, шав  чĕнет вăл малалла…
Йĕлме йĕлтĕр йăлтăр-ялтăр, шав  чĕнет вăл малалла…
Йĕлме йĕлтĕр йăлтăр-ялтăр, шав  чĕнет вăл малалла…
Йĕлме йĕлтĕр йăлтăр-ялтăр, шав чĕнет вăл малалла…
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: