«Тÿртÿллĕ сыхлавçи» волонтер клубĕн пайташĕсем маскировка сечĕсем çыхас енĕпе шкул ачисемпе ача пахчин воспитанникĕсем валли мастер-класс ирттернĕ. Тÿртÿллĕри модельлĕ вулавăш ĕçченĕ Разифа Никифорова пухăннисене типĕ душа мĕнле хатĕрлемеллине кăтартса панă. Çак ырă ĕçе тĕп хăна та хутшăннă.
«Тÿртÿллĕ сыхлавçи» волонтер клубĕ çулталăк хушши маскировка сечĕсем çыхать, типĕ душ тата витаминсемпе пуян чей пуххисем хатĕрлет, СВОна хутшăнакансем валли кирлĕ япала туянма укçа-тенкĕ пуçтарать. Волонтерсем 30 маскировка сечĕ çыхса, 250 типĕ душ хатĕрлесе панă.
Вĕренекенсемпе шăпăрлансем хăна валли юрă юрланă, сăвă вуласа панă, килне ырă-сывă таврăнма суннă.
Айдар С. ятарлă çар операцине 2024 çулхи август уйăхĕнче тухса кайнă, хăйне «Дин» хушма ят илнĕ, Покровски енчи штурм подразделенийĕнче çар тивĕçне пурнăçлать. Шаран арĕ тăватă хутчен аманнă, сывлăхне кура ăна водителе куçарнă. Паянхи кун «Дин» салтаксене тата кирлĕ çар хатĕрĕсене малти линие илсе çитерет. Хăюллă та хастар салтака «Хастарлăхшăн» медальпе наградăланă.
Халĕ Айдар суранланнине пула кĕске вăхăта отпуска таврăннă. Отпуск вăхăтĕнче вăл ялти çуртне юсанă, мунча хăпартса лартнă. Çапла майпа ывăлĕ амăшне пулăшма тăрăшнă. Реабилитаци хыççăн «Дин» хăйĕн чаçне таврăнĕ.
Руслан ХАФИЗОВ.
Шаран районĕ, Туртÿллĕ ялĕ.