

Çак кунсенче Пелепей хулинчи педагогика училищинчен 1976 çулта вĕренсе тухнă чăваш ушкăнĕ («А» ушкăн, старости – Алексей Ефремов) черетлĕ тĕлпулу йĕкелерĕç. Хăй вăхăтĕнче çак ушкăнри 28 студент вĕрентекен дипломне алла илсе пурнăç çулĕ çине тăнă. Тĕлпулăва вара вĕсенчен вун çиччĕшĕ Тăван çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килсе çитнĕ: Мускавпа Новосибирск, Радужнăйпа (Автономиллĕ Ханты-Манси округĕ) Ĕпхÿ, Пелепей хулисенчен, Авăркаспа Пишпÿлек, Ишимбайпа Мияки, Ермеккейпе Пелепей районĕсенчен. Сăмах май, çакăн евĕр мероприятисене вĕсем кашни пилĕк çулта пĕрре йĕркелеççĕ, хальхинче вăл йышĕпе чи йышли пулса тухнă. Çакна тĕлпулăва килнисем хăйсем палăртрĕç.
– Асанне-кукамайсем пултăмăр пулсан та эпир чун-чĕрепе çамрăк чухнехи пекех. Аса илмелли, сÿтсе явмалли çителĕклех. Унтан та ытларах пĕр-пĕриншĕн питĕ тунсăхлатпăр, – шалти туйăмĕсене уçса пачĕ Авăркас районĕнчи Çĕньялтан килнĕ Галина Львова (Карпова) педагогика ĕçĕн ветеранĕ.
Тĕлпулу кăнтăрлахи 12.00 сехетре училище çурчĕ умĕнче пуçланчĕ. Ĕнерхи студентсене аса илтерекен асанне-кукамайсемпе асатте-кукаçисем (кун пек çырнăшăн кÿренме кирлĕ мар пулĕ тетĕп – авт.) пĕр-пĕрне ал парса сывлăх суннă май ытаклаççĕ, çупăрлаççĕ. Тĕлпулушăн хавас пулни кашнин сăнĕнче сисĕнет.
Чĕрере капланса килнĕ хĕпĕртÿ туйăмĕсем кăшт лăплансан «чунĕпе çамрăк студентсем» иккĕмĕш тăван кил умĕнче сăн ÿкерчĕк ÿкме кăмăл турĕç. Ун хыççăн атте-анне килĕнчи пекех алăксем яр! уçăлчĕç те çул шалалла пулчĕ. Паллах, çак самантра куç умне тухса тăни кашнин пуçĕнчех аса илÿсем çуратрĕ. Уйрăмах ĕнерхи студентсене иккĕмĕш хута хăпаракан пусма картлашкисем тыткăна илчĕç, хăшĕ-пĕрисем халĕ те вĕсен шутне астăваççĕ иккен.
Хальхи вăхăтра Пелепейри педагогика училищи хулари машина тăвакансен техникумĕпе 2014 çулта пĕрлештернĕ хыççăн гуманитарипе техника колледжĕ шутланать. Училище хăй уйрăм вĕренÿ учрежденийĕ пулнă чухнех историе тарăн та пуян сăнласа паракан музей йĕркеленĕ, вăл паянхи кун та тухăçлă ĕçлет. Сумлă хăнасем, ĕнерхи студентсем, унта та пулчĕç. Кунта вĕсем хăйсен ушкăнĕпе паллаштаракан сăн ÿкерчĕксен альбомне алла тытса хак пама пултарчĕç. Альбома пĕрле вĕреннĕ, хальхи вăхăтра Пелепей хулинче пурăнакан Роза Максимова (Николаева) педагог хатĕрленĕ. Ăна уншăн тав тăвасси çеç юлать.
Тăван кĕтессем тăрăх курса çÿресси малалла тăсăлчĕ. Студент пурнăçĕнче общежити паллă вырăн йышăнать. Ăна 1975 çулта, шăпах çак ăру студенчĕсем тăваттăмĕш курсра вĕреннĕ чухне, хута янă, çавăнпа та вĕсен пĕр çул çеç пурăнма тÿр килнĕ. Унта пурнăç яланах кĕрлесе тăнă. Унăн стенисем халĕ те шавлă та çити-çитми пурнăçа аса илтереççĕ.
– Вĕреннĕ чухне пире 20 пуслăх талон паратчĕç. Унпа эпир кăнтăрла столовăйĕнче апатланнă. Каçхине хамăрах общежитинче черетпе апат хатĕрленĕ. Кашни кун пĕри дежурнăй пулнă. Пĕррехинче Мăнкун уявĕнче яла каяймарăм. Тен, çул çине кайма укçи пулман-ши? Канмалли кун пĕчченех общежити пÿлĕмĕнче ларатăп. Чашăк-тирĕксене çуса тасатрăм та çиес килсе кайрĕ. Çимелли нимĕн те çук. Çав вăхăтра ялтан анне çын урлă кучченеç парса янă. Йăва, çăмарта… Эх, мĕнле савăнтăм, – аса илчĕ студент пурнăçне Пишпÿлек тăрăхĕнчи Пăслăкран килнĕ Лидия Михайлова.
Пелепейри педагогика училищи вĕрентекенсене хатĕрлессипе республикăра сумлă учрежденисенчен пĕри пулнă. Çавăнпа та кунта таврари районсенчен çеç мар, аякран килнисем те пĕлÿ илнĕ. Сăмахран, Тутарстан Республикинчи Пăкăльма районĕнчи Наратлăран Нина Колесникова. Шел пулин те, вăл тата Элшей районĕнчи Валентина Афанасьевапа Пелепей тăрăхĕнчи Сименккери Наталья Борисова тус-юлташĕсенчен вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Тĕлпулу каçĕнче пĕрле вĕреннисем вĕсене асра тытса чылай ăшă сăмахсем каларĕç. Тепĕр аса илÿ самантне те палăртса хăварас килет.
– Эпĕ – Ишимбай районĕнчи Йĕкенпуç ялĕнчен. Пелепейпе Йĕкенпуçне 240 çухрăма тăсăлакан çул çыхăнтарать. Çулĕ самай вăрăм. Студент чухне малтан Аксаковăран Раевкăна электричкăпа çитеттĕмĕр, унтан Çтерле – автобуспа, Çтерлĕрен Петровскине каллех автобуспа çÿренĕ. Унтан яла çити çичĕ çухрăм çуран утнă. Çавăнпа та яла тăтăшах кайса çÿремен: кĕркунне ноябрь уявĕнче, Çĕнĕ çулта экзаменсем тытнă хыççăн, Майăн 1-мĕшĕнче тата çуллахи каникулта. Малтанхи виçĕ çулне хваттер тара илсе пурăнтăмăр, уйăхне 10 тенкĕ тÿленĕ. Нумайăшĕн кунта аппăш-пиччĕшсем маларах вĕреннĕ, çавăнпа та эпир те çак училищăна суйласа илнĕ-тĕр. Унсăр пуçне кунта пĕлÿ тарăн та анлă панине, педагогсем хăйсен ĕçне ăста та тĕплĕ пурнăçланине, вĕренекенсенчен çирĕп ыйтнине палăртса хăвармалла, – терĕ Ишимбай тăрăхĕнчен килнĕ Лидия Портнова педагогика ĕçĕн ветеранĕ.
Тĕлпулăва пухăннисем хулан илемлĕ вырăнĕпе те паллашма кăмăл турĕç. Вĕсем «Юрлакан çăлкуçсем» парка çитсе курчĕç, ачалăхпа çамрăклăха аса илсе чуччу çине ларса ярăнчĕç.
Ун хыççăн мероприятин ытларах пайĕ «Лайăх вырăн» («Хорошее место») кафере тăсăлчĕ. Кунта сăмах çăмхине сÿтнĕ май савăнмалли те, хурланмалли те çителĕклех пулчĕ. Мĕншĕн тесен кашни çыннăн хăйĕн пурнăç шăпи. Çавăнпа та чуна уçса калаçмалли чылай пулчĕ. Алла баян тытса юрă-такмак шăрантарни те тĕлпулу кĕрекине илемлетрĕ.
– Пирĕн ушкăн яланах туслă та пултаруллă пулнă. Çамрăк чухне кашниех вĕренсе Тăван çĕршывшăн усăллă çын пулма ĕмĕтленнĕ. Çак ĕмĕт пурин те пурнăçа кĕни куç умĕнче. Ан тив, пурте хăйсен пурнăçне вĕрентÿ ĕçĕпе çыхăнтарман, анчах та хăйсен вырăнне тупнă. Уншăн вĕрентекенсене пысăк тав. Пĕр-пĕринпе эпир çыхăнăва нихăçан та çухатман, малашне те çаплах пуласса шанатăп, – савăнăçне пытармарĕ ушкăн старости пулнă Алексей Ефремов Раççей çарĕн запасри подполковникĕ тĕлпулăва вĕçленĕ май.
Юрий СНЕГОПАД.
Пелепей хули.