Смена вăхăтĕнче «Эткер» этнокультурăллă вĕренÿ программине пурнăçа кĕртме тăрăшаççĕ. Асăннă программăпа килĕшÿллĕн шкул ачисем чăваш чĕлхине, тăван тăрăхăн культурине, чăваш халăхĕн йăли-йĕркисене вĕренеççĕ, наци культурипе çыхăннă мастер-классене хутшăнаççĕ, паллă вырăнсем тăрăх экскурсисене çÿреççĕ.
Август уйăхĕн 11-мĕшĕсенче çÿлерех асăннă лагере Пушкăртстан ачисем килсе çитнĕ. Çав шутра – вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пыракан тата обществăлла ĕçре хастар Андрей Герасимов (Кармаскалă районĕ, Йăмран ялĕ), Василиса Петрова (Давлекан районĕ, Чуюнчă-Николаевка ялĕ), Данил Михайлов (Пелепей хули). Вĕсем унта августăн 24-мĕшĕччен пулаççĕ. Ачасем культура программи шайĕнче Чăваш патшалăх пукане театрĕнче «Санăн йыхравна эпĕ илтрĕм» (Ольга Туркай) спектакль курнă. Унта вĕсем хамăр ентешĕмĕрпе, ЧР халăх артисчĕпе, ПР тава тивĕçлĕ артисчĕпе Елена Хорьковапа (Шурту) тĕл пулнă, асăнмалăх сăн ÿкерчĕк тунă.
Ирида МАТНИЯЗОВА.