Çак куна халалласа Раççейре тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç. Сăмах май, Пелепей хулинчи гуманитарипе техника колледжĕн преподавателĕ Светлана Галиевна Суфьянова совет салтакĕсен паттăрлăхне сăваплас тĕллевпе класс сехечĕ йĕркелерĕ. Унта кĕçĕн классен учителĕсене хатĕрлекен уйрăмра ăс пухакан 2-мĕш курс студенчĕсемпе «Çар туслăхĕ» («Боевое братство») пĕрлĕхĕн Пелепей уйрăмĕнчи пайташĕ Федор Ермолаев аслă прапорщик хутшăнчĕç. Чăн малтан Надежда Матвеевапа Виктория Земскова студентсем Афганистан тата Чечен вăрçисем хăçан пуçланнине, унта миçе салтак хутшăннине, вĕсенчен миçешĕ каялла таврăнайманни çинчен пĕлтерчĕç. Питĕ хăрушă цифрăсем…Унтан хĕрсем хисеплĕ хăнана сăмах пачĕç.
Федор Моисеевич (Чечен вăрçи пуçланнă чухне вăл 30 çулта пулнă) вăрçă вутне кĕнĕ тапхăра хумханса аса илчĕ. Ăçта службăра тăни, мĕнле операцисене хутшăнни, хăш наградăна мĕншĕн тивĕçни çинчен каласа пачĕ. Кирек епле ĕçе те тĕплĕн пурнăçлама хăнăхнă çар çынни тĕлпулăва хатĕрленсе килнĕ. Пурнăçĕнче уйрăмах тарăн йĕр хăварнă вăхăт пирки чуна пырса тивекен сăвăсем вуларĕ, студентсене çар альбомĕсене кăтартрĕ, ыйтусем çине хуравларĕ.
Федор Моисеевич Ермолаев Пелепей районĕнчи Кивĕ Сименкке ялĕнче çуралса ÿснĕ. Пелепей хулинчи медицина училищине пĕтернĕскере 1985 çулта çара илсе кайнă. Салтак тивĕçне Казахстанра стратеги пĕлтерĕшлĕ ракета çарĕсенче пурнăçланă. 1987-1989 çулсенче Инçетри Çурçĕрте фельдшер пулса ĕçленĕ. 1989 – 1994 çç Раççейĕн çарпа тинĕс флотĕнче контрактпа служба иртнĕ. Лапкă океан флотĕнче «Касатка» атомлă шыв айĕнчи карап çинче медицина службин фельдшерĕ пулса ĕçлеме пикеннĕ.1994 çулхи июнь-ноябрь уйăхĕсенче Наро-Фоминск хулинчи Кантемиров дивизийĕнче хĕсметре тăнă, медицина пункчĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçланă. 1994 çулхи декабрь уйăхĕнче Чечен вăрçи пуçланнă. Чăваш арĕ Мускав облаçĕнчи Солнечногорск хулинчи разведчиксен шкулне лекнĕ. Унта вăл 1995 çулхи апрель уйăхĕччен разведчиксен ăсталăхне туптанă. Май уйăхĕнче Мускаври çар округĕн командованийĕ хушнипе Чечен Республикине тухса кайнă. Ф.М. Ермолаев 1996 çулхи декабрь уйăхĕччен 1398-мĕш уйрăм разведка батальонĕн 205 -мĕш бригада йышĕнче хĕсметре тăнă, медицина службин ертÿçи пулнă. Асăннă бригада çарпа политика тĕллевĕсене Грозный хулинче тата Шали ялĕнче пурнăçланă. Федор Моисеевич каласа панă тăрăх, уйрăм разведка батальонĕн тивĕçĕ çынсене хăрушсăрлăхпа тата лăпкăлăхпа тивĕçтересси пулнă. Çавăн пекех разведчиксене çар колоннисем вырăнтан вырăна куçнă чухне пĕрле пыма, çар объекчĕсене сыхлама шаннă.
Çакнашкал паттăрлăх урокĕ ирттерни студентсемшĕн тем пек паха пулчĕ. Вĕсем Афган тата Чечен ветеранĕсемпе малашне те тĕл пулма калаçса татăлчĕç.
Тĕлпулу вĕçĕнче пухăннисем ялав умĕнче йышпа асăнмалăх сăн ÿкерчĕксем турĕç.
Ирида МАТНИЯЗОВА.
Пелепей хули.