Анатолий Геннадьевич бизнеса тата экономикăна укçа-тенкĕпе тивĕçтерес, банк системине аталантарас çивĕч ыйтусемпе Ĕпхÿ хулинче иртнĕ «çавра сĕтеле» хутшăннă. Кунта республикăри финанс секторĕпе, пурăнмалли перекетлĕ çурт-йĕр тăвассипе çыхăннă ыйтусене тата çак сферăсене пырса тивекен саккунсене çĕнетессине пăхса тухнă. Тĕлпулу вăхăтĕнче Рустэм Закиевич Ĕпхÿ - Эрĕнпур автоçула аслăлатас ыйтăва çĕкленĕ.
- Çак вырăнсем маншăн тăван та çывăх. Çул Толбазă, Стерлитамак урлă иртмелле. Авăркас районĕ манăн йăх-несĕлсен тăван кĕтесĕ шутланать. Çавăнпа та эпĕ федераллă трассăна тăвас ĕçре хамран мĕн килнĕ таран вăй хума, пулăшма сăмах патăм, - тенĕ Мускав хăни регионăн экс-пуçлăхĕпе иртнĕ тĕлпулăва пĕтĕмлетсе массăлла информаци хатĕрĕсене панă интервьюра. – Эпĕ республика пурнăçĕпе интересленсе, Пушкăртстан мĕнле аталаннине сăнаса тăратăп. Ĕпхÿ кашни килмессерен илемленсе те капăрланса пырать. Çавăнпа та автоçула тăватпăрах,- вĕçленĕ вăл.
Ĕпхÿри тĕлпулу хыççăн Анатолий Аксаков Авăркас районĕнчи Пишкайăн ял хутлăхне çитсе курнă, вырăнти власть представителĕсемпе тата халăхпа, тăванĕсемпе тĕл пулнă. Çавăн пекех йăх-несĕлĕсен вил тăприсем çине чĕрĕ чечексем хунă.