Пур хыпар та
Тĕлпулу
9 Октябрӗн 2025, 10:00

Çирĕм пилĕк çул каялла аслă шкултан вĕренсе тухнисен тĕлпулăвĕ

Ĕпхÿ ăслăлăх тата технологисен университечĕн Çтерлĕри филиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕн тутар тата чăваш кафедринче аслă шкул пĕтернисемпе тĕлпулу йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Кăçалхи сентябрь уйăхĕн 27-мĕшĕнче 2000 çулта филологи факультечĕн вырăс-чăваш уйрăмĕнчен вĕренсе тухнисем тĕл пулчĕç.

Çирĕм пилĕк çул каялла  аслă шкултан вĕренсе тухнисен тĕлпулăвĕ
Çирĕм пилĕк çул каялла аслă шкултан вĕренсе тухнисен тĕлпулăвĕ

Çирĕм пилĕк çул каялла алла диплом илнисем Пушкăртстан Республикин хулисемпе районĕсенчи тата тулашри вĕрентÿ учрежденийĕсенче темиçе çул хушши тухăçлă ĕçлеççĕ. Пирĕн университетăн вĕрентекенĕсем-наставникĕсем хывнă пĕлĕве, опытпа йăла-йĕркесене ыттисене параççĕ.


Выпускниксем хăйсен студент пурнăçĕн манăçми çулĕсем иртнĕ тăван аслă шкулăн стенисем хушшинче хаваспах пухăнчĕç. Вĕсем пăлханса та савăнса палланă коридорсем тăрăх утрĕç, аудиторисене кĕчĕç. Кунти кашни кĕтес вĕсен çамрăклăхĕн ахрăмĕпе тулнă – лекцисемпе çыхăннă чĕрĕ аса илÿсем, шавлă тăхтавсем, туслă тĕлпулусемпе асран тухми самантсем. Çаксем пурте чĕрере ĕмĕрлĕхех сыхланса юлнă.

Пухăннисем вĕренÿ çулĕсене ырăпа çеç аса илчĕç, шăпах аслă шкул пурнăçа путевка панине, вăл професси çитĕнĕвĕн никĕсĕ пулнине палăртрĕç.

Çирĕм пилĕк çул иртнĕ пулсан та пĕр-пĕрне ĕнер çеç курнă пек туйăнать. Тĕлпулăва килме кăмăл тунисене пысăк тав сăмахĕ калатпăр. Сирĕн куллăрсем, историсемпе аса илĕвĕрсем – хаксăр.

Асăннă тĕлпулу йăлана кĕрессе шанатпăр, тепре тĕл пуличчен!

Лариса КОРОТАЕВА, пушкăрт тата тĕрĕк филологи кафедрин доценчĕ.

 

 

Алевтина Артемьева:
– Паян, сентябрь уйăхĕн 27-мĕшĕ, эпир Çтерлĕри патшалăх педагогика институчĕн (халĕ Ĕпхÿ ăслăлăх тата технологисен университечĕн Çтерлĕри филиалĕ) филологи факультечĕн вырăс-чăваш уйрăмĕн выпускникĕсем тăван аслă шкула педагогсене тав тума, вĕсене хисепленине палăртма пухăнтăмăр. Шăпах кунта пирĕн интереслĕ те асран тухми студент çулĕсем иртнĕ-çке.

Хумханса та савăнса палланă коридорсем тăрăх утрăмăр, экскурси йĕркелесе асăну вырăнĕсене çитсе куртăмăр, пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕн тутар-чăваш кафедрине кĕрсе тухрăмăр, аудиторисенчи парттăсем хушшинче лартăмăр, пĕр-пĕрин ĕç опытне тата çитĕнÿсене сÿтсе яврăмăр, çĕнĕлĕхсемпе паллашрăмăр, асăнмалăх сăн укрĕмĕр...

Хамăрăн юратнă вĕрентекенсене, Лариса Коротаевапа Лира Афанасьевана, пире ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн, çемьери пек хăтлă лару-тăру йĕркеленĕшĕн, тарават пулнăшăн чунтан тав тăватпăр. Çавăн пекех тутар тата чăваш филологи кафедрин ертÿçине Ильсур Мансурова Ĕпхÿ ăслăлăх тата технологисен университечĕн Çтерлĕри филиалĕн выпускникĕсемпе тĕлпулусем йĕркелеме май туса панăшăн тав сăмахĕ калатпăр.
Тавах сана, тăван институт!

Çирĕм пилĕк çул каялла  аслă шкултан вĕренсе тухнисен тĕлпулăвĕ
Çирĕм пилĕк çул каялла  аслă шкултан вĕренсе тухнисен тĕлпулăвĕ
Çирĕм пилĕк çул каялла  аслă шкултан вĕренсе тухнисен тĕлпулăвĕ
Çирĕм пилĕк çул каялла  аслă шкултан вĕренсе тухнисен тĕлпулăвĕ
Çирĕм пилĕк çул каялла  аслă шкултан вĕренсе тухнисен тĕлпулăвĕ
Çирĕм пилĕк çул каялла аслă шкултан вĕренсе тухнисен тĕлпулăвĕ
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас