Нелли Андреевна 1932 çулхи август уйăхĕн 10-мĕшĕнче Тутарстанра çуралнă. Агроном пĕлĕвне илнĕ. Ленинград хулинчи Литература институтĕнчен вĕренсе тухнă. Агроном, кĕнеке издательствинче корректор, заводра рабочи пулса ĕçленĕ. Нелли Петровская – Раççей Писателĕсен союзĕн членĕ.
Çак йĕркесен авторĕ пухăннисене Н.А. Петровская çыравçăн пурнăçĕпе тата унăн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Илемлĕ сăмах ăсти прозăра та, поэзире те тухăçлă ĕçленине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех вăл тĕн литературине вырăсларан чăвашлана куçарнă. Тен, çавăнпа та пуль унăн произведенийĕсенче тĕн теми пысăк вырăн йышăнать, тарăн йĕр хăварать, шухăша ярать.
Пуçтарăннисене паллаштарас тĕллевпе Н.Петровская çинчен «Хĕрарăм шăпи кĕнеке страницисенче» видеосюжет пăхрăмăр. Ăна Пишпÿлекри тĕп библиотекăри чăваш халăхĕпе ĕçлекен сектор (ертÿçи – Н.П. Тарасова) хатĕрленĕ. Районти библиотекăсенче Н.Петровскаян кĕнекисем питĕ нумай. Вĕсем çÿлĕксем çинче тусан пуçтарса выртмаççĕ.
Мероприяти вăхăтĕнче ял библиотекинче пур романĕсемпе повеçĕсем çине пусăм турăмăр. Вĕсен содержанийĕсене пăхса тухрăмăр. Литература каçĕнче сÿтсе явма «Аманнă чун» романне суйласа илтĕмĕр. Асăннă произведенире юратупа чыс, çынлăх, Тăван çĕршыва юратни çинчен çырса кăтартнă. Романăн тĕп сăнарĕ – тĕлĕнмелле таса чунлă та ырă чĕреллĕ хĕр, Суня. Вăл ытти пин-пин çамрăк совет хĕрĕ пек вăрçăн пур хĕн-асапĕсем витĕр тухса та хуçăлман. Çĕнтерĕве хăвăртрах çывхартас тесе хăйĕнчен килнине пурне те тунă.
Мероприятире сăмах калас текенсем татах та пулчĕç. Уйрăмах чăвашла çырнă литературăна кăмăллакан В.А. Леонтьева вулакан каланă сăмахсем пурне те килĕшрĕç. Нелли Петровскаян хайлавĕсем никама та лăпкă хăвармарĕç тесе çирĕплетсех калама пулать. Мĕншĕн тесен вĕсене чунтан парăнса та пысăк талантпа çырнă.
Лия КИРИЛЛОВА.
Пишпÿлек районĕ, Ăхпуç ялĕ.