Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тĕлпулу
7 Ноябрӗн 2023, 11:15

Михаил Лермонтов – вырăс литературин пуянлăхĕпе чысĕ

Кашни çулах октябрь уйăхĕнче çĕршыври библиотекăсемпе вĕрентÿ заведенийĕсенче вырăс литература классикĕн çуралнă кунне халалласа Лермонтов поэзийĕн кунĕсене йĕркелеççĕ. Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка ял библиотекинче «Лермонтов пирки сăмахăм» асăну каçĕ иртрĕ.

Михаил Лермонтов –  вырăс литературин пуянлăхĕпе чысĕ
Михаил Лермонтов – вырăс литературин пуянлăхĕпе чысĕ

Михаил Лермонтов – чи паллă вырăс поэчĕсенчен пĕри. Мухтав тени ун патне хăй сывă чухнех килнĕ. Çивĕч социаллă темăсемпе килĕшсе тăракан философиллĕ кĕввисемпе уйрăм пăшăрханусем XIX-XX ĕмĕрти поэтсемпе писательсене пысăк витĕм кÿнĕ.
Мероприятие пуçтарăннисем поэтăн пултарулăхне уçса паракан «М.Ю. Лермонтовăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ» хăтлавпа паллашрĕç. Автор крепостла самодержавилле патшалăхра ахаль халăха пусмăрланине тата ăслă çынсене хĕсĕрленине хирĕç пулнă.
Лермонтовăн чи паллă хайлавĕсенчен пĕри – «Герой нашего времени» роман. Ăна автор 1838-1840 çулсенче çырнă. Вăл пĕр çынпа çыхăннă пилĕк повеçрен тăрать. Унăн тĕп тĕллевĕ – тĕп сăнар урлă обществăри çитменлĕхсене кăтартса парасси. Лирикăллă тата психологиллĕ роман ун чухнехи вырăс литературишĕн пысăк çитĕнÿ шутланнă.
Михаил Лермонтов паллă дуэлçĕ пулнă. Шăпах çакă çамрăклах унăн пурнăçне татнă. Унăн юлашки дуэлĕ пĕрле вĕренекен юлташĕпе Мартыновпа иртнĕ. Чаплă йышăнусенчен пĕринче Михаил ун пирки килĕшÿсĕр шÿтленĕ. Çакă дуэле чĕнмелли сăлтав пулнă. 1841 çулхи июль уйăхĕнче, 26 çулта чух, Лермонтова персе вĕлернĕ. Анчах поэт хăй виличчен питĕ паха хайлавсем çырса хăварнă. Шăпах вĕсене пула ăна паллă вырăс писателĕсен шутне кĕртнĕ. Паянхи кун унăн виçĕ теçетке поэми, тăват çĕр сăвви, темиçе проза тата драма произведенийĕсем вырăс литературин паха пуянлăхĕ пулса тăраççĕ.
Унсăр пуçне Михаил Юрьевич художник пулнипе те уйрăлса тăнă. Вăл – çуллă сăрăпа ÿкернĕ 10 ытла картина, акварельпе тунă 50 ытла ĕç, 300 ытла ÿкерчĕк авторĕ. Сăмах ăсти сĕрме купăспа, фортепьянопа каланă, юрланă, хăй çырнă сăвăсем тăрăх юрăсем кĕвĕленĕ. Анчах та чун туртни уншăн пурпĕрех литература пулнă. Лермонтовăн прозведенийĕсене живопиçре те, театрта та, кинематографра та пысăка хурса хакланă. Унăн сăввисем опера, симфони, романс пултарулăхĕн чăн-чăн пуянлăхĕ пулса тăнă. Нумайăшĕ вара халăх юррине çаврăннă.
Мероприяти программинче Михаил Юрьевичăн сăввисене илемлĕн вуласси, унăн произведенийĕсем тăрăх викторина йĕркелесси, поэт сăввисемпе хывнă романссемпе юрăсен сыпăкĕсене итлесси пулчĕ. Асăну каçĕнче М.Ю. Лермонтов пирки нумай çĕннине пĕлтĕмĕр, аса илтĕмĕр, чунтан кантăмăр.
Лира НОВИКОВА,
Хушăлка ял библиотекин ертÿçи.
Пишпÿлек районĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: