

Йĕркелÿçĕсем вырăнта пурăнакансем валли «Чăнлăх е юмах?» ăс-хакăл викторини хатĕрленĕ. Унта хутшăнакансем «алкоголь хуйха-суйха çĕнтерме пулăшать» текен халăх хушшинче çирĕпленнĕ ăнлава сÿтсе яврĕç, шÿтлĕ ыйтусем урлă пуç мимипе ÿт-пÿ епле ĕçленине тĕпчесе пĕлчĕç. Акцие хутшăннă кашни çыннах буклет парнелерĕç. Унта ушкăнпа пĕрле пуçтарăнсан ĕçессинчен епле майпа пăрăнса юлмалли, алкоголь сиенĕ тата сывлăхлă пурнăç патне туртăнакан çынсене пулăшмалли çинчен калакан питĕ кирлĕ информаци тупма пулать.
Çынсем пĕр-пĕринпе тавлашрĕç, кулчĕç, хăйсен пурнăçĕнчи пулăмсемпе паллаштарчĕç. Асăннă тема нумайăшне кăсăклантарать иккен. Ун çинчен уççăн калаçас килет.
Çыннăн чи шанчăклă тĕрекĕ – çирĕп ăс тата çывăх çынсем юнашар пулни, чи лайăх уяв вара мероприятийĕн пĕрремĕш минутĕнчен пуçласа юлашки самантченех пур вак-тĕвеке те ас туни шутланать. Акци шăпах çакна аса илтерчĕ.
Мероприятие хастар хутшăнакансем сывлăхшăн усăллă парнесене – тутлă та сĕтеклĕ пан улмисене – тивĕçрĕç. Буклетсем вара сывлăхлă пурнăç йĕрки çемье пуласлăхне тÿпе хывнине аса илтерĕç.
Урă пурнăç вăл чару мар, тулли те çутă пурнăç уççи. Кил-йышри телей чăннипех те çирĕп ăс-тăнран килет. Кашни килтех ăнланупа çирĕп сывлăх хуçалантăр. Вĕсем вара урă пурнăç çинче çеç йĕркеленме пултараççĕ.
Ирина ВАСИЛЬЕВА.
Пелепей районĕ, Ярмулай ялĕ.