Ĕçлĕ тĕлпулăвăн программине йĕркелерĕмĕр – ăна маларах калаçса татăлса хатĕрленĕччĕ. Сывлăха сыватассипе тата çирĕплетессипе ĕçлекен учрежденийĕн ертÿçи Рамиль Бадретдинов пире ăшшăн кĕтсе илчĕ. Тава тивĕçлĕ сывлăх сыхлав ĕçченĕпе, ПР тава тивĕçлĕ строителĕпе, медицина наукисен докторĕпе унăн кабинетĕнче кăмăллăн калаçса лартăмăр.
Çак йĕркесен авторĕ ертсе пыракан Канаш хастарĕсем хăйсен ĕçĕсем çинчен каласа пачĕç, малашлăх планĕпе паллаштарчĕç. Икĕ сехет хушши санатори тăрăх курса çÿренĕ хыççăн Людмила Михайловнан пÿлĕмне кĕтĕмĕр. Калаçу малалла тăсăлчĕ. Вăл хăйĕн çинчен, ĕçĕ, хĕрарăмсен проблемисем пирки каласа пачĕ. Пушкăртстан Республикинчи чăваш хĕрарăмĕсен «Сарпике» пĕрлĕхне ертсе пыракан, тухтăр пулса ĕçлекен пултаруллă ĕçчене наци, уйрăмах чăваш хĕрарăмĕн, пулас аннесен сывлăхĕ пăшăрхантарать. Санаторинче тăватă çултан иртнĕ ачасем валли «Амăшĕ тата ачи», шăмăпа мыщца тата сывлав органĕсене сыватмалли программăсем пурри савăнтарать.
Нумай ыйтупа пирĕн шухăшсем тÿр килчĕç. Пурте сывлăхлă пурнăç йĕркине пысăк тимлĕх уйăрмаллипе килĕшрĕç. Çавăн пекех Людмила Михайловна тăван чĕлхене сыхласа хăварассипе çыхăннă проблемăна та хускатрĕ. Чăваш чĕлхипе культурине упрас тата аталантарас тесен мĕнле ĕçсем тумаллине пĕлтерчĕ. Ĕçĕ нумай пулнине пăхмасăр Людмила Михайловна пирĕнпе тĕл пулма, республикăри пур мероприятисене те хастар хутшăнма, чăваш хĕрарăмĕсене май пур таран пулăшма тăрăшать. Çакна та палăртса хăварас килет, республикăри чăваш хĕрарăмĕсен «Сарпике» пĕрлĕхĕ 1918 çулта Пушкăртстанри хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕн йышне кĕнĕ. Тĕлпулăва хутшăннисем курорт пирки çĕннине нумай пĕлчĕç. «Красноусольск» пылчăкпа сипленекен курорт, вăл уçăлнăранпа пĕр ĕмĕре яхăн - 98 çул çитнĕ. Унăн Раççей тата тĕнче шайĕнчи наградисем сахал мар. 2019 çулта санатори «Премиум» Раççей пахалăхлă сертификата тивĕçнĕ.
Ырă кăмăллă хуçасемлĕ, таса сывлăшлă, илемлĕ çут çанталăклă, тапса тăракан минераллă çăлкуçсемпе пуян сывлăха сиплекен учрежденире пулни вăрахчен асра юлĕ. Çул çÿрев умĕн лартнă тĕллевсем пурнăçа кĕчĕç. Рамиль Рафаиловичпа Людмила Михайловнăна пире пысăк хăнасем пек кĕтсе илнĕшĕн чунтан тав тăватпăр. Çак тĕлпулу ПР чăвашсен Канашĕн Çтерлĕ хулинчи уйрăмне Пушкăртстанри чăваш хĕрарăмĕсен пĕрлĕхĕпе ĕçлĕ хутшăнусем йĕркелеме май парĕ.
Нина КОБЦЕВА,
ПР чăвашсен Канашĕн Çтерлĕри
уйрăмĕн председателĕ.