Пур хыпар та
Тĕлпулу
1 Мартӑн 2022, 13:51

Çамрăк ăрăва тĕслĕх парса…

Февраль уйăхĕн 15-мĕшĕнче Совет Союзĕн Çарĕсене Демократиллĕ Афганистан Республикинчен кăларнăранпа кăçал 33 çул çитрĕ. Анчах çулсем малаллах шăваççĕ пулин те, çав хаяр кунсем, Афганистан вут-çулăмĕ витĕр тухнă салтаксен чĕрисенче паянхи кун та упранаççĕ…

Çамрăк ăрăва тĕслĕх парса…
Çамрăк ăрăва тĕслĕх парса…

Çак паллă пулăма асра тытса Пелепей хулинчи чăваш гимназийĕнче Афган вăрçин ветеранĕсемпе «Паттăрлăх урокĕ» иртрĕ. Сумлă хăнасем хушшинче Пелепей районĕнчи «Афган вăрçин ветеранĕсен Раççейри пĕрлĕхĕн» председателĕ Сергей Медведев тата Анатолий Герасимовпа Павел Стрельников пулчĕç.
Тĕлпулăва уçса чăваш гимнази директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Полина Кирилова тата çак йĕркесен авторĕ пухăннисен умĕнче сăмах каларĕç. Афган вăрçине миçе çамрăк хутшăнни, мĕн чухлĕн суранланни, çак вăрçа пула миçе салтак пурнăçĕ сарăмсăр татăлни пирки каласа хăварчĕç.
Ветерансем вара ачасене хăйсен салтакри кун-çулне, Афган вăрçин синкерлĕхĕпе тискерлĕхне аса илсе тĕплĕн каласа пачĕç. Çара юрăхлă пулас тесен çирĕп йĕркепе пурăнмаллине, спортпа туслă пулмаллине тата шкулта тăрăшса вĕренмеллине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕç.
Ачасене хăнасем шкулта мĕнле вĕренни те, вĕсем Афганистан çĕрĕ çине мĕнле лекни те, вăрçăри самантсем те, наградăсене мĕншĕн тивĕçни те кăсăклантарчĕ. Ветерансем пĕр ыйтăва та хуравсăр хăвармарĕç, вăрçăра пуçĕсене хунă çамрăксене те асăнчĕç. Залра чуна тивмелле юрă-кĕвĕ янăрарĕ, экран çинче Афган вăрçин хăрушă саманчĕсем пĕрин хыççăн тепри ылмашăнса пычĕç.
Сергей Медведев Калашников автоматне сÿтсе кăрни ачасене питĕ хавхалантарчĕ. Вĕренекенсем те парăмра юлмарĕç – вĕсем те хăйсен автомат сÿтсе кăрас ăсталăхне кăтартрĕç.
Çĕршыв умĕнчи тивĕçне Афганистан çĕрĕ çинче пурнăçланă вăрçă ветеранĕсем çамрăк ăру тĕрĕс-тĕкел çитĕнтĕр, Тăван çĕршыва тата унăн кун-çулне пĕлсе ÿстĕр, çар ăсталăхĕн чылай енĕпе паллаштăр тесе шкулсенчи тĕлпулусене çÿреççĕ. Çак тăрăшулăхшăн вĕсем пысăк тава, ырă сăмахсене тата хисепе тивĕç.
«Паттăрлăх урокĕ» питĕ кăсăклă иртрĕ. Вăл вĕренекенсен асĕнче чылайччен упранĕ.
Алексей ЕМЕЛЬЯНОВ,
чăваш гимназийĕн физкультурăпа ОБЖ преподавателĕ.
Пелепей хули.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: