Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тĕлпулу
18 Апрелӗн 2023, 13:40

Ветерансем уçлăх улăпĕн халалĕсене асра тытаççĕ

Апрель уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Космонавтика кунĕнче, А.Г. Николаев летчик-космонавт ячĕллĕ Хĕç-пăшаллă вăйсен, Шалти ĕçсен министерствин, тĕрлĕ хирĕç тăрусене хутшăннă ветерансен канашĕн Çтерлĕри уйрăмĕ хулари чăвашсен Канашĕпе пĕрле тĕлпулу йĕркеленĕ. Вăл туслă та лăпкă лару-тăрура иртнĕ.

Ветерансем уçлăх улăпĕн халалĕсене асра тытаççĕ
Ветерансем уçлăх улăпĕн халалĕсене асра тытаççĕ

Мероприяти вăхăтĕнче вырăнти ветерансен пĕрлĕхĕн ертÿçи Виталий Михайлов сăмах каланă, пухăннисене уяв ячĕпе саламланă. Çавăн пекех вăл çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ салам телеграммисемпе паллаштарнă. Вĕсем Чăваш Енрен, Мускавран, Ĕпхÿрен тата Çтерлĕрен килсе çитнĕ. Çав шутра икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕн А.Г. Николаевăн Елена хĕрĕнчен, РФ Патшалăх Думин депутатĕнчен Анатолий Аксаковран тата ытти сумлă çынсенчен.
Савăнăçлă лару-тăрура Раççейри ветерансен канашĕ (Мускав хули, председателĕ – М.А. Моисеев) ятĕнчен Зинон Георгиевич Степанова «Ветерансен юхăмĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» хисеплĕ палла, Нина Ефимовна Кобцевана Хисеп хучĕ парса чысланă.
Тĕлпулу вăхăтĕнче ветерансем 1998 çулта Андриян Николаев Пушкăрт çĕрĕ çинче пулнă самантсене хумханса аса илнĕ. Аслă ăрури М.М.Трофимовпа Л.А.Трофимова пĕрремĕш космонавт Юрий Гагарин, ун хыççăн чăваш Паттăрĕ Андриян Николаев тĕнче уçлăхне вĕçсе кайни, ун пирки ăçта тата мĕнле лару-тăрура радио урлă хыпар пĕлни çинчен хавасланса каласа панă. Вĕсем, çав вăхăтри çамрăксем, чăваш çынни космоса çитнишĕн мĕнле савăннине, мăнаçланнине пĕлтернĕ.
– Эпир паянхи кун та Çĕр планета çинчи чăвашсем хамăрăн Паттăрпа мăнаçланатпăр, ăна чунтан хисеплетпĕр. Унăн халалĕсене асра тытатпăр: çĕр çинче тÿрĕ кăмăлпа тĕрĕс те ытти халăхсемпе килĕшÿре пурăнмалла, – тесе çирĕплетнĕ пухăннă ветерансем.
Мероприяти вĕçĕнче икĕ хут Совет Союзĕн Геройне асра тытса аслă ăру çыннисем Андриян Николаевăн «Вĕç-вĕç куккук» юратнă юррине шăрантарнă. Ун хыççăн тăван чĕлхепе çырнă ытти юрăсем патне те черет çитнĕ.
Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: