Урал сасси
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Тĕн тата общество
27 Сентябрӗн 2023, 09:10

Чиркÿ куполĕсен шучĕ тата тĕсĕсем мĕн пирки калаççĕ?

Эсир хăçан та пулсан чиркÿ куполĕсен хисепне тата тĕсне асăрханă-и? Ăна мĕнле те пулсан пĕлтерĕшпе çыхăнтарнă-и?

Чиркÿ куполĕсен шучĕ тата тĕсĕсем  мĕн пирки калаççĕ?
Чиркÿ куполĕсен шучĕ тата тĕсĕсем мĕн пирки калаççĕ?

Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне çитнĕ май, эпĕ кашни чиркÿ хăйне евĕрлĕ пулнине пĕр хутчен мар асăрханă. Хура тăрăллă чиркĕве курсан вара шухăша кайрăм… Маларах кăвак тата ылтăн, хĕрлĕ тĕслисене курма тÿр килнĕ. Чиркÿ тăррин тĕсĕпе шучĕ ахальтен мар иккен. Вĕсен кашнин хăйĕн пĕлтерĕшĕ, ăнлантарса пани пур.
Калаçăва куполсен шутĕнчен пуçлар. Вĕсен хисепĕ ахаль мар, пĕлтерĕшлĕ. Пĕр купол – Атте Турра Иисус Христоса, иккĕ – Турăпа этеме, виççĕ – Таса Троицăна, тăваттă – Евангелисен шутне, пиллĕк – Атте Турра тата тăватă евангелиста, çиччĕ – Чиркÿ вăрттăнлăхĕсене пĕлтереççĕ. Вун икĕ купола апостолсене, вун виççĕшне Турра тата унăн вун икĕ апостолне халалласа лартаççĕ. Вăтăр виçĕ куполлă чиркÿсем пуррине те пĕлетĕп. Ăна Иисус Христосăн çĕр çинче пурăннă çулĕн шучĕпе лартнă. Пĕтĕмĕшле илес пулсассăн, куполсен шучĕ Çăлаканпа тата чиркÿ пурнăçĕнчи пĕлтерĕшлĕ пулăмсемпе çыхăннă.
Халĕ ĕнтĕ купол тĕсĕсем мĕне пĕлтернине пăхса тухăпăр.
Православи чиркĕвĕсем çинче ытларах ылтăн куполсем тĕл пулаççĕ. Ылтăн тăрăллă чиркÿсем Çÿлти Турра мухтанине пĕлтереççĕ, вĕсене Христоса тата христиансен 12 тĕп уявне халалланă.
Симĕс тĕс. Ун евĕр куполсене Çветтуй Троицăна тата православи çветтуйĕсене халалланă чиркÿсен тăррисене вырнаçтараççĕ. Симĕс тĕс хăйне евĕрлĕ курăнать, çав вăхăтрах вăл çут çанталăкпа лайăх килĕшсе тăрать, уйрăмах çулла. Илемлĕ симĕс тăрăсем асамлă курăнаççĕ.
Кĕмĕл тата сăрă тĕслĕ куполсем чиркĕве çветтуйсен ятне панине пĕлтереççĕ.
Кăвак тата çăлтăр ÿкернĕ кăвак тăрăллă чиркÿсене Турă Амăшне халалланă. Çăлтăрсем Иисус Христос çуралнă чухнехи Вифлеем çăлтăрне пĕлтереççĕ. Анчах та урăхла тĕслĕхсем те тĕл пулаççĕ. Сăмахран, Санкт-Петербургри янкăр кăвак тăрăллă Троицки чиркĕвĕ Турă амăшĕпе çыхăнман. Измайлов полкĕн офицерĕсем кăвак тум тăхăнса çÿренĕ, шăпах çавăн пек тĕсе чиркÿ тăрри валли те суйласа илнĕ.
Кавак чиркÿсем тасалăха тата айăпсăрлăха пĕлтереççĕ.
Хура, тĕксĕм, хăмăр куполсем – монахсен тĕсĕ, вĕсем çĕр çинчи пурнăçпа килĕшменнине пĕлтереççĕ.
Шурă тĕслĕ чиркÿсем Турă ÿчĕ пĕлĕте хăпарнине пĕлтереççĕ.
Хĕрлĕ тăрăллă чиркÿсем сайра хутра çеç тĕл пулаççĕ. Хĕрлĕ тĕс юна тата асапланăва пĕлтерет. Тĕслĕхрен, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче Самара хулинчи Ивер мăнастирĕн территорийĕнче хĕрлĕ тăрăллă часавай-чиркÿ хăпартса лартнă.
Çавăн пекех темиçе тĕслĕ тăрăллă чиркÿсем те тĕл пулаççĕ. Чи паллисенчен пĕри – Мускав хулинчи Хĕрлĕ площадьре вырнаçнă Василий Блаженнăй чиркĕвĕ. Вăл вырăс архитектурин палăкĕ шутланать. Ăна 1555-1561 çулсенче хăпартса лартнă. Унăн тĕрлĕ тĕсĕ çÿлти патшалăхăн илемне пĕлтерет.
Эпир ылтăн тăрăллă чиркÿсене курма хăнăхнă. Православи тĕнĕнче вара тĕрлĕ тĕслĕ тата формăллă чиркÿсем нумай. Çакна манса каяр мар.
Тĕлĕнтермĕше çичĕ ютра шырама кирлĕ мар. Вĕсем пирĕн çумрах, кашни хулапа ялтах.
Татьяна ИВАНОВА.

Чиркÿ куполĕсен шучĕ тата тĕсĕсем  мĕн пирки калаççĕ?
Чиркÿ куполĕсен шучĕ тата тĕсĕсем  мĕн пирки калаççĕ?
Чиркÿ куполĕсен шучĕ тата тĕсĕсем  мĕн пирки калаççĕ?
Чиркÿ куполĕсен шучĕ тата тĕсĕсем  мĕн пирки калаççĕ?
Чиркÿ куполĕсен шучĕ тата тĕсĕсем  мĕн пирки калаççĕ?
Чиркÿ куполĕсен шучĕ тата тĕсĕсем  мĕн пирки калаççĕ?
Чиркÿ куполĕсен шучĕ тата тĕсĕсем  мĕн пирки калаççĕ?
Чиркÿ куполĕсен шучĕ тата тĕсĕсем  мĕн пирки калаççĕ?
Чиркÿ куполĕсен шучĕ тата тĕсĕсем мĕн пирки калаççĕ?
Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: