Пур хыпар та
Тĕлпулу
29 Октябрӗн 2018, 14:30

Пурнăçри кĕр кунĕсем ăшă пулччăр

Октябрь уйăхĕн 8-мĕшĕнче ПР Вĕрентÿ министерстви çумĕнче йĕркеленнĕ республикăри педагогика ветеранӗсен канашĕн членĕсем Авăркас тăрăхĕнчи Чăваш Хурамал ялĕнче пулчĕç. Ветерансен канашне хăй вăхăтĕнче ПР Вĕрентÿ министерствин ертÿçин çумĕ пулнă М.Б.Юлмухаметов ертсе пырать. Асăннă пĕрлĕх 2017 çулта ПР Вĕрентÿ министерствин хушăвĕпе йĕркеленнĕ.

Унăн тĕп тĕллевĕ – тивĕçлĕ канăва тухнă республикăри педагогика ĕçĕн ветеранĕсене тĕрлĕ енлĕ (социаллă, укçа-тенкĕ енчен) пулăшу парасси. Ватлăх çулĕсенче нумайăшĕ пĕччен тăрса юлаççĕ, çын çине тухса çÿреме пăрахаççĕ, пурнăçри проблемăсене хăйсем тĕллĕн татса пама тăрăшаççĕ. Çавна шута илсе республикăри педагогика ветеранӗсемпе ĕçлекен канаш членĕсем тĕрлĕ хуласемпе районсене çитсе ватăсене тимлĕх уйăрас ĕç епле пынине тĕрĕслеççĕ. Чăваш Хурамалне çитсе килес шухăш та ытахальтен çуралман. ПР чăвашсен Канашĕн председателĕ Л.И.Мурманская - республикăри педагогига ветеранӗсен канашĕн Президиум членĕ шутланать. Апла пулсан, вăл чăваш шкулĕсенчи ĕç-хĕлшĕн пăшăрханмасăр пултараймасть.
Кирек епле ĕçĕн те йĕрки пур. Ветерансен канашӗ те çак хушăра туса ирттернĕ ĕçе пĕтĕмлетсе ноябрь уйăхĕнче семинар-канашлу ирттерме палăртать. Унта Чăваш Хурамалĕнчи мероприятие те сÿтсе явĕç.
Тĕлпулу канаш членĕсем ялти çăва çине çитсе çак ялта çуралса ÿснĕ, Оренбурггазпром директорĕ пулнă РФ тава тивĕçлĕ нефть тата газ промышленноçĕн ĕçченĕн, чăваш халăх историпе культурине тĕпчесе чылай кĕнеке кăларнă ăсчахăн, районпа ялшăн пысăк ĕç тунă Василий Васильевич Николаевăн вил тăпри çине чечексем хунинчен пуçланчĕ. Вăл тăрăшнипе Чăваш Хурамал ялĕнче чиркÿ, тăрăллă пасар ÿссе ларнă. Унсăр пуçне вăтам шкул çумне тĕрелесе çĕнĕ пÿлĕмсем хăпартнă, Культура çуртне çĕнетсе юсанă, яла кăвак çулăм ирттернĕ, урамсене асфальт сарса тирпей-илем кĕртнĕ. Çавăн пекех хăнасем ялти Аслă Василий ячĕллĕ чиркĕве кĕрсе Евгений аттепе тĕл пулчĕç.
Вырăнти шкул музейĕнче те хăнасемшĕн интересли сахал мар. Аваллăх управçи «Шкул музейĕ яла аталантарас ĕçре» темăна тĕпе хурса ĕçлет. Музее пултаруллă, хăй ĕçне юратса та пĕлсе тăвакан Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ вӗрентекенӗ Юрий Леонтьев ертсе пырать. Вăл йĕркеленĕ экускурсоводсен (шкул ачисем) ушкăнĕ тĕлĕнмелле чаплă экскурси ирттерсе нумай япала, пулăм çинчен каласа пачĕ.
Ирина Филиппова вĕренекенпе унăн амăшĕ, пионервожатăй пулса ĕçленĕ Валентина Владимировна хатĕрленĕ алă ĕçĕсен выставки те хăнасене тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтерчĕ. Чăваш Хурамалĕпе Пишкайăн ялĕсенчи шкул тата культура çурчĕсен пултарулăх ушкăнĕсен концерт номерĕсем вара мероприятие хăйне майлă илем кÿчĕç.
Районти ветерансен канашĕн председателĕ И.З.Михтафов пуçтарăннисене Авăркас районĕнче 55 пуçламăш ветеран организацийĕ ĕçленине пĕлтерчĕ. Вĕсем тивĕçлĕ канури çынсемпе тĕрлĕ майлă ĕçлеççĕ. Ветерансем ахаль лармаççĕ. Инсаф Загретдинович Шланлă ялĕнчи педагогика ĕçĕн ветеранĕ Валерий Елисеевич пысăк шырав ĕçĕ туса ирттернине пĕлтерчĕ.
Юлия Петровна Михайлова ял фельдшерĕн, шкул директорĕн çумĕсем пулса ĕçленĕ Л.А. Григорьевапа А.С. Ефремовăн, аслă категориллĕ вĕрентекенсен В. Г. Борисовапа Р. М. Ефремован, «Раççей патриочĕ» палла тивĕçнĕ В. В. Михайловăн, ПР вĕрентÿ ĕç отличникĕн В. Н. Григорьевăн, 1956 çулхи Венгрири событисен участникĕн А. Е. Леонтьевăн, Чечен вăрçин ветеранĕн О.М. Львовăн пархатарлă ĕçĕсене халăх ĕмĕрех асра тытĕ.
Республикăри Тăван çĕршывăн аслă вăрçин, хĕç-пăшаллă вăйсен тата йĕрке хуралĕн ветеранĕсен пĕрлĕхĕн председателĕн çумĕ Насима Шелехова Авăркас районӗнче ветерансене пулăшас ĕçе çÿллĕ шайра йӗркеленине пĕлтерчĕ. Вĕсен ĕçне 2017 çулта республикăри ветерансен канашĕн президиумĕ те пысăка хурса хак панă. Район пурнăçĕнчи тата вĕрентÿ ĕçĕнчи малашлăх планĕсемпе район администрацийĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ С.П.Цуканов, Авăркас районĕнчи вĕрентÿ уйрăмĕн пуçлăхĕ Р. А.Гилязетдинов паллаштарчĕç. Ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ Н.С.Ефремов, шкул директорĕ В.Х. Пашкин ялпа шкул хăйсем умне лартнă тĕллевсене уçса пачĕç, ачасен шучĕ сахалланни çинчен пăшăрханса калаçрĕç. Вĕсен сăмахĕсем тăрăх, Чăваш Хурамал ялĕнче паян кун 15 вĕрентекен ĕçлет, 116 ача пĕлÿ илет. Ача садĕнче – 40 воспитанник.
Пушкăртстан Республикинчи чăвашсен Канашĕн пресс-служби.
Малалли хаçатăн 44№.
Читайте нас: