Пур хыпар та
Тĕлпулу
28 Июнӗн 2025, 11:00

Çĕр çула тăсăлнă çул

Çак кунсенче Элшей районĕнчи Ярапай ялĕнче тĕлĕнмелле пулăм пулса иртрĕ. Çĕр çур каялла, колхозсем, пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем йĕркеленĕ пăтрашуллă вăхăтра уйрăлнă тăвансен ачисем пĕр-пĕрне шыраса тупса тĕл пулчĕç. Асăннă пулăм çемьесем çĕнĕрен пĕрлешнине çеç мар, тăванлăх туйăмĕсем вăхăта тата инçе çула пăхмасăр пĕр-пĕрин патне туртăннине çирĕплетет.

Çĕр çула тăсăлнă çул
Çĕр çула тăсăлнă çул

Çак çемьене çĕршыв историйĕнчи йывăр вăхăта чăтса ирттерме тÿр килнĕ. Кулаксем тесе пурлăхĕсене туртса илнĕ хыççăн вĕсем килсĕр-çуртсăр, çĕрсĕр тăрса юлнă. Çавна май Ульяновск кĕпĕрнинчи Чиркеево ялĕнче пурăннă Мышовсемпе Ульяновсен несĕлĕн пĕр туратти, тĕрĕсрех каласан пирĕнпе кÿршĕлле пурăннă Ольга аппа, пилĕк ачипе поезд çине ларса 700 çухрăмра вырнаçнă Элшей тăрăхĕнчи Ярапай ялне куçса килнĕ. Икĕ ачи çул çинче вилнĕ. Çапла вĕсене тăван тăрăхĕнчен инçетре çĕнĕ пурнăç пуçлама тÿр килнĕ, чĕрисенче вара хăйсен тăванĕсене хăçан та пулсан тĕл пулас, курас ĕмĕт упраннă.
Нумай-нумай вăхăт иртсен, 2024 çулта, социаллă сетьсемпе, тĕрлĕ сайтсемпе усă курса çемье историне пĕрчĕн-пĕрчĕн шĕкĕлчелесе тăванĕсене шыраса тупма май килнĕ.
Мышовсемпе Ульяновсен несĕлĕсем хăнана килсе çитсен тăванĕсен çурчĕсем савăнăçпа, аса илÿсемпе, юрăпа тулчĕç. Савăнăç куççулĕ, ăшă та кăмăллă калаçу. Тăванĕсемпе тĕл пулни кашнинех çак сумлă ăрăвăн пĕр пайĕ пек туйма, çемье çыхăнăвĕсене çирĕплетме, аслашшĕ-асламăшĕсен вил тăприйĕсене пуç тайма, çĕнĕ аса илÿсем хăварма май пачĕ. Ульяновсемпе Мышовсем Ярапай, Ким ялĕсенче, Пелепей хулипе Приютово поселокĕнче хăнара пулчĕç, Чехово санаторийĕпе Слакпуç ялĕнчи историллĕ вырăнсене çитсе курчĕç.
– Пирĕн асатте – Мышовсен, Ольга асанне Ульяновсен йăхĕнчен пулнă. Эпĕ 7-8 çулта чухне асанне хăйсем патне хăнана Ленин килсе çÿрени пирки каласа паратчĕ (шел, пĕчĕк пулнипе эпĕ пурне те хăлхана чикмен, ăнланман). Чиркеевăра кун пирки «асаннесен амăшĕсем патне уй урлă выртакан çулпа Ульяновсем килнĕ» тесе каланă. Асаннен амăшне 1860 çулта Украинăри Херсон хуторĕнчен мăн асатте илсе килнĕ пулнă. Асанне çуралнине çирĕплетекен акт çинче унăн амăшĕ вырăс, Украинăран тесе çырни пур, ăна хам куçпа курнă. Чиркеевăра асаннен амăшне «хахул кинĕ» тесе чĕннĕ, – каласа парать Галина Акимбетова (Мышова) мăнукĕ. – Тăванĕсене шыракансене манăн çакна калас килет, шанчăкăра нихăçан та çухтатăр, шырăр. Йăх тымарĕсем пĕр-пĕрин патне туртăнаççĕ, пирĕн тĕслĕхри пек 100 çул иртсен те тĕл пулаççĕ. Шел, атте çакна кĕтсе илеймерĕ.
Ирина НИКОЛАЕВА.
Элшей районĕ, Ярапай ялĕ.

Çĕр çула тăсăлнă çул
Çĕр çула тăсăлнă çул
Çĕр çула тăсăлнă çул
Çĕр çула тăсăлнă çул
Çĕр çула тăсăлнă çул
Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас