Пур хыпар та
Тĕлпулу
20 Мартӑн , 17:25

«Пирĕн ентешсем – СВО паттăрĕсем» тĕлпулу

Март уйăхĕн 18 - мĕшĕнче Авăркас районĕнчи Треппел ялĕнчи пĕлÿ тата культура çурчĕсемпе вулавăш ĕçченĕсем вырăнти шкулта «Пирĕн ентешсем – СВО паттăрĕсем» тĕлпулу йĕркеленĕ.

«Пирĕн ентешсем – СВО паттăрĕсем» тĕлпулу
«Пирĕн ентешсем – СВО паттăрĕсем» тĕлпулу

Мероприятие ĕнерхи шкул выпускникĕсене-ятарлă çар операцийĕн участникĕсене сума суса йыхравланă. Çапла тĕлпулăва кĕске вăхăта отпуска таврăннă Рустам Фарьянович Кашаев, Борис Тимофеевич Федоров тата Илья Эдуардович Михайлов хутшăнма кăмăл тунă.

Тĕлпулăва чĕрĕ калаçу евĕр йĕркеленĕ. Анчах вăл ăрусен ахаль калаçăвĕ евĕр иртмен. Мероприяти çамрăксене пĕлтерĕшлĕ пулăмсене хутшăннă СВО участникĕсенчен историе пĕлме май панă. Ачасем аслисем каласа панине кăсăкланса, пысăк çухатусемшĕн кулянса итленĕ. Çав вăхăтрах ыйтусем те панă.  

Салтаксем Тăван çĕршыва тата ентешсене юратнине, çывăх çыннисемпе тăванĕсене хÿтĕлес кăмăл-туйăм кунсерен çирĕпленнине палăртнă. Хăнасем ачасене тав тунă, ача-пăча открыткисемпе çырăвĕсене хумханса вулани, тăванĕсемпе общество кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен пулăшни питĕ пĕлтерĕшлĕ пулни çинчен каласа панă. Вĕсем ятарлă çар операцийĕ пыракан зонăра пулнă май, хăйсене килĕсенче тăванĕсем кĕтнине яланах асра тытаççĕ. Паттăрсем шкул ачисене лайăх вĕренме, Раççей историне пĕлме, Тăван çĕршыва юратма тата хаклама суннă. Ачасем те ентешĕсене килĕсене Çĕнтерÿпе, ырă-сывă таврăнма сунса сăмах каланă. 

Çакăн йышши тĕлпулусем патриотизм воспитанийĕ пама, Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсене хисеплеме пулăшаççĕ. Ĕнерхи выпускниксен тĕслĕхĕсем çинче вĕренекенсем чăн-чăн геройсем юнашар пурăннине, паттăрлăх, Тăван çĕршыва юратни çыннăн паха енĕсем пулнине ĕненнĕ.

Авăркас районĕ, Треппел ялĕ.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: