Пур хыпар та
Тĕлпулу
21 Кӑрлач , 13:00

Тавах сире, Ирина Витальевна

Кăçал Аслă Çĕнтерĕве 80 çул тултарнă май тата ятарлă çар операцийĕ пынă вăхăтра патриотизм темипе иртекен мероприятисен пĕлтерĕшĕ обществăшăн калама çук пысăк. Иртнĕ шăмат кун Ĕпхÿри патшалăх «Нур» тутар театрĕнче Ирина Сухарева-Саригель юрăç-композитор йĕркеленĕ «Тăван çĕршыва мухтаса манăн чун-чĕререн тухакан кĕвĕсем» музыкăпа поэзи уяв каçне те çав шута кĕртмелле.

Тавах сире, Ирина Витальевна
Тавах сире, Ирина Витальевна

Икĕ сехет ытла пынă тĕлпулу питĕ кăмăллă та лăпкă, куракансен чун-чĕринче ăшă та канлĕх туйăмĕ çуратакан лару-тарура иртрĕ. Сумлă хăнасемпе республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен (Ĕпхÿпе Çтерлĕ, Пелепейпе Благовещенск хулисенчен, Авăркаспа Федоровка, Шаранпа Куюргазă, Давлеканпа Иглин районĕсенчен) килсе çитнĕ ентешсем те уяв программипе кăмăллă юлчĕç.
Музыкăпа поэзи каçне ертсе пыракан Юлия Юмалинапа Родион Плотников Ирина Витальевнан ачалăхĕпе кĕскен паллаштарнă май малалла ăна хăйне сăмах пачĕç.
– Тĕп ĕçрен пушансан эпĕ пултарулăх тĕнчипе кăсакланатăп. (Вăл истори наукисен докторĕ, профессор, ПР чăвашсен Канашĕн ертÿçи – авт.) Паянхи каç шăпах çав шалти туйăмсемпе çыхăннă ĕçсене пĕтĕмлетни пулать-тĕр. Ăна эпĕ музыкăпа поэзине, хам çырнă юрра-кĕвве, Тăван çĕршывăн хÿтĕлевçисене, иртнĕ ĕмĕрĕн 40-мĕш çулĕсенче Аслă Çĕнтерÿшĕн пуçĕсене хунă тата паянхи кун ятарлă çар операцинче нацизма хирĕç кĕрешекен çар çыннисене халаллатăп. Пирĕн халăхăн патриотизм туйăмĕсене, пирĕн пĕрлĕхе никам та аркатаймĕ, - терĕ вăл зала пухăннă халăха шăплăх минучĕ ирттерме чĕнсе каланă май.
Концерта ертсе пыракансем микрофон умне сумлă хăнасене тухма ыйтрĕç. Акă, ПР Пуçлăхĕн администрацинчи обществăпа политика аталанăвĕн управлени ертÿçин çумĕ Энже Вернигорана сăмах пачĕç. Энже Таксилевна Ирина Саригеле паянхи мероприятипе саламланă май унăн тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне, ĕçченлĕхĕпе тăрăшулăхне, тăван халăхăн пуласлăхĕшĕн канăçа çухатнине палăртрĕ, ырлăх-сывлăх сунса чĕрĕ чечек çыххи парнелерĕ.
Ун хыççăн сцена çине Пушкăртстан халăх артисчĕ Радик Вальмухаметов тухрĕ, куракансене «Манăн Пушкăртстан» юрăпа (сăвви тата кĕвви Ирина Саригелĕн, пушкăрт чĕлхине Зугура Рахматуллина куçарнă) тыткăна илчĕ. Çав вăхăтрах микрофон умне ПР Культура министерствин этнокультура аталанăвĕн тата регионсем хушшинчи хутшăнусен пайĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Нурлан Ганиев философи наукисен кандидачĕ тата Пушкăртстанри Халăхсен туслăх çурчĕн директорĕ Эльмира Саматова васкарĕç. Культура ведомствин ĕçченĕсем те Ирина Витальевнăна ĕçне тивĕçлĕ хак парса ăнăçу сунчĕç. Нурлан Рашитович вара юрăç-композитора министерствăн Хисеп хутне парса чысларĕ.
Уяв программинче Ирина Саригелĕн амăшне, Анастасия Михайловнăна, халалланă йĕркесем те пулчĕç. ПР Чăваш çамрăкĕсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Диана Дмитриева Ирина Витальевна çырнă «Анне» сăвва вуларĕ. Çавăн пекех юрăç Геннадий Данилов çырнă сăвва хăй кĕвве хывнă «Аннем, тав çуратнăшăн» юрра чуна пырса тивмелле шăрантарчĕ.
Тепĕр хумхануллă самант çитрĕ. Сăмах Пĕтĕм Раççейри «ВоИн» çар инваличĕсен пĕрлешĕвĕн регионти уйрăмĕн председателĕ Алексей Рыбаков илчĕ. Вăл каланă сăмахсем çарти паянхи лару-тăрупа, çĕнтерÿшĕн кĕрешнипе, хамăр салтаксене пулăшнипе çыхăннă. Алексей Васильевич хăйĕн сăмахне тĕлпулăва килнĕ Радик Минибаев, Сергей Мусихин волонтерсене тата ятарлă çар операцинче пуçне хунă Артур Саяповăн ашшĕне, Азат Гильмулловича, Тав çырăвĕсем парса чысланипе вĕçлерĕ (виççĕмĕш сăн ÿкерчĕкре).
Пушкăртстан - нумай нациллĕ регион. Халăхсен хушшинчи туслăх та çирĕп. Мероприяти вăхăтĕнче пултаруллă чăваш хĕрарăмне Мажит Гафури ячĕллĕ фонд председателĕ Люция Камаева, Пушкăртстанри Туркмен тата Нимĕç центрĕсен ертÿçисем Сапармурат Шангалиевпа Леонид Кастер хисеп туни те çакнах çирĕплетет. Люция Музакировна Ирина Витальевнăна тава тивĕçлĕ ĕçĕсемшĕн кăкăр çине çакмалли Мажит Гафури медалĕпе чысларĕ.
Çавăн пекех уяв каçĕнче Ирина Саригель юрăç-композитора Федоровкăпа Авăркас, Куюргазă районĕсенчен, Çтерлĕпе Пелепей хулисенчен килнĕ делегацисем, программăна кĕртмен пулин те, сцена çине тухса саламларĕç, чылайăшсем вăл Пушкăртстанри чăваш тĕнчишĕн халăх пуянлăхĕ пулса тăнине палăртрĕç. Пултарулăх коллективĕсемпе уйрăм юрă-ташă ăстисем – «Нарспи» халăх этнографи ансамблĕ (ертÿçи – Г.Ю. Кириллова, Ĕпхÿ хули), «Сарпи» профессиллĕ эстрадăпа фольклор ушкăнĕ (О.Н. Пескова, Çтерлĕ), «Тавах» халăх ансамблĕ (О.А. Иванова, Çтерлĕ), Пушкăрт патшалăх академи оперăпа балет театрĕн артистки Алиса Алексеева, Галина Кириллова ПР тата ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Алена Силпи (Мускав), Андрей Соколов (Шаран районĕ) юрăçсем – тĕлпулу вăхăтĕнче самантлăха та пулсан кулленхи хуйха-суйха манма пулăшрĕç, чĕрере ырă та кăмăллă туйăмсем çуратрĕç. Çакăншăн уява йĕркелекене, Ирина Саригель юрăç-композитора, тав тăвасси çеç юлать.
Юрий СНЕГОПАД. Ĕпхÿ хули.

Тавах сире, Ирина Витальевна
Тавах сире, Ирина Витальевна
Тавах сире, Ирина Витальевна
Тавах сире, Ирина Витальевна
Тавах сире, Ирина Витальевна
Тавах сире, Ирина Витальевна
Тавах сире, Ирина Витальевна
Тавах сире, Ирина Витальевна
Тавах сире, Ирина Витальевна
Тавах сире, Ирина Витальевна
Тавах сире, Ирина Витальевна
Тавах сире, Ирина Витальевна
Тавах сире, Ирина Витальевна
Тавах сире, Ирина Витальевна
Тавах сире, Ирина Витальевна
Тавах сире, Ирина Витальевна
Тавах сире, Ирина Витальевна
Тавах сире, Ирина Витальевна
Тавах сире, Ирина Витальевна
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: