Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тĕлпулу
7 Мартӑн 2023, 11:30

«Манăн тăван кĕтес» литература тĕпелĕ

Хальхи çамрăксене мĕнпе те пулин тĕлĕнтерме, Тăван çĕршыв культурине хисеплеме хăнăхтарма çăмăл мар. Çитĕнекен ăрăва воспитани памалли чи тухăçлă мелсенчен пĕри таврапĕлÿ урокĕсем шутланаççĕ.

«Манăн тăван кĕтес» литература тĕпелĕ
«Манăн тăван кĕтес» литература тĕпелĕ

Шкулти информаци центрĕн литература тĕпелĕнче Чăваш Республикин писательсен пĕрлешĕвĕн членĕсемпе Рудольф Павлов писательпе тата Александр Егоров «Шуратăл» литпĕрлешÿ пайташĕпе «Манăн тăван кĕтес» пултарулăх тĕлпулăвĕ иртрĕ.
Литература тĕпелĕ пухăннисене хăнасемпе паллаштарнинчен пуçланчĕ. Истори учителĕ, çак йĕркесен авторĕ шкултан вĕренсе тухнă талантлă çынсем çинчен каласа пачĕ. Вĕсен хушшинче - ăсчахсем, культура ĕçченĕсем, тава тивĕçлĕ вĕрентекенсем. Шкултан вĕренсе тухнисенчен 12 выпускник наука кандидачĕсемпе докторсене çитнĕ, вĕсенчен пĕри Совет Союзĕн Геройĕ К. И.Степанов. Шкулта Афганистанра пуç хунă Володя Яковлев паттăр салтак ятне те манмаççĕ. Паттăрсен хушшинче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнса орденсене тивĕçнисем те пур. Украинăри ятарлă çар операцине хутшăннисем те сумлă вырăнта.
Вуннăмĕш класра вĕренекен Валерия Маркова хăйĕн ентешĕ, профессор, техника наукисен докторĕ, фронтовик, хирти машинăсене тăвакан, ăсталакан Алексей Иванович Тимофеев çинчен тухса каларĕ.
Тепĕр паллă çын, Александр Егоров сăвăçă, хăйĕн поэзине тăванĕсене, çывăх çыннисене, тăван яла, çут çанталăка халалланă. Вăл ачалăх, ĕçлĕ пурнăçĕ, мăшăрĕ, тăванĕсемпе çывăх çыннисем – хĕрĕсемпе мăнукĕсем çинчен чуна пырса тивмелле каласа пачĕ. Сăмах ăсти пурнăçа сăнлакан чăвашла çырнă сăвăсене витĕмлĕ те саспа палăртса вуларĕ.
Александр Егоров Хушăлка ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ те çавăнтах пурăнать. Çултан-çул сăвă пуххисене пичетлесе кăларать. Паянхи куна вĕсем виççĕ: «Ту-сăртсен ытамĕнче», «Тăван тавралăх», «Пурнăç урапи». Сăвăсем чĕререн каланипе, тĕрĕслĕхпе уйрăлса тăраççĕ. Александр Михайловичăн хайлавĕсем «Çутă çул» район, «Урал сасси» республика хаçачĕсенче тата ытти кăларăмсенче пичетленеççĕ. Поэт илемлĕ пултарулăх конкурсĕсене, поэзи фестивалĕсене хастар хутшăнать. Унăн пултарулăхне хакласа тата чăваш культурине аталантарас ĕçре тÿпе хывнăшăн Александр Егорова Чăваш Республикин Писателĕсен союзне, Раççей писателĕсен тата Тĕнчери писательсен пĕрлĕхĕсене йышăннă. Людмила Тефтерева вуннăмĕш класс вĕренекенĕ, чăваш чĕлхи олимпиадин çĕнтерÿçи Александр Егоровăн «Хушăлка» сăввине илемлĕ вуласа пачĕ.
Ачасем Рудольф Павлов (Илькелри) çыравçă, хисеплĕ таврапĕлÿçĕ, тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ каласа панине кăсăкланса итлерĕç. Рудольф Матвеевич ачасемпе пурнăçра пулса иртнисене аса илчĕ, вĕрентсе, асăрхаттарса каларĕ. Тăван киле, тăвансене юратма, туслăха хаклама, çут çанталăка упрама, унăн илемĕпе киленме сунчĕ. Хăйĕн юратнă сăввине вуласа пачĕ, кĕнекисемпе паллаштарчĕ. Вĕсем унăн вăтăр ытла.
А.А. Ефимова педагог-библиотекарь Рудольф Матвеевич валли кăсăк блиц-опрос хатĕрленĕччĕ. Писатель-таврапĕлÿçĕ ыйтусем çине тулли кăмăлпа хуравларĕ. Вĕсем унăн биографийĕпе, кĕнекисемпе çыхăннăччĕ.
Мероприяти вăхăтĕнче Л.П. Новикова ял библиотекарĕ асăннă авторсен кĕнекисен куравне йĕркелерĕ, унпа пурте паллашма пултарчĕç.
Рудольф Павлов Чăваш наци наукăсен академийĕ ятĕнчен историпе обществознани учительне С.Г. Иванована пултарулăх мелĕсемпе усă курнăшăн, таврапĕлĕве аталантарнăшăн, çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани панăшăн «Хисеплĕ краевед» палла парса чысларĕ.
Сумлă хăнасем хăйсене ăшшăн йышăннăшăн тав турĕç, шкул ĕçченĕсене çирĕп сывлăх, çемьере тăнăçлăх, пархатарлă вĕренекенсем сунчĕç. Директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ И.Г. Степанова учительсен ятĕнчен хăнасене сывлăх, пултарулăх анинче ăнăçусем сунчĕ.
Пĕтĕмлетсе çакна палăртмалла, литература тĕпелĕ ачасене пултарулăх тĕнчипе паллаштармалли чи лайăх мел. Кунта хисеплĕ çынсемпе тĕл пулса калаçма, вĕсен пултарулăхĕпе, искусствăпа художество произведенийĕсемпе паллашма, Тăван çĕршыва юратма мелсем уçăлаççĕ.
Светлана ИВАНОВА, истори вĕрентекенĕ, музей ертÿçи.
Пишпÿлек районĕ,
Хушăлка ялĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: