Пур хыпар та
Тĕн тата общество
5 Июнӗн 2019, 14:30

Масар çинче мĕн тума юрамасть?

Ырă йăласенчен пĕрне пăхăнса çынсем масар çине çитсен тăванĕн е юлташĕн вилтăприйĕ çинче вĕсене асăнса эрех-сăра ĕçеççĕ‚ апат-çимĕç çиеççĕ. Ку ахăртнех ĕлĕкхи йăла-йĕркепе çыхăннă. Анчах‚ вăл Суя тĕнрен (язычествăран) юлнă йăла-йĕрке шутланать.

Çынна пытарнă вырăнта «ĕçкĕ-çикĕ» йăлине ирттересси хĕвелтухăç славянсемшĕн вырăнлă пулнă. Вăл «тризна» ятпа çÿренĕ‚ виле пытарнă йăла-йĕркен пĕр пайĕ шутланнă. Тризнана кĕнекесенче туллин уçса паман‚ çавăнпа вăл мĕнле пайсенчен тăнине пĕлме май çук.
Ĕçкĕ-çикĕсĕр пуçне‚ тризна вилнĕ çынна асăнса ташă çаврăмĕнчен, юрă тата хавхалану йĕркисенчен тăни паллă. Вĕсене пурне те çын вилтăпри çывăхĕнче пурнăçланă.
Тризна йĕркине пăхăнса вилнĕ çынна çуса тасатса таса та пуян кĕпе-йĕм тăхăнтартнă. Унтан ятарласа хатĕрленĕ вырăнта этем ÿт-пÿне çунтарнă.
Князьсемпе вельможсене‚ салтаксене «леш тĕнчене» вара питĕ чаплă ăсатнă. Юрăсем юрланисĕр‚ ташăсем ташланисĕр‚ вăйăсем вылянисĕр тата апатланнисĕр пуçне тĕрлĕ турăсене парне кÿнĕ. Чÿкне вара вилнĕ çынна «леш тĕнчере» тивĕçлĕ йышăнччăр‚ сыввисене усал ан тытчăр тесе тунă.
Вилнĕ çынна христианла ăсатни
Славянсен çĕрĕнче Христос тĕнĕ вăй илсен те‚ Суя тĕн йăлисем пурнăçран пачах çухалман. Анчах‚ чиркÿ тăрăшнипе вĕсене йĕркене кĕртме тытăннă.
Ĕмĕрлĕхе уйрăлнă тăвана апат-çимĕçпе асăнасси чиркÿ саккунĕсемпе тĕппипех килĕшсе тăман. Çавăнпа Христос тĕнĕ çакăн пек йĕрке палăртса хунă: апат-çимĕçе чухăн‚ начар пурăнакан çынсене салатмалла е чиркĕве илсе килмелле. Апата пурин те астивсе пăхмалла пулнă‚ вилнĕ çынна асăнса кĕлĕ тунă.
Паянхи кун та çынсем чиркĕве апат-çимĕç илсе килеççĕ. Çав çимĕçсене чиркÿре апат вăхăтĕнче вилнĕ çынна асăнса çиеççĕ е начар пурăнакан çынсене салатса параççĕ. Асăнма хатĕрленĕ апата çынсем астивсен‚ вилнĕ çынна ырăпа аса илеççĕ тата ăшра кĕлĕ тăваççĕ тесе ăнлантарнă чиркÿ ĕçченĕсем.
Нумай çул хушши христиан саккунĕсене пăхăнса пурăнманнине пула‚ вилнисене асăнмалли çĕнĕ (пурне те ăнланмалла) йăла йĕркеленсе кайнă. Çĕнĕ йăлапа çын вилсен асăнма тăванĕсемпе кÿрши-аршисем апат-çимĕç‚ эрех-сăра хатĕрленĕ сĕтел хушшинче пухăннă. Масар çине кайсан та вилтăпри патĕнче апатланнă‚ ĕçнĕ.
Паянхи кун та вилнĕ çынна асăнмалли йăла-йĕркере çĕнĕлĕхсем палăраççĕ. Сăмахран‚ апат-çимĕçе кашниех хăй çиме пуçличчен кăштах хуçса илсе вилтăпри çине хурать‚ стаканпа эрехне тултарса лартать‚ çăкăрне те хума манмасть. Асăнса çинĕ хыççăн юлнă апата вара масар çинчех хăвараççĕ.
Асăннă çĕнĕлĕхсем мĕнпе çыхăннине кашни тĕрлĕрен ăнлантарса парать. Пĕрисем‚ апат-çимĕçе хурса хăварсан‚ асăнакан вилнĕ çынна тимлĕхпе юрату уйăрать тесе калаççĕ. Теприсем вилтăпри çине çăкăр татăкĕсене тата ытти юлнă апата çиме кайăксем вĕçсе килсен‚ вилнĕ çыннăн чунĕ савăнать тесе ăнлантараççĕ.
Христос тĕнĕнче масар çийĕ - вилнĕ çыннăн «çывăрмалли» вырăнĕ. Ĕлĕкрех вара масар вилнĕ çын «чĕрĕлсе тăриччен» «хăналанмалли» вырăн шутланнă. Çавăнпа вил тăприсене «погост» тесе каланă. Вилнĕ çын малашлăхра хаваспа «чĕрĕлсе тăтăр» тесен‚ сыввисем, чиркÿ саккунĕсене пăхăнса‚ кĕлĕ вуламалла‚ ырă ĕçсем тумалла. Вĕсене тĕрĕс пурнăçласа пырсан çеç вилнĕ çыннăн чунне пайта пулать.
Çут тĕнчерен уйрăлнă çынсене вилтăприсем çинче апат-çимĕçпе асăнни‚ паллах‚ лайăх мар. Эрех-сăра ĕçни вара пачах та чиркÿ саккунĕсемпе килĕшсе тăмасть. Çавăнпа масар çинче тăванăн вилтăпри патĕнче ларса ăна лайăххипе çеç аса илмелле‚ ăшра кĕлĕ тумалла. Вилнĕ çынна асăннă çĕре пачăшкăна кĕлĕ вулама чĕнсен тата та аванрах. Çакă вăл хамăртан ĕмĕрлĕх уйрăлнă тăвансене хисеплени‚ юратни пулать.
Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.
Читайте нас: