Мероприятие ПР Обществăлла палатăн председателĕн çумĕ Лида Исаргакова, «Пушкăрт чĕлхине аталантарас тата сыхласа хăварас енĕпе ĕçлекен фонд» директорĕ Гульназ Юсупова тата «Пушкăртстанри чăваш хĕрарăмĕсен союзĕ» обществăлла организаци председателĕ Людмила Бадретдинова хутшăннă.
Уява хутшăнма кăмăл тунисене «Салават» КФХ ертÿçи Василий Федоров производствăпа паллаштарнă, тырă пĕрчинчен пуçласа сĕтел çине пырса выртакан çăкăрăн процесне кăтартса панă. Çăкăр пĕçерекен цехра хăнасем хăйсен аллисемпе чустана формăна янă, кăмакара ырă шăршăллă çăкăр пиçнине сăнанă.
Вырăнти культура çурчĕ умĕнче вара курав уçăлнă – ал ĕç ăстисем хăйсен ĕçĕсене тăратнă. Йĕркелÿçĕсем уяв хăнисене çăкăр-тăварпа, юрă-ташăпа ăшшăн кĕтсе илнĕ. Хăй пултарулăх артисчĕсен концерчĕн хăвачĕ пурне те тыткăнланă.
Мероприяти Нукасак шкулĕнче ятарлă çар операцийĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ Сергей Ананьева халалласа асăну хăми уçнипе вĕçленнĕ. Асăну хăми паттăрсене асра тытнине, ăрусен хушшинче çыхăну пуррине çирĕплетекен символ пулса тăрĕ.
Çапла майпа нукасаксем туслăхпа пĕрлĕхе, ялти пурнăç активлă та паянхи кунпа килĕшсе тăма пултарнине кăтартса панă.
Авăркас районĕ, Тутар Нукасак ялĕ.