Урал сасси
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тĕн тата общество
10 Июлӗн 2019, 16:57

Часавай чăн-чăн Турă çуртне çаврăнчĕ

Кирек мĕнле пысăк ĕç те йĕркепе çирĕплетнĕ уйрăм пайсенчен тăрать. Сăмахран, чиркÿ е часавай тăвассинех илер. Малтан çуртăн никĕсне ямалла, унтан стенисене хăпартмалла. Унăн тăррине куполпа илемлетесси те çăмăл ĕç мар, тăкакĕсем те самай пысăк. Турă çуртне шалтан хăтласси вара кăткăс та питĕ тĕрĕс тумалли ĕç шутланать. Ишимбай районĕнчи Йĕкенпуç (Васильевка) ялĕнчи часавайĕнче çак çÿлерех асăннисене пурне те туса ирттернĕ, анчах та паянхи кунччен Турă çуртĕнче кĕлĕсем ирттермен. Тĕп сăлтавĕ – часавая сăвапламанни (не освещенный). Çак кăлтăка нумаях пулмасть йĕкенпуçсем Питрав типпинче тÿрлетрĕç.

Палăртнă кун ял варринчи кирпĕчрен хăпартнă Турă çурчĕ çывăхне халăх йышлă пухăнчĕ. Сумлă хăнасем те чылай пулчĕç. Вĕсем Ĕпхÿпе Çтерлĕ, Салаватпа Пелепей хулисенчен, Ишимбайпа Авăркас районĕсенчен килсе çитнĕ. Шел пулин те, пухăннă халăх Василий Блаженнăй часавайĕнче вырнаçаймарĕ, çавăнпа та сăваплав литургине чылайăшĕ тулта итлерĕç.
Çак савăнăçлă кун Турă кĕллине Салават тата Кумертау хулисен епископĕ Николай Преосвещеннăй ертсе пычĕ. Ăна пулăшакансем Амвросий иеромонах тата Дионисий иерей пулчĕç. Малтан кĕлĕ пĕр сехет ытла часавай ăшĕнче пычĕ. Ун хыççăн мĕнпур халăх тула тухса священниксем ертсе пынипе Турă çурчĕ йĕри-тавра утса çаврăнчĕ, часавайăн тăватă енче чарăнса Турра пуç тайрĕ. Çав вăхăтра Николай епископ ĕненекенсене çветтуй шыв сапса пехиллерĕ, ÿкĕт сăмахĕ (проповедь) каларĕ. Литурги вĕçĕнче вăл пурне те Турă хĕресне чуптутарса уяв ячĕпе саламларĕ. Хăйĕн сăмахĕсенче Преосвещеннăй çакна палăртрĕ:
- Эсир, Турă чурисем, унччен çурта çутассине, Турра кĕл туса пуç таяссине килте пурнăçланă пулсан, халĕ сирĕн çак ĕçсене тума уйрăм çурт пур. Унта çÿреме вăхăт çитерĕр. Вăл сире канăçлăх тата чунра лăпкăлăх кÿтĕр, кăмăл-сипетпе таса пулма пулăштăр. Малашне паянхи куна асра тытса эпĕ июнь уйăхĕн юлашки вырсарни кунне Ял кунĕ пек паллă тума сĕнетĕп, - терĕ вăл. Нумайăшĕ çак сĕнÿпе килĕшрĕç.
Часавая сăвапласси вĕçленнĕ хыççăн ял халăхĕ килĕсене саланма васкамарĕ. Турă çуртĕнчен инçех мар вырăнта уçă сывлăшра Шупашкартан килнĕ артистсен сехет ытла тăсăлнă концерчĕ иртрĕ. Пухăннисене ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Сергей Кувшинов, Александр Сорокин тата Алена Акăшпи юрăçсем савăнтарса саламларĕç.
Чăн та, çак кун часавая сăвапланă хыççăн вăл чăн-чăн Турă çуртне çаврăнчĕ. Халĕ йĕкенпуçсемпе хăнасем кашни вырсарни кун унта çитсе вилнисемшĕн е сывлăхшăн çурта лартма, Турăран каçару ыйтса унăн умĕнче пуç тайма пултараççĕ. Çакă та вăл ял пурнăçĕшĕн хăйне евĕр аталану, паллă пулăм. Пысăк та сăваплă ĕçе пуçарса яраканĕ вара - Йĕкенпуç ялĕн çеç мар, Пушкăртстанăн пултаруллă хастарĕ, çичĕ ача амăшĕ, пуçаруллă уйрăм предприниматель Роза Васильевна Андреева. Вăл тăрăшнипе тата çине тăнипе кĕске вăхăт хушшинче Турă çурчĕ хута кайнă. Малашне те çак хĕрарăм хăйпе пĕр шухăшлă çынсемпе пуçланă ĕçе малалла тăсасси пирки иккĕленме кирлĕ мар. Çак ĕçре ăна тата унăн çывăх çыннисене Турă пулăшса пытăр.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Ишимбай районĕ.
Йĕкенпуç ялĕ.
Читайте нас: