Галина Андреевна пĕрремĕш класран пуçласа саккăрмĕш класа çитичченех пирĕн класс ертÿçи пулчĕ, вăл кашни ачашăн иккĕмĕш анне вырăнĕнчехчĕ. Сăмах май каласан, октябрь уйăхĕн 20-мĕшĕнче Галина Андреевнан çуралнă кунĕччĕ. Çапла тĕлпулупа пĕрлех тепĕр уява та паллă турăмăр. Хисеплĕ вĕрентекенĕмĕре меллĕ самантпа усă курса хаçат урлă та пĕтĕм кăмăлтан саламлатпăр.
Тĕлпулăва çак йĕркесен авторĕ уçрĕ, салам сăмахĕсем каларĕ, хăйĕн сăввисене вуларĕ. Юратнă вĕрентекенĕмĕре парнесем панă хыççăн кашниех хăйĕн çинчен кĕскен каласа пачĕç. Шкулта пĕр класра 21 ача ăс пухнă пулсан паянхи мероприятие вун виççĕшĕ çеç килме мехел çитернĕ. Шел пулин те, ĕмĕрлĕхех пурнăçран уйрăлса кайнисем те пур.
Шкулта вĕреннĕ çулсенче тĕрлĕ кулăшла самантсене аса илсе хаваслă кулă та пĕрре мар янрарĕ. Шÿтлеме Валера Егоров унччен те, халь те ăста пулнине пурте палăртрĕç. Леонид Ильин эпир вĕреннĕ вăхăтра çирĕп те тарăн пĕлÿ панине, вĕрентекенсем тĕлĕнмелле ăслă çынсем пулнине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Хăй те 12 çул шкулта учитель пулса ĕçленĕ. Паянхи кун Ĕпхÿ хулинчи район пуçлăхĕ çумĕнче спорт енĕпе вăй хураканскер ăна-кăна пĕлсех калать. Ĕпхÿ хули 450 çул тултарнă ятпа кăларнă футболкăсене вăл хăй ятĕнчен парне туса кашнине валеçсе пачĕ. Кам-тăр тивĕçлĕ канура, кам-тăр паян та хăй профессипе ĕçре тăрмашать. Кашниех май çитнĕ таран СВОри салтаксене пулăшма тăрăшать: кам тетĕл çыхма çÿрет, кам нуски çыхать. Паянхи самана çапла пулма хистет. Пĕрле вĕреннĕ Андриян Егоровăн мăшăрĕн (вăл Слакпуçĕнчен) шăллĕ Украинăри ятарлă çар операцийĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Шел, Андриян чирлерех тăнипе хăй килеймерĕ, тусăн ашшĕ те, амăшĕ те пирĕн вĕрентекенсем-çке. Пĕр класс пурнăçĕ урлă та пĕтĕм патшалăх пулăмне курса пулать пуль: вĕреннĕ, професси илнĕ, каччăсем салтакра пулнă, кам-тăр КАМАЗ автогигантне ĕçе кĕнĕ е Çĕпĕре çити ĕçлеме тухса кайнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан тăван тăрăха таврăннă. Пĕр класра вĕреннисем виçĕ мăшăр çемье çавăрнă. Вĕсем шкулта вĕреннĕ чухнех пĕр-пĕрне кăмăлланă пулас. Пĕр шутласан, кашнин хăйĕн пурнăçĕ, шăпи.
Галина Андреевна та сăмах илсе тĕлпулăва пухăннă ушкăна саламларĕ, ырлăх-сывлăх сунчĕ.
– Сирĕн те ман пек вăрах пурăнмалла пултăр, – терĕ вăл.
Тавах, Галина Андреевна! Çапла пултăр! Тепĕр икĕ çултан пирĕн вĕрентекенĕн çавра çулĕ çитет, унччен ăна Турă ырă-сăвă упратăрччĕ.
Кĕтмен çĕртен куç умне чăваш тумне тумланнă чиперуксем тухса тăчĕç – Тетĕрпуçĕнчен «Çеçпĕл» ушкăн килсе çитнĕ. Чăваш юрри янăра пуçларĕ. Пĕр юрă хыççăн тепри… Эх, кĕвви! Ура ташша ямасăр чăтаймасть. Çакна Ирина Петровна Петрован уçă сасси хистесех тăрать-çке. Вăл хăй те вĕрентекен, çавăнтах клубра та тăрăшма вăхăт çитерет.
– Хăть хăçан та, мĕнле йывăр тапхăр сиксе тухсан та хамăр вĕрентекенсене манма юрамасть. Вĕсем яланах асра пулмалла. Самант тупса тав сăмахне кашнине каламалла, – килĕшрĕ пирĕнпе «Çеçпĕл» ушкăн ертÿçи.
Халĕ ĕнтĕ, эпир те шурсухалсене çаврăннă май, ачасем ÿссе çитрĕç, мăнуксем шкула чупаççĕ. Пурнăç хăйĕн еккипе пырать. Артистсем кайнă хыççăн, каçхине Тетĕрпуç шкулĕнче пухăнма калаçса татăлтăмăр. Хальхи вăхăтра шкул ĕçлемест – унта клуб йĕркеленĕ. Тĕлпулу Тетĕрпуç ялне куçрĕ. Манăн пуçра вара сăвă йĕркисем çуралчĕç.
Туссем, хумханнӑ кӑмӑла
Часах лӑплантарса пулать-ши?
Сӑваплӑ тунсӑх ҫӑмӑлах
Шкула курсан чуна пусать-ҫке.
Эпир ҫаплах пӗр класрисем!
Юратнӑ шкул пире манман-и?
Пӗр класрисем те - шурпуҫсем.
Вĕрентекен, эсир аван-и?
Халь эпир мар, халь мӑнуксем
Класран класа куҫса çӳреҫҫӗ.
Асран кайми шкул ҫулӗсем
Халь вӗсене хисеп кӳреҫҫӗ.
Пӗрех, ларар пӗр класрисем,
Паян йышпа сахаллансан та
Шкул вӑхӑтне аса илсе,
Шкултан кайни чылай пулсан та.
Геннадий ЧЕЛПИР çыравçă.
Çтерлĕпуç районĕ,
Тетĕрпуç ялĕ.