Урал сасси
+5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Сезон вĕçленчĕ, спортсменсем çĕнĕ старт кĕтеççĕ

Çак кунсенче Авăркас районĕнчи Шланлă ялĕнчи Абдулла вăрманĕнче хӗллехи спорт сезонне хупассине халалласа йӗлтӗр ӑмӑртăвĕ иртрӗ. Ăна йĕркелесе ирттерекенĕ – Виссарион Игнатьев уйрӑм предприниматель. Виссарион Григорьевич йӗлтӗрпе чупас ăмăрту валли кашни çулах Абдулла вăрманĕнче трасса хатĕрлет.

Сезон вĕçленчĕ, спортсменсем çĕнĕ старт кĕтеççĕ
Сезон вĕçленчĕ, спортсменсем çĕнĕ старт кĕтеççĕ

Шкул ачисемпе аслисем хушшинчи ӑмӑрту ҫулленех иртет. Кӑҫал старта 60 ҫын ытла хутшăнма кӑмăл турĕ – пĕрремĕш класс ачинчен пуçласа 60 çултан иртнисем таранах пулчĕç. Çакна та палăртса хăварас пулать: йĕлтĕрпе чупас ăмăртăва çемйипе хутшăнакансем те пур. Сăмахран, кăçал Виссарион Игнатьев Иосиф ывăлĕпе, Галина Иванова Герман ывăлĕпе ăмăртрĕç. Вĕсем пурте пĕрремĕшсем пулса чупса килчĕç. Аслă ÿсĕмрисем хушшинче 60 çултан иртнĕ Анатолий Васильевпа Ольга Вершининана çитекенсем пулмарĕç. Ачасем те пĕтĕм вăй-халтан тăрăшрĕç.
Йӗлтӗрпе чупса мала тухнă ҫӗнтерÿçӗсемпе призерсене пурне те Хисеп хучĕсем парса чысларĕç. Ҫапла вара хӗллехи спорт сезонне хупассине халалланă ăмăрту çивĕч пулсан та ăшă лару-тăрура иртрĕ. Хĕллехи сезон вĕçленчĕ, анчах спортсменсене ҫӗнӗ стартсем кĕтеççĕ. Апла пулсан ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсем пулаççех. Ҫитес ҫул спортăн асăннă тĕсне юратакансен йышĕ тата та ытларах пуласса шанатпăр. Хастар хутшӑннӑшӑн пурне те тав тӑватпӑр, малашне те ҫитӗнӳсемпе ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсем тума сунатпӑр!
Абдулла вăрманĕнче иртнĕ ăмăртура йĕлтĕрпе чупас енĕпе Раççейĕн тĕнче шайĕнчи спорт мастерне Олег Ермолаева курма пулчĕ. Меллĕ самантпа усă курса паллă йĕлтĕрçĕрен интервью илтĕм.
– Олег Порфирьевич, хӑвӑр ҫинчен кӗскен каласа парӑр-ха. Эсир ăçта çуралса ÿснĕ, мӗншӗн спортăн ҫак тӗсне суйласа илтӗр?
– Эпĕ Авăркас районĕнчи Мăйлăпукан (Куезбашево) ялĕнче ҫуралса ӳснӗ. Мӗн пӗчӗкрен ҫулла мечӗк хӑваланӑ, хӗлле конькипе тата йӗлтӗрпе ярӑннӑ. Физкультура урокӗнче учитель мана асӑрхарӗ те йӗлтӗр секцине чӗнсе илчĕ. Ун чухне эпӗ 10 ҫулта пулнӑ. 1980 ҫулта Мускавра ҫуллахи Олимп, АПШра Лейк-Плэсидра хӗллехи Олимп вӑййисем иртрĕç. Совет йӗлтӗрҫи Николай Зимятов асăннă вӑйӑсенче «йӗлтӗрҫӗсен Королӗ» пулса тӑни мана спортпа туслашма питӗ хавхалантарчĕ.
1984-1986 çулсенче ҫамрӑксем хушшинче Пушкăртстан Республикин чемпионӗ, 1987-1993 ҫулсенче Эрĕнпур облаҫӗн чемпионӗ, 1989 ҫулта студентсем хушшинче Курганри (зональнӑй) универсиада призерӗ ятсене тивĕçрĕм, 1992 çулта Мурманск хулинчи «Ҫурҫӗр уявӗ» Пĕтĕм тӗнчери ӑмӑртура Раҫҫей спорт мастерӗн нормативне (50 ҫухрӑмлă дистанци) пурнӑҫларăм.
Ӗлӗк йӗлтӗрпе чупмалли фирма экипировкине тупма питӗ йывӑрччӗ. Шăпа пÿрнипе Алексей Прокуроровӑн йӗлтӗрне туянтăм, унӑн инвентарĕпе эпӗ спорт мастерӗн нормативне пурнӑҫларӑм. Манра Антон Шипулин биатлонистӑн йӗлтӗрӗсем те пур. Халӗ вара Антон Бабиков ентешӗн.
– Мӗнле наградăсене илме тивĕçрĕр? Хăшĕсемпе уйрӑмах мухтанатӑр? Мӗншӗн?
– 2014 ҫулта Сыктывкарта ветерансем хушшинчи Раҫҫей чемпионатне хутшăнтăм. Вунă ҫухрӑмлă классика ӑмӑртăвĕнче 3 вырӑн йышăнтăм. Мана йӗлтӗрпе чупас ăмăртусен легенди Раиса Сметанина бронза медаль пачӗ. 2016 ҫулта Ижевскри Раҫҫей чемпионатӗнче ветерансем хушшинче виççĕмĕш чупса килтĕм, наградӑна Галина Кулакова аллинчен илме тивĕçрĕм.
– Спортпа кирек хӑш ÿсĕмре те туслă пулмалла тесе калаççĕ. Ун валли мӗнле вӑй-хал çитермелле?
– Юратнӑ спорт тӗсӗ организма вăй парать, хĕрÿлĕх çăлкуç пек тапса тăрать, ҫӗнӗ çитĕнÿсем патне туртать. Ҫавӑнпа ÿт-пĕве тĕреклетме тăрăшатăн, хӑвӑн тӗслӗхӳпе юлташусене йӗлтӗрпе туслашма хавхалантаратăн.
– Хăнара тепĕр паллă çын - Рамиль Яппаров. Паллаштарсамăр хăвăрпа?
– Эпĕ Çтерлĕ районĕнчи Шахтау поселокĕнче çуралса ÿснĕ. Йӗлтӗрпе чупас енӗпе спорт мастерӗ ята тивĕçнĕ. 90-мӗш ҫулсенчех Пушкӑртстан Республикин чемпионӗ, тӗнче ӑмӑртӑвӗсен призерӗ пулса тăтăм. Паян ҫак ӑмӑртӑва хутшăнас тĕллевпе килсе çитрĕм. Кунта Олег Ермолаевпа тĕл пулнăшăн питӗ савӑнтӑм. Пушкӑртстанра йӗлтӗр спортне аталантарма тăрăшни савăнăç туйăмĕ çуратать. Асăннă ăмăртăва йĕркелесе ирттерекене, спонсора Виссарион Григорьевич Игнатьева чĕререн тав тăватăп. Çамрăксене йӗлтӗр спорчĕпе туслă пулма чĕнсе калатăп. Спортăн çак тĕсĕ ишев хыҫҫӑн иккӗмӗш вырăн йышăнать пулин те йӗлтӗрпе ҫулталӑкӗпех ярăнма пулать.
Людмила МАРКИНА.
Авăркас районĕ,
Шланлă ялĕ.

Сезон вĕçленчĕ, спортсменсем çĕнĕ старт кĕтеççĕ
Сезон вĕçленчĕ, спортсменсем çĕнĕ старт кĕтеççĕ
Сезон вĕçленчĕ, спортсменсем çĕнĕ старт кĕтеççĕ
Сезон вĕçленчĕ, спортсменсем çĕнĕ старт кĕтеççĕ
Сезон вĕçленчĕ, спортсменсем çĕнĕ старт кĕтеççĕ
Сезон вĕçленчĕ, спортсменсем çĕнĕ старт кĕтеççĕ
Сезон вĕçленчĕ, спортсменсем çĕнĕ старт кĕтеççĕ
Сезон вĕçленчĕ, спортсменсем çĕнĕ старт кĕтеççĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: