Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Волейбол – çаврăнăçуллисен вăййи

Апрель уйăхĕн 6-мĕшĕнче Мияки районĕнчи Кекен ялĕнче чăваш поэзийĕн классикĕн Константин Васильевич Ивановăн парнине çĕнсе илессишĕн хĕрарăмсен волейбол турнирĕ иртрĕ. Унта тăхăр команда, пурĕ 70 çын, хутшăнчĕ.

Волейбол – çаврăнăçуллисен вăййи
Волейбол – çаврăнăçуллисен вăййи

Сывлăхлă пурнăç йĕркине халăх хушшинче сарас тĕллевпе йĕркеленĕ спорт ăмăртăвĕ хĕрÿ иртрĕ. Çак кун кĕлеткисене кулленхи ĕçре пиçĕхтерекен ял çыннисем те, шкул ачисем те хăйсен вăй-халне, çаврăнăçулăхне тĕрĕслерĕç. Хĕрÿ тупăшусем хыççăн I вырăна Миякинчи спортпа сывлăха çирĕплетекен комплексăн команди çĕнсе илчĕ. Миякинчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тата Çĕнĕ Хурамал ял Канашĕн командисем иккĕмĕш тата виççĕмĕш пулчĕç.
Кекенри хĕрарăмсен волейбол команди те питĕ маттур пулнине палăртмалла. Вĕсем кĕске вăхăт хушшинчех ăста выляма вĕренсе çитрĕç, волейбол ăмăртăвĕнче тăваттăмĕш вырăна тухрĕç. Вырăнти шкулта 9 класра вĕренекен хĕрсен команди çиччĕмĕш вырăна тивĕçрĕ.
Спорт вăййисем питĕ ăнăçлă иртрĕç. Асăннă мероприятие йĕркелесе ирттерме спонсорла пулăшу панă «Нива» СПК ертÿçине Александр Петрова, çамрăк предпринимательсене Черновсен çемйине, Тимеш ялĕнчи икĕ лавккана, «Туслăх» пултарулăх коллективне чунтан тав тăватпăр.
Çавăн пекех спортзалпа тивĕçтернĕ Çĕнĕ Хурамал шкулне те пысăк тав. Мĕншĕн тесен командăсене икĕ ушкăна уйăрса ăмăртусене икĕ спортзалта ирттерме калаçса татăлнăччĕ. Паллах, Юрий Шурков, Сергей Никифоров, Марина Никифорова, Светлана Филиппова, Марина Васильевапа Татьяна Алексеева, Любовь Кириллова вĕрентекенсемпе шкул ĕçченĕсене те, столовăйĕнчи ĕçсене йĕркелеме пулăшнă хĕрарăмсен Канашĕн председательне Софья Спиридонована, Елена Никитинана, Анна Сергеевана ăшă сăмахсем каламалла.
Унсăр пуçне ятарлă çар операцине хутшăнса малти ретре кĕрешекен ял ачисем умĕнче пуç таятпăр. Вĕсем паттăрлăхпа хастарлăх кăтартнине пула эпир пĕр хăрамасăр спорт тата ытти йышши ăмăртусем ирттерме пултаратпăр, тулли пурнăçпа пурăнатпăр. Тавах сире, пирĕн хÿтĕлевçĕсем, паттăрсем. Эсир çĕнтерÿпе таврăнасса шанатпăр.
Рамзия НИКИТИНА,
Тимеш ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ.
Мияки районĕ.

Волейбол – çаврăнăçуллисен вăййи
Волейбол – çаврăнăçуллисен вăййи
Волейбол – çаврăнăçуллисен вăййи
Волейбол – çаврăнăçуллисен вăййи
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: