Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тĕлпулу
16 Апрелӗн , 10:45

Мускавра – «Привет, Андрей», Суккулта вара – «Салам, Валентина!»

Апрель уйăхĕн 5-мĕшĕнче Ермеккей районĕнчи Суккул ялĕнчи культура çуртĕнче «Салам, Валентина» кану каçĕ иртрĕ.

Мускавра – «Привет, Андрей», Суккулта вара – «Салам, Валентина!»
Мускавра – «Привет, Андрей», Суккулта вара – «Салам, Валентина!»

Ăна Андрей Малаховăн «Привет, Андрей!» телекăларăмĕ евĕр йĕркеленĕччĕ. Суккул, Янăшма тата Кăратмас ялĕсен пултарулăх ушкăнĕсен тĕлпулăвне «Пилеш» фольклор ансамбль ертÿçи Валентина Сидорова тата клуб заведующийĕ Елизавета Кириллова ирттерчĕç.
Суккулти «Пилеш» («Рябинушка»), Янăшмари «Мерчен» («Жемчуг»), Кăратмасри «Хĕр туссем» («Подруги») хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Ансамбльсем мĕнле чăмăртанни, ялти культура пурнăçĕ, репертуар çинчен каласа пачĕç. Кашни ушкăн концерт номерĕсем кăтартрĕ, ытларах авалхи халăх юррисене тимлĕх уйăрчĕç. Юрăсем хушшинче йĕркелÿçĕсем тĕрлĕ конкурссем, вăйăсемпе викторинăсем ирттерчĕç. Уншăн ансамбльсене балсем пачĕç.
Чи нумай балл пуçтарнă «Мерчен» ансамбль Пелепей хулинчи массаж салонне кайма сертификат çĕнсе илчĕ. Ăна Валентина Сидорован хĕрĕ уçнă. Асăннă каç парнесĕр никам та юлмарĕ, пурте пылак кучченеçсене тивĕçрĕç.
Уяв ансамбльсен пайташĕсем пĕрле сĕтел хушшине ларса чей ĕçнипе вĕçленчĕ. Кану каçне хутшăннисем çакăн пек мероприятисем кирлĕ, çак ĕçе ытти ушкăнсене те явăçтармалла текен шухăшсемпе пĕтĕмлетÿ турĕç. Çĕнтерÿçе тухнă «Мерчен» ансамбль эстафетăна малалла тăсĕ.
Зоя КОЛЕСНИКОВА.
Ермеккей районĕ, Суккул ялĕ.

Мускавра – «Привет, Андрей», Суккулта вара – «Салам, Валентина!»
Мускавра – «Привет, Андрей», Суккулта вара – «Салам, Валентина!»
Мускавра – «Привет, Андрей», Суккулта вара – «Салам, Валентина!»
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: