Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тĕлпулу
19 Сентябрӗн 2023, 09:56

«Вулакансемпе тĕл пулни – чи пысăк уяв»

Сентябрь уйăхĕн 14-мĕшĕнче Пишпÿлек тăрăхĕнчи Ăхпуç ял библиотекинче тĕлĕнмелле тĕлпулу иртрĕ. Вулакансем патне Эстони çĕршывĕнче пурăнакан, çÿлерех асăннă тăрăхри Мелеспуç ялĕнче çуралса ÿснĕ Дина Гаврилова çыравçă (Надежда Леонидовна Григоренко (Гаврилова) килсе çитрĕ.

«Вулакансемпе тĕл пулни – чи пысăк уяв»
«Вулакансемпе тĕл пулни – чи пысăк уяв»

Дина Гаврилова кам иккенне ăхпуçсем лайăх пĕлеççĕ-ха, вăл çырнă кĕнекесене те юратсах вулаççĕ, анчах шÿтлĕ калавсемпе тарăн шухăшлă повеçсемпе романсен авторне пĕрре те курман. Ăхпуçсем пек калас пулсан, чĕрĕ писателе курма вырăнти вулавăш залне халăх йышлă пуçтарăннă.
Мероприятие уçса пурне те ăшшăн саламланă май Лия Кириллова вулавăш ĕçченĕ, вăлах мероприятие йĕркелекенĕ, залра ларакансене сумлă хăнасемпе паллаштарчĕ. Дина Гаврилова çыравçăпа пĕрлех кунта унăн çывăх тусĕсем те, Рудольф Павлов çыравçă, Лидия Шурçăл поэтесса, «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн пайташĕ Александр Егоров сăвăçă, Ф.Н. Вуколов ячĕллĕ обществăлла музей ертÿçи Марина Николаева, Приютово поселокĕнчи «Пилеш» пултарулăх ушкăнĕ, юнашар ялсенчи вулавăш ĕçченĕсем тата ыт.те килсе çитнĕ.
Дина Гаврилова пуçтарăннисене хăйĕн пурнăçĕпе пултарулăхĕ, литература анине епле лекни çинчен каласа пачĕ, кĕнекисемпе паллаштарчĕ.
Пушкăртстан чăвашĕ ытларах вырăсла çырать, анчах унăн произведенийĕсен геройĕсем – хăй çуралса ÿснĕ Мелеспуç ял çыннисем, хайлавĕсен сюжечĕсенче – чăн пурнăçран илнĕ, вĕсемпе çыхăннă пулăмсем. Вĕсене çыравçăн амăшĕ Елена Гаврилова каласа панă. Çавăнпа та Надежда Леонидовна ăна çум автор тет. Хальхи вăхăтра Елена Никифоровна Пелепей тăрăхĕнчи Максим Горький ялĕнче пурăнать. Тăхăр вунă теçеткепе пырать пулсан та Еля аппа паттăр-ха, пахча çимĕç акса ÿстерет, чăх-чĕп тытать.
– Ача чухне нимле сăвă-калав та çырман эп. Вулама юратнă паллах. Кĕнеке çырасси вара ахаль çырусенчен пуçланчĕ. Анне патĕнчен Эстоние кушак илсе кайнăччĕ. Вырăнти кушаксем ăна тÿрех йышăнмарĕç, урама тухсан кÿрентеретчĕç. Тантăшăм патне çав кушак çинчен çырусем çыраттăмччĕ. Юлташăм çырусем питĕ сăнарлă пулса тухнине палăртрĕ. Каярах вĕсем «Путешествие Пуси югорской из Сибири в Мууга» аллегорилле юмахăн никĕсĕ пулса тăчĕç. Манăн хайлавсенче 250 ытла сăнар, вĕсенчен паянхи куна пиллĕкĕшĕ çеç сывă. Паллах, кĕнекери ĕç-пуçа автор хăйĕн кăмăлне епле каять, çавăн пек аталантарать. Çавăнпа та кĕнекери событисем чăн пурнăçринчен уйрăлса тăма пултараççĕ.
– Маншăн Пушкăртстан – хавхалану, малалла çырма вăй-хăват паракан вырăн. Çулĕ çывăх мар пулсан та тăван тăрăха çулталăкне икĕ хутчен килсе кайма тăрăшатăп. Вулакансемпе тĕл пуласси маншăн – чи пысăк уяв. Çавăнпа та тĕлпулăва хамăн чи хитре кĕпене тăхăнса килтĕм, – тет автор кăмăллăн.
Çавăн пекех пуçтарăннисем çыравçăн аудиодиск çине çыртарнă калавĕсене итлерĕç, вĕсем тăрăх ÿкернĕ сюжетсене пăхрĕç, тĕрлĕ ыйтусем пачĕç. Литература каçне вырăнти артистсен (Л.Еремеева, В.Леонтьева) номерĕсем илем кÿнине те палăртмалла.
Виçĕ сехете яхăн пынă тĕлпулу пĕр самант пек иртсе кайрĕ. Вăл пуçтарăннисен чĕринче вăрахчен асра юлĕ.
Маларах Дина Гавриловапа Ĕпхÿ хулинчи А.З. Валиди ячĕллĕ наци библиотекинче «Дина Гаврилован прозинчи Пушкăртстанра пурăнакансен шăпи» литература сехечĕ иртнине те палăртмалла. Унта ПР çыравçисем, Дина Гаврилован пултарулăхне кăмăллакансем, ПР чăваш çамрăкĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕсем пуçтарăннă.
Надежда РОДИОНОВА.
Пишпÿлек районĕ,
Ăхпуç ялĕ.

«Вулакансемпе тĕл пулни – чи пысăк уяв»
«Вулакансемпе тĕл пулни – чи пысăк уяв»
«Вулакансемпе тĕл пулни – чи пысăк уяв»
«Вулакансемпе тĕл пулни – чи пысăк уяв»
«Вулакансемпе тĕл пулни – чи пысăк уяв»
«Вулакансемпе тĕл пулни – чи пысăк уяв»
«Вулакансемпе тĕл пулни – чи пысăк уяв»
«Вулакансемпе тĕл пулни – чи пысăк уяв»
«Вулакансемпе тĕл пулни – чи пысăк уяв»
«Вулакансемпе тĕл пулни – чи пысăк уяв»
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: