Кăçал Павел çиччĕмĕш класа кайнă. Арçын ачана шкулта вĕренме килĕшет. Унсăр пуçне Павел халăх ташшисемпе тата шахматпа интересленет. Çавăн пекех унра артист пултарулăхĕ те пурри палăрать, вăл «Светлячок» шкул театрĕнче хаваспах вылять. Сцена çинчи ăнăçлă рольсенчен пĕри – Аркадий Гайдар юмахĕнчи Мальчиш-Кибальчиш сăнарĕ. Арçын ача спортăн ытти тĕсĕсемпе те туслă: самбо тата грэпплинг. Павел каласа панă тăрăх, грэпплинг кĕрешÿ тĕсĕсенчен пĕри шутланать. Урала Денискино ялĕнчен ятарласа тренер килсе çÿрет, вăл ачасене спортăн чи йывăр тĕсĕн кăткăслăхĕсемпе паллаштарать.
Çамрăка «Çурçĕр утти» дисциплинăпа туслашма Валентина Данилова кукамăшĕ пулăшнă. Валентина Петровна – Урал ялĕнчи волонтерсен ушкăнĕн пайташĕ, сывлăхлă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнакан хĕрарăм. Волонтер пулнă май вăл ытти хастарсемпе пĕрле СВО паттăрĕсем валли шапкасемпе вырăн таврашĕсем, ăшă кофтăсем çĕлет, маскировка сечĕсем çыхать. Çавăн пекех вăл спорт валли те вăхăт тупать. «Çурçĕр уттипе» интереслениччен вырăнти культура çуртне фитнеса çÿренĕ. Халĕ вара аллине патаксем тытса уçă сывлăшра утма юратать. Валентина Петровнан тăхăр мăнук. Асăннă дисциплинăна çамрăк ăрăва та явăçтарнă. Павелпа Иван мăнукĕсем хаваспах аслисемпе пĕрле çÿреççĕ. Романа вара шахмат вăййи илĕртет.
– «Çурçĕр уттипе» пысăк кăтартусем тăвас тесе интересленместĕп, вăл сывлăхшăн усăллă. Çав вăхăтрах хамăн ÿсĕмрисем хушшинче, эпĕ 72 çулта, иртекен ăмăртусенче хăш чухне мала та тухатăп, – тенĕ спортсменка.
Ирида МАТНИЯЗОВА.
Федоровка районĕ, Урал ялĕ.