Хальхи вăхăтра Турă çурчĕсем чылай ялсенче уçăлаççĕ. Çак ыйтăва патшалăх мар, вырăнти халăх хăй ирĕкĕпе татса парать. Мияки районĕнчи Çĕнĕ Хурамалти чиркĕве те 2013 çулта халăх пуçарăвĕпе хăпартса лартнă. Унăн архитекторĕ Вячеслав Игнатьев ял хастарĕ (халĕ вăл чиркÿ старости) пулнă тесен те йăнăш пулмĕ. Ăна ĕлĕк-авал ялта Турă çурчĕ пулнă вырăнтах никĕс ярса шлакоблокран стенисене çĕкленĕ, куполне вырнаçтарнă. Каярах Ĕпхÿ хулинчи Владислав Чернов строитель (Çĕнĕ Хурамалта çуралса ÿснĕ) хăйĕн укçи-тенкипе ăшша перекетлес тесе йĕри-тавра пенопласт çыпăçтарнă. Кăçал вара сентябрь уйăхĕн пуçламăшĕнче стенасене тул енчен профнастилпа çĕнетнĕ. Çак сăваплă ĕçре пĕртăван Анатолийпе Геннадий Павловсем, Вячеслав Игнатьев ăстаçăсем тăрăшулăх кăтартнă. Нина Павлова, Елизавета Павлова, Владимир Антонов, Валерийпе Людмила Викторовсем, Алексей Гордеев вĕсен тивĕçлĕ пулăшаканĕсем пулса тăнă. Луиза Гордеевапа Светлана Павлова вара çвяттуй çăлкуçа тасатнă тата унăн таврашĕнчи территорине тирпей-илем кĕртнĕ.
– Пĕтĕмĕшле çак ĕçсене тума 90 пин тенкĕ тăкакларăмăр. Унăн пĕр пайне, 32 пин тенкĕ, Салават тата Кумертау епархийĕ уйăрса пачĕ, ыттине ял халăхĕ пухрĕ. Укçа-тенкĕпе пулăшакансем ялта пурăнакансем çеç мар, Çĕнĕ Хурамалта çуралса ÿссе ытти тăрăхсенче тымар янисем те пулчĕç. Пурне те пысăк тав сăмахĕ калас килет. Епархи пуçлăхĕ Николай владыко пехилленипе ĕçсем кал-кал пычĕç, – паллаштарчĕ чиркÿ бухгалтерĕ Нина Апанасова тунă ĕçе хак панă май.
Ун хыççăн Нина Николаевна эпир ыйтнипе кулленхи ĕçсемпе малашнехи плансем çинче чарăнса тăчĕ. Хальхи вăхăтра чиркÿн хăйĕн пачăшки çук, çавăнпа та пысăкрах тĕн уявĕсенче Ерлыкова ялĕнчен Амросий атте килсе кĕлĕ ирттерет. Тепĕр чухне вăхăт çитерсе Николай владыко та килсе каять, кунти лару-тăрупа кăсăкланать.
– Ытти чухне эпир хамăр çеç, Турă енне туртăннисем, вырсарни кун пухăнса ирхи кĕлĕ вулатпăр. Вăл икĕ сехете тăсăлать. Кĕлĕ çулла 8.00 сехетре пуçланать, хĕлле – 9.00 сехетре. Ун вăхăтĕнче ачасемшĕн, мирлĕ пурнăçшăн, колхозри ĕçсем ăнса пыччăр тесе Турăран пулăшу ыйтатпăр, – тет Нина Николаевна.
Çав вăхăтрах вăл аслă ăру пурнăçран уйрăлса кайнине пула чиркĕве çÿрекенсен йышĕ чакса пыни çинчен пăшăрханса калаçрĕ, ватăсем кирек хăçан та хастар пулнине палăртрĕ.
Хальхи вăхăтра хĕл тата кĕрхи-çурхи кунсенче чиркĕве электричество вăйĕпе хутса ăшăтаççĕ. Çакă хакла ларать.Сăмахран, сивĕ кунсенче электричество тăкакĕ пĕр уйăхра 6-7 пин тенке çитет. Çавăнпа та малашнехи планра хурамалсем газпа хутса ăшăтасси çине куçасшăн. Палăртни пурнăçа кĕрессе шанас килет. Çак ĕçре вĕсене Турă пулăшса пытăр. Паллах, кунта вырăнти пуçарулăх тени те пулмалла.
Юрий НИКОЛАЕВ.
Мияки районĕ,
Çĕнĕ Хурамал ялĕ.