Тĕлпулу
3 Апреля , 04:00

«Чăваш халăхĕн йăли-йĕркисем» культура сехечĕ

Çак кунсенче Ĕпхÿри П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕн педагогĕ Вера Тарасова тата «Нарспи» чăваш халăх фольклорпа этнографи ансамблĕ (ертÿçи – Галина Кириллова) республикăн тĕп хулинчи 8№ библиотекăра Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне халалланă «Чăваш халăхĕн йăли-йĕркисем» этнокультурăллă мероприятие хутшăннă.

«Чăваш халăхĕн йăли-йĕркисем»  культура сехечĕ«Чăваш халăхĕн йăли-йĕркисем»  культура сехечĕ
«Чăваш халăхĕн йăли-йĕркисем» культура сехечĕ

«Нарспи» ансамбль пайташĕсем чăвашсен авалхи йăлине «Улах» кăтартнă. Шкулăн методисчĕ Галина Кириллова чăваш халăхĕн йăли-йĕркисене çутатса панă. Вера Тарасова педагог ачасене чăваш тĕррисемпе паллаштарнă. Уйрăмах вăл хĕрсем качча тухас умĕн хăйсен савнийĕсем валли çулăк, кĕрÿ тутри хатĕрлени çинче чарăнса тăнă. Чăваш йăли-йĕркисемпе килĕшÿллĕн асăннă тутра тăванĕсемпе çывăх çыннисенчен вăрттăн тĕрлемелле пулнă. Шанчăклă хĕр юлташĕнчен çеç алĕç тĕлĕшĕпе канаш ыйтма май килнĕ – çĕвĕсене вăрăм та мирлĕ пурнăçпа пурăнасси тата çемье ырлăхĕ çинчен, йăх-несĕле малалла тăсма ĕмĕтленсе шифрпа пÿкленĕ.

Мероприяти вĕçленнĕ хыççăн Вера Михайловна пĕрремĕш киленĕвĕ, чăваш тĕрри, чăн-чăн ăсталăха çаврăнни, вăхăчĕпе укçи-тенкине шеллемесĕр П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕн вĕренекенĕсен сцена тумĕсене çĕлени тата тĕрлени, «Сияют радужно веками узор чувашский и наряд…» авторла кĕнеки, унăн вĕренекенĕсен çитĕнĕвĕ пирки интервью панă.

8№ вулавăш администрацийĕ ыйтнипе В.М. Тарасова «Чăваш культурин пуянлăхĕ» ĕçлев пултарулăхĕн куравне йĕркеленĕ. Кунта унăн чи илемлĕ ĕçĕсене курма май пулнă: тĕрленĕ ал шăллисемпе салфеткăсем, чăваш тумĕсене тăхăннă пуканесем.

Мероприятие йĕркелесе ирттерекенсем П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕ хулари 8№ вулавăшпа 1997 çултанпа тухăçлă ĕçленĕшĕн Г.Ю. Кирилловапа В.М. Тарасована тав туса Тав çырăвĕсем панă.

Ирида НОВИКОВА.
Ĕпхÿ хули.

«Чăваш халăхĕн йăли-йĕркисем»  культура сехечĕ
«Чăваш халăхĕн йăли-йĕркисем»  культура сехечĕ
«Чăваш халăхĕн йăли-йĕркисем»  культура сехечĕ
«Чăваш халăхĕн йăли-йĕркисем»  культура сехечĕ
«Чăваш халăхĕн йăли-йĕркисем» культура сехечĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас