Пушкăртстанăн тĕп кĕнеке çуртĕнче пиллĕкмĕш хут йĕркеленĕ мероприятие çыравçă юлташĕсем, унăн пултарулăхне кăмăллакансемпе Пушкăртстанри чăваш çамрăкĕсен канашĕн пайташĕсем Екатерина Приваловапа Диана Дмитриева хутшăннă. Хальхинче тĕлпулăва пухăннисем Дина Гаврилован прозинчи Пушкăртстанра пурăнакансен шăпи, чикĕ-чăрмав çук çынсен чун-чĕм (духовная) çыхăнăвĕ, çынсене малалла хастар та çирĕппĕн утма май паракан истори астăвăмĕ çинчен чылай калаçнă. Çавăн пекех çыравçă пултарулăх анине епле лекнине, кĕнекесем кăларма хавхалану ăçтан тупнине уçса панă.
- Пушкăртстан маншăн вăй-хал парнелекен вырăн шутланать. Шăпах кунта çĕнĕ хайлавсем çырма хавхалану тупатăп. Мана аннепе юнашар пулни, ăна аллинчен тытма май пурри савăнтарать. Унпа юнашар пулас килет, - тенĕ Дина Леонидовна.
Унтан пултаруллă çыравçă вулакансемпе мероприяти хăнисен ыйтăвĕсем çине хуравланă. Унсăр пуçне вулакансем пултаруллă хĕрарăм-çыравçăн кĕнекисемпе паллашма, вĕсене туянма пултарнă.
Литература сехетне чăвашлăх сĕмĕ кĕртекенсем хамăр халăхран тухнă хăна пулнă. Пушкăртстанри чăваш çамрăкĕсен канашĕн культурăпа массăллă мероприятисем йĕркелессишĕн яваплă Диана Дмитриева пухăннисене чăваш юрри парнеленĕ. Абонемент залĕнче ларакансем юрра итлеме хавас пулнă.
Дина Гавриловапа иртнĕ тĕлпулу сăн ÿкерчĕксем тунипе вĕçленнĕ. Вĕсенчен йĕркеленĕ альбом асăннă литература сехетне аса илтерсе, малашлăхра çĕннисем пуласса шанăç парса тăрĕ.