Урал сасси
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Тĕлпулу
10 Апрелӗн 2019, 14:23

Çур ĕмĕр иртсен те эпир санпах

Пелепейĕнчи педагогика училищине вĕренсе пĕтернисен черетлĕ тĕлпулăвĕ март уйăхĕн 30-мĕшĕнче иртрĕ.

Тĕрлĕ çулсенче çак пĕлÿ учрежденинчен вĕренсе тухнисем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнаççĕ пулсан та хăйсен «иккĕмĕш килне» манмаççĕ. Тĕлпулăва халалланă савăнăçлă пуху та çакнах çирĕплетрĕ. Кунта училище (халĕ вăл гуманитарипе техника колледжĕ шутланать) иртнĕ çул пĕтернисенчен пуçласа унпа 53 çул каялла сывпуллашнисем (çак шута Ермеккей районĕнчен килнĕ Александр Никифорова кĕртмелле) таран пулчĕç. Паллах, кашниех хăйсене ăс панă вĕрентекенсен ячĕпе ăшă та чĕререн тухакан сăмахсем калама кăмăл турĕç. Анчах та микрофон умне 30-50 çул каялла вĕренсе тухнисем çеç çитейрĕç.
Паянхи студентсем тĕрлĕ халăх юрри-ташшипе уçнă тĕлпулăва Пелепейĕнчи гуманитарипе техника колледжĕн директорĕ Сергей Тимохин тăсрĕ. Ун хыççăн ĕнерхи вĕрентекенсен ятĕнчен педагогика ĕçĕн ветеранĕ Людмила Викторовна Евграфова сăмах илчĕ. Вĕсем вĕрентÿ çурчĕн алăкĕсем выпускниксемшĕн яланах уçă пулнине пĕлтерчĕç, кирек хăçан та çамрăклăх çулĕсене асра тытма, училищĕре пĕлÿ илнипе тивĕçлипе мăнаçланма пултарнине асăрхаттарчĕç. Çакăн хыççăн тин черет аякран та çывăхран килнĕ хăнасем патне çитрĕ. Чăн малтан 50 çул каялла училищĕпе сывпуллашнисене сăмах пачĕç. Кĕтнĕ тĕлпулăва вун пĕрĕн килнĕ (8-шĕ чăваш уйрăмĕнчен, 3-шĕ тутар). Вĕсем - Ермеккейпе Элшей, Чекмагушпа Ĕпхÿ районĕсенчен, Пелепейпе Тÿртÿллĕ хулинчен. Ростов облаçĕнчи Сальск хулинчен Петр Гордеев инçе çула кĕскетнĕ. Шел пулин те хăшĕсем тĕрлĕ сăлтавсене пула ерĕçеймен, çак çут тĕнчерен уйрăлса кайнисем те пур. Ĕнерхи студентсем, паянхи асанне-кукамайсемпе асатте-кукаçисем, хумханса та кăмăллă асаилÿ авăрне путса пĕрин хыççăн тепри иртнине куç умне кăларса тăратрĕç, вĕсем çинчен пухăннисене доска умĕнчи шкул ачи евĕр каласа пачĕç. Туслă та тарават ушкăн юратнă училище асăнмалăх парне турĕ.
Кĕçĕнрех ÿсĕмри юбилейлă кăларăм выпусникĕсем те аслисенчен юлмарĕç. Вĕсен сăмахĕсенче пуриншĕн те çак пĕлÿ çурчĕ тата вĕсене ăс панă вĕрентекенсем ытарайми хаклă пулни палăрчĕ. Çавăнпа та вĕсем пуç таяççĕ.
Тепĕр самант çинчен те пĕр-ик сăмах каласа хăвармалла. Ку вăл училищĕри вĕрсе каламалли (духовой) оркестрпа çыхăннă. Тĕлпулу кунĕнче çак оркестра çÿренĕ студентсен «çавра сĕтелĕ» иртрĕ. Ăна пĕртăван Владимирпа Борис Гордеевсем (вĕсем иккĕшĕ те çак училищĕрех пĕлÿ илнĕ) йĕркеленĕ. Владимир Ефимович вара музыка преподавателĕ пулнă май, оркестра 1970-1990 çç. ертсе пынă, паянхи кун та çак ĕçе çĕнĕрен пуçарса ярас лава вырăнтан тапратма хирĕç мар.
Юрий СНЕГОПАД.
Пелепей хули.
Читайте нас: