Урал сасси
+20 °С
Дождь
Тĕлпулу
24 Июня , 04:00

Ăслăлăх тĕнчи тĕпсĕр те чикĕсĕр

«Урал сасси» хаçатăн 24№ эпир вулакансене Пушкăртстанра Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академин (ЧНĂӲА) Президиум ларăвĕ иртесси çинчен пĕлтернĕччĕ. Ăна июнь уйăхĕн 20-21-мĕшĕсенче Ĕпхÿ хулинче тата Кармаскалăпа Авăркас, Гафури районĕсенче йĕркелерĕç.

Ăслăлăх тĕнчи тĕпсĕр те чикĕсĕрĂслăлăх тĕнчи тĕпсĕр те чикĕсĕр
Ăслăлăх тĕнчи тĕпсĕр те чикĕсĕр

Пĕрремĕш кун

Малтанхи кун Шупашкартан килнĕ ăсчахсене Павел Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнче кĕтсе илчĕç. Вунă çынран тăракан делегацие ЧНĂӲАн яваплă секретарĕ Елизавета Долгова ертсе пычĕ. Çакăн хыççăн хăнасем Пушкăртстанри Уралçум филиалĕн (ертÿçи – Игорь Петров) хастарĕсемпе пĕрле этнографи экспедицийĕ пуçланнă май, Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿл ялне çул тытрĕç. Вырăна çитсен вĕсем ялти культура çурчĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç, Иван Тарасов академик-журналистăн вил тăпри çинче пулса митинг ирттерчĕç, ăна пуç тайрĕç.
Вырăнти фольклор материалĕпе паллашас тата ăна пухас тĕллевпе ăсчахсен ушкăнĕ Тинĕскÿл хыççăн Йăмран ялне çитрĕ. Тĕлпулу культура çуртĕнче иртрĕ. Кунта академиксем «Кивĕ çуртăн вăрттăнлăхĕсем» спектакле пăхса хак пачĕç, «Çăлкуç» халăх ансамблĕн пултарулăхĕпе паллашрĕç. Ун хыççăн Шупашкар хăнисем Раиса Васильевапа Владимир Милютин ăсчахсем ăсталăх класĕсем ирттерчĕç. Ĕç кунне пĕтĕмлетсе тĕлпулу вĕçĕнче ăслăлăхпа культура ыйтăвĕсене сÿтсе яврĕç, малашлăх планĕсене палăртрĕç. Вырăнти «Çăлкуç» ушкăнăн çитĕнĕвĕсемпе унăн ертÿçи, ПР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Алина Степанова паллаштарчĕ. Канашлу усăллă та тухăçлă иртрĕ.

Иккĕмĕш кун

Этнографи экспедицийĕн тепĕр кунĕ Гафури районĕнчи «Красноусольск» санаторинче пуçланчĕ. Кунта хăнасем сиплев учрежденин объекчĕсемпе, илемлĕ вырăнсемпе паллашрĕç, хăш-пĕр сывату процедурисене хăйсем çинче тĕрĕслесе пăхрĕç. Санаторинче ăшă та асра юлмалли тĕлпулăва йĕркелеме пулăшнăшăн Пушкăртстанри «Сарпике» чăваш хĕрарăмĕсен союзĕн председательне Людмила Бадретдинована тав сăмахĕ каласа хăвармалла.
Экспедицин тепĕр маршручĕ Авăркас районĕнчи Чăваш Хурамал ялĕ енне выртрĕ. ЧНĂӲА Президиумĕн анлă ларăвĕ шăпах çак ялти Василий Николаев ячĕллĕ шкулта иртрĕ. Чăваш Хурамалĕн юрă-ташă ăстисем ытти çĕрти пекех ăсчахсен ушкăнне (кунта хамăр республикăри академиксем те пухăннăччĕ) çăкăр-тăварпа та кăпăклă сăрапа тата ташă-такмакпа кĕтсе илчĕç. Ун хыççăн ялти вулавăшпа, шкулти музейпе паллашрĕç, Василий Николаев академик-меценатăн вил тăпри çинче пулса ăна хăйĕн пархатарлă ĕçĕсемшĕн тав турĕç.
Президиум ларăвне Елизавета Долгова уçрĕ. Вăл чăн малтан вырăнти шкул директорне Ольга Никитинана сăмах пачĕ. Ольга Николаевна вĕренÿ çуртĕнче çакăн пек сумлă мероприяти йĕркелеме пултарнишĕн хĕпĕртенине пĕлтерчĕ, пурне те ăслăлăхпа таврапĕлÿ ĕçĕнче ăнăçу сунчĕ.
Пушкăртстанăн тата Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕренÿ ĕçченĕ Юрий Леонтьев таврапĕлÿçĕ воспитани ыйтăвĕсем тата хальхи вăхăтра тĕпчев ĕçне вĕренекенсем хушшинче йĕркелесси çинче чарăнса тăчĕ. Çак ĕçе вăл ултă енпе усă курса пурнăçа кĕртет. Çакна Максим Михайлов, Арслан Сунагатов, Константин Сидоров çамрăк тĕпчевçĕсем çирĕплетрĕç, вĕсем пухăннисен умĕнче кăсăк темăсемпе тухса калаçрĕç. Сăмахран, «Çуна», «Шыв арманĕ» тата «Йăх-несĕл». Çак япаласем çын пурнăçĕнче мĕнле вырăн йышăнни çинче чарăнса тăчĕç. Хăйсем мĕн пирки каланине килте хатĕрленĕ макетсем урлă ăнлантарса пачĕç.
Çамрăксем хыççăн черет аслисем патне çитрĕ. Раиса Васильева педагогика наукисен кандидачĕ чăваш халăхĕн тĕп тĕнче курăмĕ виçĕ пайран (Çÿлти, Вăтам тата Аялти) тăнине çирĕплетрĕ.
– Виçĕ тĕнче пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса тăрать. Çын хăйĕн пурнăçĕнче çÿлти турăсене пуç тайса çутă ĕçсем тумалла, çут çанталăка сыхламалла, – терĕ Раиса Михайловна. Çавăн пекех вăл чăваш хĕрарăмĕн тумĕсемпе, капăрĕсемпе паллаштарчĕ.
Владимир Милютин этнохореограф чăваш ташши çинчен чылай интереслине каласа пачĕ. Вăл çирĕплетнĕ тăрăх кирек мĕнле ташшăн та чĕлхи пур иккен. Владимир Аркадьевич çакна сăмахпа çеç мар, хусканусем туса çирĕплетрĕ, ташă урлă арçынпа хĕрарăм хушшинчи çыхăнăва уçăмлатрĕ.
Çавăн пекех ларура филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Лира Афанасьева, геологипе минералоги ăслăлăхĕн кандидачĕ Анатолий Иванов, Николай Васильевпа Аркадий Русаков наци академикĕсем, Иван Грачевпа Данил Андреев çамрăк таврапĕлÿçĕсем тухса калаçрĕç, хăйсен кĕнекисемпе паллаштарчĕç.
Иван Олегович, генеологи темипе ĕçлекенскер, Чăваш Енрен Пушкăрт çĕрĕ çине куçса килнĕ ялсене асăнчĕ. Хăй Вăрмар округĕнче пурăннă май шăпах унти чăвашсем кунти çĕрсене кăмăлланине тĕпчесе пĕлнĕ.
– Эпĕ Чăваш Енри Вăрмар салинчен. Пирĕн тăрăхра Пушкăрта килсе çĕнĕ ялсем пуçарса яракансем нумай пулнă. 1762 çулта Вăрмар тăрăхĕнчен Пелепей енчи Ярмулайне 13 çемье тухса килнĕ. Çакна РГАДА (Ĕлĕк-авалхи актсене упракан патшалăх архивĕ) докуменчĕсем тăрăх çирĕплетнĕ. Иртнĕ çул эпир çак ялти Михаил Сидоров таврапĕлÿçĕпе тĕл пулса ял историне тишкертĕмĕр. Унсăр пуçне Иглин, Чекмагуш районĕнче те пирĕн йăх-несĕлсем пур, – терĕ çамрăк ăсчах.
Президиум ларăвĕнче йăх-несĕл тымарĕсене ДНК шайĕнче тĕпченине те илтме тÿр килчĕ. Кĕскен каласан, çак мероприятие хутшăннă май, ăслăлăх тĕнчи тĕпсĕр те чикĕсĕр пулнине тепĕр хут хам куçпа курма, хăлхапа илтме тÿр килчĕ.
Юрий СНЕГОПАД.
Ĕпхÿ –Тинĕскÿл – Йăмран –
Красноусольск – Чăваш Хурамалĕ.

Ăслăлăх тĕнчи тĕпсĕр те чикĕсĕр
Ăслăлăх тĕнчи тĕпсĕр те чикĕсĕр
Ăслăлăх тĕнчи тĕпсĕр те чикĕсĕр
Ăслăлăх тĕнчи тĕпсĕр те чикĕсĕр
Ăслăлăх тĕнчи тĕпсĕр те чикĕсĕр
Ăслăлăх тĕнчи тĕпсĕр те чикĕсĕр
Ăслăлăх тĕнчи тĕпсĕр те чикĕсĕр
Ăслăлăх тĕнчи тĕпсĕр те чикĕсĕр
Ăслăлăх тĕнчи тĕпсĕр те чикĕсĕр
Ăслăлăх тĕнчи тĕпсĕр те чикĕсĕр
Ăслăлăх тĕнчи тĕпсĕр те чикĕсĕр
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас