Урал сасси
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Тĕлпулу
2 Августӑн 2022, 11:34

Вулавăшсем чăвашла кĕнекесемпе пуянланчĕç

Çулла. Çут çанталăкăн чи илемлĕ вăхăчĕсенчен пĕри. Кашниех чăтăмсăррăн çулçÿреве, канма кайма, интереслĕ çынсемпе паллашма ĕмĕтленет.

Вулавăшсем чăвашла кĕнекесемпе пуянланчĕç
Вулавăшсем чăвашла кĕнекесемпе пуянланчĕç

Çак кунсенче Мияки тăрăхĕнчи Тимеш тата Çĕнĕ Хурамал ялĕсенчи вулавăшсене чăн-чăн парне кĕтрĕ. Вулакансем кăмăллă лару-тăрура поэтпа, прозаикпа, 2003 çултанпа Раççейри Писательсен союзĕн членĕ шутланакан Василий Сергеевич Антоновпа тĕл пулчĕç. Пире, вулавăш ĕçченĕсене, библиотека çуртĕнче хамăрăн пултаруллă ентеше йышăнма, вулакансене унăн хайлавĕсем çинчен каласа пама, çĕнĕ кĕнекисемпе паллаштарма уйрăмах кăмăллă. Василий Сергеевичăн произведенийĕсене вулама юратакансем унăн 27-мĕш кĕнеки кун çути курасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.
Пирĕн ума тĕрлĕ енлĕ пултаруллă çын тухрĕ: вăй хăй çырнă сăвăсене, юратнă поэчĕсен хайлавĕсене чĕри витĕр кăларса вуларĕ. Унтан пĕр тикĕссĕн кĕвĕсем çине куçрĕ. Баянпа каланă май чăвашла та вырăсла юрăсем шăрантарчĕ. Пуçтарăннисем паллакан юрăсене унпа пĕрле шăрантарчĕç.
Мероприятийĕн чи кăмăллă саманчĕсенчен пĕри – автор хăй кĕнекисене алă пусса вулакансене парнелени. Тĕлпулу çамрăк вулакансемшĕн уйрăмах усăллă пулчĕ. Чĕрĕ çыравçăпа тĕл пулни, унăн кĕнекисемпе паллашни, ачасене ырă сунни çитĕнекен ăрăвăн чĕринче ĕмĕрех асра юлĕ.
Ăшă тĕлпулу техĕмлĕ пылпа курăк чейĕ ĕçнипе вĕçленчĕ. Пуçтарăннисем пурте хавхалануллă кăмăл-туйăмпа, татах та тĕлпулăва пуçтарăнасса шанса, килĕсене саланчĕç.
Вероника ЛЕОНТЬЕВА, Галина ЯКОВЛЕВА,
Тимеш тата Хурамал ялĕсенчи тĕп библиотекарьсем.
Мияки районĕ.


Редакцирен: Хисеплĕ вулакансем, тепĕр хыпар та пĕлтересшĕн. Çак кунсенче В.С. Антонов Пишпÿлекри библиотекăра та пулнă. Унти хыпарсемпе Пишпÿлек район хаçачĕн корреспонденчĕ Карина Павлова паллаштарать:
– Пишпÿлек район библиотекин фончĕ чăвашла кăларăмсемпе пуянланчĕ. РФ тата ЧР Профессионал писательсен союзĕн членĕ Василий Сергеевич Антонов хăйĕн юлташĕпе Пишпÿлек районĕнчи тĕп библиотекăра пулса вулавăша кĕнекисене парнелерĕ. Çыравçă малашлăхри планĕсем, чун киленĕçĕсем, хăй паллакан писательсем çинчен интереслĕ фактсем каласа пачĕ. Çитмĕл урлă каçнă пулин те унра вăй-хăват, хавхалануллă кăмăл-туйăм вĕресе тăни пире тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ. Ун пек çынна час-часах тĕл пулаймăн. Çавăн пекех çыравçă историпе этнографи музейне те çитсе курчĕ.
Сăмах ăстине сывлăх сунса унран çĕнĕ тĕлпулусемпе çĕнĕ кĕнекесем кĕтни çинчен пĕлтеретпĕр.

Вулавăшсем чăвашла кĕнекесемпе пуянланчĕç
Вулавăшсем чăвашла кĕнекесемпе пуянланчĕç
Вулавăшсем чăвашла кĕнекесемпе пуянланчĕç
Вулавăшсем чăвашла кĕнекесемпе пуянланчĕç
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: