Пур хыпар та
Тĕлпулу
15 Апрелӗн 2025, 19:00

Чĕре туртнипе таврапĕлÿçе çаврăннă

Апрель уйăхĕн 8-мĕшĕнче Кармаскалă ялĕнчи Культура çуртĕнче Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕн чăн членĕн, ПР тава тивĕçлĕ таврапĕлÿçин Вера Никонорован наукăпа тĕпчев тата таврапĕлÿ ĕç-хĕлне халалласа «Чĕре хушнипе таврапĕлÿçĕ» пултарулăх каçĕ иртрĕ.

Чĕре туртнипе таврапĕлÿçе çаврăннă
Чĕре туртнипе таврапĕлÿçе çаврăннă

Вера Тарасовна – «Пурне те ятран аса илетпĕр…», «Пурне те ятран аса илетпĕр» хушма кăларăм, «Шкул – пĕлÿ пуянлăхĕ», «Раççейĕн кăвакарнă кĕтесĕ», «Шăранăр, Йăмран юррисем» кĕнекесене пуçтараканĕ тата авторĕ. Çавăн пекех вăл тĕрлĕ кĕнекесемпе сборниксенче кун çути курнă «Пуриншĕн те пĕр çĕнтерÿ», «Кĕске чăваш энциклопедийĕ», «Кармаскалă тăрăхĕ: çултан çула», «Алексей Александрович Кондратьев: портрет паллисем», «Аслă Çĕнтерÿ паттăрĕсемпе ăна туптакансем» статьясен авторĕ шутланать. Хальхи вăхăтра Вера Никонорова «Илем тĕнчи: Пушкăртстан Республикинчи Кармаскалă районне кĕрекен Йăмран ялĕнчи анатри чăвашсен наци тумĕ» иллюстрациллĕ кĕнеке-альбома кун çути кăтартма хатĕрленет.
Пултарулăх каçне вĕрентекенсем, вулавăш, пултарулăх ушкăнĕсен ертÿçисем, ĕçтешĕсем, çывăх çыннисемпе тăванĕсем, Вера Тарасовнан ĕç-хĕлĕ камшăн хаклă, çавсем, пуçтарăнчĕç. Çав кун пултаруллă таврапĕлÿçе Хисеп хучĕсемпе, Тав çырăвĕсемпе, Дипломсемпе, медальсемпе тата хаклă парнесемпе чысласа Кармаскалă район администрацийĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Гюльнара Исанбаева, ПР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Пушкăртстанри Халăхсен туслăх çурчĕн Суук-Чишма ялĕнчи историпе культура центрĕн ертÿçи Светлана Матвеева, Заки Валиди ячĕллĕ Наци библиотекин наукăпа методика уйрăмĕн ертÿçи, ПР «Таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕ» регионти обществăлла организацин председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Лейсан Юмагужина, Йăмран ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Равиля Култыгина, районти библиотека системин директорĕ Светлана Дмитриева, районти архив уйрăмĕн ертÿçи Альбина Масягутова, районти таврапĕлÿçĕсен председателĕ Резеда Ахтямова сăмах каларĕç.
Ĕпхÿ хулинчен мероприятие И.Г. Петров, В.М. Тарасова, В.М. Васильева, Н.Г. Игнатьев хутшăнчĕç. Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕн ертÿçи Игорь Петров Вера Никонорована академи ятĕнчен Н.В. Никольскин 3 степень орденĕпе, А.Г. Николаев ячĕллĕ хĕç-пăшаллă вăйсен, Шалти ĕçсен министерствин тата тĕрлĕ çар хирĕç тăрăвĕсене хутшăннă ветерансен союзĕ ятĕнчен Хисеп хучĕпе чысларĕ. Мероприятие Йăмран ялĕнчи «Çăлкуç» тата Сихунран килсе çитнĕ «Чун уççи» пултарулăх ушкăнĕсем илем кÿчĕç.
Тĕлпулу вĕçĕнче Вера Тарасовна хăйĕн кĕнекисене мĕнле калăплани пирки каласа пачĕ тата пулăшакансене (çав шутра пултарулăх каçне йĕркелекенсене) те тав турĕ.
Игорь ПЕТРОВ, Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕн ертÿçи.
Кармаскалă районĕ.

Чĕре туртнипе таврапĕлÿçе çаврăннă
Чĕре туртнипе таврапĕлÿçе çаврăннă
Чĕре туртнипе таврапĕлÿçе çаврăннă
Чĕре туртнипе таврапĕлÿçе çаврăннă
Чĕре туртнипе таврапĕлÿçе çаврăннă
Чĕре туртнипе таврапĕлÿçе çаврăннă
Чĕре туртнипе таврапĕлÿçе çаврăннă
Чĕре туртнипе таврапĕлÿçе çаврăннă
Чĕре туртнипе таврапĕлÿçе çаврăннă
Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас