Генерал сменăри кашни ачапах калаçнă, вĕрентÿ тренажерĕсене пăхса çаврăннă, авиаци никĕсĕпе мастер-класс ирттернĕ. «Паян çак ачасен куçĕсенче пулас пилотсене, инженерсемпе космонавтсене куратăп. Пирĕн тĕп тĕллев – вĕсене аталанма май туса парасси», – палăртнă Николай Федорович тĕлпулу вăхăтĕнче.
Ачасене уйрăмах паянхи космос технологийĕсемпе пуласлăхĕ пирки каласа пани кăмăла кайнă. Мероприяти вĕçĕнче Николай Федорович çамрăксене лартнă тĕллевсене пурнăçлама çине тăма суннă.
Çавăн пекех ачасем Раççей Геройĕ Валерий Иванович Токарев летчик-космонавт каласа панине те хавхалансах итленĕ. Космос çул çÿревне Пелепей тăрăхĕнчи Слакпуç шкулĕнче вĕренекен Егор Андреевпа Ярослав Иванов та хутшăннă. Арçын ачасем паттăрсемпе асăнмалăх сăн ÿкерчĕк те ÿкнĕ.
Асăннă тĕлпулу çамрăк ăрăва Тăван çĕршыва юратма, унăн чăн-чăн патриочĕсем пулса çитĕнме пулăшас енчен питĕ усăллă пулчĕ.
ПР чăвашсен наципе культура автономийĕ Раççей Геройне Николай Гаврилова ача-пăча учрежденийĕсен пуçарăвĕсене пулăшса пынăшăн чунтан тав тăвать, малашне те ĕçлĕ çыхăнусем тытасса шанса тăрать.
Пушкăртстанри
ЧНКА пресс-служби.