Пур хыпар та
Тĕлпулу
15 Октябрӗн 2025, 09:00

Виçĕ республикăри юлан утçăсем Ĕпхÿри ипподромра вăй виçнĕ

Октябрь уйăхĕн 4-мĕшĕнче Ĕпхÿри «Акбузат» чаплă ипподромра Чăваш Ен, Пушкăртстан, Тутарстан юлан утçисем тĕл пулчĕç. Матч «ЧуБаТары» ятпа иртрĕ. Ăна çĕршывра лаша ĕрчетес ĕçĕн паллă ĕçченне Вячеслав Константинович Политова халалланă.

Виçĕ республикăри юлан утçăсем Ĕпхÿри ипподромра вăй виçнĕ
Виçĕ республикăри юлан утçăсем Ĕпхÿри ипподромра вăй виçнĕ

Вячеслав Политов – Тимирязев ячĕллĕ академийĕн лаша ĕрчетме вĕрентекен факультетăн выпускникĕ, Мордва Республикинчи лаша заводĕнче ахаль рабочирен Чăваш Енри Чапаев ячĕллĕ лаша завочĕн (Етĕрне районĕ) директорне çитнĕ. Вăл асăннă завода 30 çул ытла ертсе пынă.


Вячеслав Константинович пĕтĕм вăй-халне, пĕлĕвне çĕршывра лаша ĕрчетес ĕçе аталантарассине халалланă. Унăн заводĕнче çитĕннĕ лашасем ăмăртусенче çĕнтерсен вăл чунтан савăннă. Вячеслав Константиновичăн тивĕçĕ пысăк пулнăран вăл пурăннă вăхăтрах Мускаври ипподромри ăмăртусене унăн ячĕпе ирттернĕ.


Ĕпхÿ хулинчи «Акбузат» ипподромра йĕркеленĕ мероприятине хутшăннисенчен Чăваш Республикин представительне палăртса хăвармалла. Вăл – ăста юлан утçă, «Республика мăнаçлăхĕ», «РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ физкультура ĕçченĕ» хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ Алексей Краснов (сăн ÿкерчĕкре). Кăçал Алексей Егорович 71 çул тултарчĕ, паянхи кун та пире хăйĕн ăсталăхĕпе савăнтарать.


Чăваш Енрен килнĕ делегацие Раççейри чăваш наципе культура автономи канашĕн пайташĕ Владимир Яковлев ăшшăн кĕтсе илчĕ. Ăна пирĕн спортсменсене пулăшу панăшăн тав тăватпăр.


Ăмăртăва хутшăнакансем 1600 метрлă дистанцие хыçа хăварчĕç. Пĕтĕмлетÿсем тарăх, Чăваш Енри Етĕрне районĕнчи Чапаев ячĕллĕ лаша завочĕн воспитанникĕ АМАРЕТТО РМ 1,56,6 кăтартупа Раççей Кубокĕн иккĕмĕш призерĕ пулса тăчĕ. 2024 çулта Етĕрнери лаша завочĕн рысакĕ Грегори РМ Раççейре çулталăкри чи лайăх лаша ята тивĕçнĕччĕ. Вăлах пĕр харăс виçĕ кубок – Пĕтĕм Раççейри Пысăк, Хĕллехи тата Супер Дерби – çĕнсе илнĕ.

Акă, çĕнĕ çитĕнÿ! АМАРЕТТО РМ урхамахăн финалти кăтартăвĕ 2025 çулхи сезонта çĕршыври чи шухă тăватă çулхи рысак пулнине çирĕплетрĕ. Унăн юлан утçи – Виктор Сергеев.

Роман МАЛОВ, Чăваш Енри Чапаев ячĕллĕ лаша завочĕн директорĕ.
Ĕпхÿ хули.

Виçĕ республикăри юлан утçăсем Ĕпхÿри ипподромра вăй виçнĕ
Виçĕ республикăри юлан утçăсем Ĕпхÿри ипподромра вăй виçнĕ
Виçĕ республикăри юлан утçăсем Ĕпхÿри ипподромра вăй виçнĕ
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас