Пур хыпар та
Тĕлпулу
1 Августӑн 2025, 09:00

Хĕрĕх çултан парта хушшине ларчĕç

2025 çулхи июль уйăхĕн 19-мĕшĕнче Авăркас районĕнчи Пишкайăн вăтам шкулĕнчен 1985 çулта вĕренсе тухнă 10А тата 10Б класс ачисем 40 çул иртсен пĕлÿ çурчĕ умĕнче пухăнтăмăр.

Хĕрĕх çултан парта хушшине ларчĕç
Хĕрĕх çултан парта хушшине ларчĕç

Шкулта ирттернĕ хавас çулсене ăшшăн аса илтĕмĕр, пурнăç епле йĕркеленни пирки каласа патăмăр. Пурте аслăланнă, кашниех пурнăçра хăйĕн вырăнне тупнă пулсан та шкул çулĕсем манăçмаççĕ. Эпир, тахçанхи выпускниксем, шкул тăрăх çÿрерĕмĕр, партăсем хушшинче лартăмăр, кивĕ сăн ÿкерчĕксене пăхрăмăр, хамăра, туссене, вĕрентекенсене палласа илтĕмĕр.
Тĕлпулу питĕ туйăмлă та пăлхануллă иртрĕ. Хăйсен вăйне шанакан, телейлĕ те ăнăçлă, хитре хĕрсемпе паттăр каччăсем хĕрĕх çул иртсен пĕр-пĕринпе тĕл пулчĕç. Тăватă теçетке çул иртрĕ пулсан та эпир çавăн пекех илемлĕ те çамрăк, хавас та хастар. Пурнăç пире çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене салатнă, пурин те çемйисем, ачисемпе мăнукĕсем пур, кашни хăй палăртнине пурнăçа кĕртнĕ. Апла пулсан та эпир пĕр-пĕрне кирлĕ, хаклă.
Тĕрлĕ вăхăтра класс ертÿçисем пулнă Пелагия Ивановнапа Клавдия Никитичнана, Сергей Максимовичпа Ираида Лукиничнана, Мария Егоровнапа Светлана Шакировнана, Минзиля Рашитовнапа Галина Григорьевнана тата тĕрлĕ предметсене вĕрентнĕ учительсене пысăк тав тăватпăр. Вĕсем пире вĕрентес тесе нумай вăй-хал тăкнă, çирĕп те тарăн пĕлÿ панă. Эпир те, 1985 çулта шкултан тухса кайнисем, вĕсен шанăçне тÿрре кăлартăмăр. Обществăшăн юрăхлă, усăллă çынсем пулса çитĕнтĕмĕр, пысăк çитĕнÿсем турăмăр.
Çулсем иртсен те эпир чунпа çавăн пекех çамрăк та хавас арçын ачасемпе хĕр ачасем пекех юлма тăрăшăпăр. Пурнăç пире ăслăрах та тимлĕрех тăвать пулсан та куçсенчи çулăм нихăçан та ан сÿнтĕр. Пирĕн туслăх çирĕпленсех пытăр. Малашне те пурнăç ăшă та кăмăллă тĕлпулусемпе аса илÿсем парнелетĕр. Кашнин асĕнче хуйхă-суйхăсăр ачалăх, шкул çулĕсен телейлĕ саманчĕсем сыхланса юлччăр.
Тепĕр пилĕк çултан çÿçсем шуралас, хамăр ватăлас пулсан та чунсемпе çамрăкскерсем татах пĕр класра пухăнма май килтĕрччĕ тесе ĕмĕтленетпĕр.
Авăркас районĕнчи Пишкайăн вăтам шкул директорне Луиза Николаевна Яковлевана пире тăван шкулта тĕлпулу йĕркелеме ирĕк панăшăн чунтан тав тăватпăр.
Елена САВЕЛЬЕВА.
Авăркас районĕ,
Пишкайăн ялĕ.

Хĕрĕх çултан парта хушшине ларчĕç
Хĕрĕх çултан парта хушшине ларчĕç
Хĕрĕх çултан парта хушшине ларчĕç
Хĕрĕх çултан парта хушшине ларчĕç
Хĕрĕх çултан парта хушшине ларчĕç
Автор: Инга Алексеева
Читайте нас