Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тĕлпулу
13 Декабрӗн 2023, 09:05

Çак кун параолимпиецсене те аса илнĕ

Кармаскалă районĕнчи Сихунри культура çуртĕнче Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунне (ăна декабрь уйăхĕн 3-мĕшĕнче паллă тăваççĕ) халалласа «Ыркăмăллăх минучĕ» («Минутка милосердия») тĕлпулу иртнĕ.

Çак кун параолимпиецсене те аса илнĕ
Çак кун параолимпиецсене те аса илнĕ

Çак куна камсене пулăшу, ырă кăмăллăх тата ăнлану туйăмĕсем кирлĕ çавсене тимлĕх уйăрас, çакăн çинчен ырă-сывă çÿрекенсене асăрхаттарас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Мероприятие Надежда Ефремова (сăн ÿкерчĕкре) ялти ал ĕç ăстине чĕннĕ. Вăл çĕнĕ ĕçĕсене – хĕресле тĕрĕ мелĕпе тĕрленĕ япаласене – илсе килнĕ пулнă. Надежда Константиновна çак киленÿпе мĕнле ĕçлеме пуçлани, ăçтан материалсем тупни тата кам ăна хавхалантарни çинчен каласа панă.
Мероприяти вăхăтĕнче вулавăш ĕçченĕ Галина Федорова «Ушинскийĕн юмах урокĕсем» республикăри сусăр ачасен хушшинче иртнĕ конкурсăн лауреатне Александр Кузьмина Диплом парса чысланă. Кунтах пылак апат-çимĕçпе чей ĕçессине йĕркеленĕ. Техĕмлĕ чей ĕçнĕ май пухăннисем çак кун мĕнле пуçланса кайни, унăн тĕп тĕллевĕ, сусăр çынсем сывлăх енчен хавшак пулнине пăхмасăр пурнăçра тунă çитĕнÿсем çинчен калаçнă. Çавăн пекех хăюллă та çирĕп кăмăллă параолимпиецсен ÿсĕмĕсене, вĕсен пурнăçĕнчи хăш-пĕр самантсене сÿтсе явнă, спортсменсем ыттисемшĕн, уйрăмах çамрăк ăрушăн, ырă тĕслĕх пулса тăнине палăртнă. Тĕлпулу ăшă та кăмăллă лару-тăрура иртнĕ.
Юрий СНЕГОПАД.
Кармаскалă районĕ, Сихун ялĕ.

Çак кун параолимпиецсене те аса илнĕ
Çак кун параолимпиецсене те аса илнĕ
Çак кун параолимпиецсене те аса илнĕ
Çак кун параолимпиецсене те аса илнĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: