Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тĕлпулу
18 Декабрӗн 2023, 12:09

Хула типографине экскурсие

Пелепей хулинчи шкул-интернатра кашни кĕçнерни кун профориентаци урокĕ иртет. Декабрь уйăхĕн 13-мĕшĕнче 4А класс вĕренекенĕсем Наталья Биглова тата Татьяна Иванова воспитательсем ертсе пынипе вырăнти хула типографине килсе кайрĕç.

Хула типографине экскурсие
Хула типографине экскурсие

Производство ертÿçи Гузель Сиразетдинова пичет тата переплет цехĕсем тăрăх экскурси ирттерчĕ. 1,5 тонна яхăн таякан хут тĕркисене, хура-шурă тата тĕслĕ хаçат, тĕрлĕ бланксем, учет кĕнекисем, буклетсем, афишăсем, календарьсем, этикеткăсем тата ытти продукцине тăвакан пичет машинисене кăтартрĕ. Ачасем хăйсем куçĕсемпе хаçат мĕнле пичетленнине курма пултарчĕç. Çав кун Элшей районĕн хаçатне «Альшеевские вести» пичетлетчĕç. Алексей Башмаковпа Риф Насыров пичет ăстисем хăйсен ĕçне хăнăхнă йĕркепе пурнăçлатчĕç. Пелепейри типографире Давлекан («Аслыкуль»), Ермеккей («Ермекеевские новости»), Мияки («Октябрь»), Пишпÿлек («Светлый путь»), Элшей («Альшеевские вести»), Пелепей («Белебеевские известия») районĕсен хаçачĕсем тата республика шайĕнчи «Урал сасси» кăларăм пичетленсе тухаççĕ. Унтан вĕренекенсем переплет цехне куçрĕç. Кунта кĕнекене мĕнле тунине, страницăсене çĕленине, переплета çилĕмпе çыпăçтарнине пĕлчĕç.

Типографи çуртĕнче «Урал сасси» тата «Белебеевские известия» хаçатсен редакцийĕсем вырнаçнă. Чăваш хаçачĕн редакторĕ Юрий Михайлов шкул-интернат ачисемпе калаçу ирттерчĕ. Хаçат ĕçĕнчи кăткăслăхсемпе, хăйĕн ĕçлĕ пурнăçĕпе, çыру ĕçне мĕнле пуçланипе паллаштарчĕ. Редакцинче ĕçлес тесен мĕнле пĕлÿ кирли çинчен пĕлтерчĕ,  вĕренекенсене çак ĕçре хăйсене тĕрĕслесе пăхма – хаçата заметка çырма сĕнчĕ. Дарья Федотовапа Мария Григорьева вĕренекенсем калаçу вăхăтĕнче редактора хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем те пачĕç.

«Белебеевские известия» хаçата калăплакан тата унăн администраторĕ Алексей Петров сайтра епле ĕçлени çинчен, профессин тĕп тĕллевĕсем , сайтри хыпарсемпе мĕнле майпа паллашмалли пирки каласа пачĕ.

Типографи тăрăх иртнĕ экскурси ачасемшĕн кăсăк та усăллă пулчĕ. Тăваттамĕш класс вĕренекенĕсем печатник, переплетчик, хаçат редакторĕ, корреспондент, хаçат калăплаканĕ,  сайт администраторĕ профессисемпе паллашрĕç.

Инга АЛЕКСЕЕВА.

Пелепей хули.

Хула типографине экскурсие
Хула типографине экскурсие
Хула типографине экскурсие
Хула типографине экскурсие
Хула типографине экскурсие
Хула типографине экскурсие
Хула типографине экскурсие
Хула типографине экскурсие
Хула типографине экскурсие
Хула типографине экскурсие
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: