Урал сасси
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Тĕлпулу
28 Нарӑсӑн , 10:10

Ĕнерхи студент çыхăнăва татмасть

Ĕпхÿ наукăпа технологисен универститечĕн Çтерлĕ филиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультетĕнчи тутар тата чăваш филологи кафедрин выпускникĕсемпе тĕл пуласси ырă йăлана кĕнĕ. Нумаях пулмасть пирĕн патра хăнара асăннă факультетран вĕренсе тухнă Елена Ботвинева пулса кайрĕ.

Ĕнерхи студент çыхăнăва татмасть
Ĕнерхи студент çыхăнăва татмасть

Елена Алексеевна хăй магистратурăра вĕреннин опычĕпе паллаштарчĕ, асăннă пĕлÿ шайĕн усăллă енĕсем пирки каласа пачĕ. Çавăн пекех сăмах стипенди, конференцисене хутшăнасси, пичетленнĕ материалсем пирки те пулчĕ. Калаçăвăн ытларах пайĕ студентсем хутшăнма пултаракан грант ĕç-хĕлĕ çинчен пычĕ. Çамрăксем Елена Ботвиневана хаваспах итлерĕç, магистратурăна мĕн сăлтавпа кĕнине ыйтса пĕлчĕç.
Елена Алексеевна Ботвинева – ППУн Çтерлĕ филиалĕн вырăс-чăваш уйрăмĕн выпускникĕ (2016 ç.), 2019 çулта асăннă вĕренÿ заведенийĕнче магистратура пĕтернĕ. Филологи наукисен кандидачĕ, Л.В. Коротаева доцент ертсе пынипе «Пушкăртстан Республикинчи Шаран район чăвашĕсен калаçăвĕн фонетика тата лексика системи» магистр диссертацине хÿтĕленĕ. 2015-2017 çулсенче Тарăн тĕпчевсен Раççей фончĕн (Российский фонд Фундаментальных исследований) «Пушкăртстан Республикинчи чăвашсен фольклорпа диалект атласĕ» проектпа ĕçлеме пуçланă. Фольклорпа диалектологи материалĕсене тĕпчес ĕçе хутшăннă, Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн архивĕнче ĕçленĕ, Шаран районĕнчи Тÿртÿллĕ ялĕнче экспедицире пулнă. Тĕпчев материалĕсем тăрăх Шупашкар, Çтерлĕ, Ĕпхÿ, Хусан, Караганда хулисенче иртнĕ наукăпа практика конференцийĕсенче наука доклачĕсемпе тухса калаçнă. Вăтăр пилĕк наука ĕçне кун çути кăтартнă, пĕр статйи РФ Вĕрентÿпе наука министерствин аслă аттестаци комиссийĕн списокне кĕнĕ.
Пурнăçланă ĕçсен шутĕнче – «Чувашские народные говоры Приуралья (Ботвинева Е.А, Коротаева Л.В., 2014) вĕрентÿпе наука пособийĕ, «Фонетическая и лексическая система говора чувашей Шаранского района Республики Башкортостан. Монография» (Е.А. Ботвинева, Л.В. Коротаева, 2020), «Диалектический словарь говора чувашей Шаранского района Республики Башкортостан» (Е.А. Ботвинева, Л.В. Коротаева, 2022) .
Елена Алексеевнăна ăнăçу сунатпăр тата тĕлпулушăн чунтан тав тăватпăр.
Лариса КОРОТАЕВА
доцент.
Çтерлĕ хули.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: