Ун чухне никĕс чулне çеç сăвапланăччĕ, хальхи вăхăт тĕлне Суккулта пурăнакансемпе çак ялтан тухнисем хастар тăрăшнипе строительство ĕçĕн тĕп тапхăрĕсенчен пĕри – стенасене хăпартасси – вĕçленчĕ. Ĕçе ертсе пыракан Владимир Головин приххут старостин мăнукĕ пĕлтернĕ тăрăх, стенасене виçĕ çынран тăракан строительсен бригади хăпартнă.
Турă çуртне халăх укçи-тенкипе тăваççĕ. Нухрат пухасси çинчен пĕлтернĕ хыççăн 1085 хут – пурĕ тăватă миллион тенкĕ ытла – укçа куçарнă. Ĕçе йĕркелеме тата укçа-тенкĕ куçарнипе ăна тăкаклани çинчен пĕлтерме меллĕ пултăр тесе Ватсапра ятарлă ушкăн йĕркеленĕ. Паянхи кун унта 300 çын тăрать. Укçа-тенкĕ докуменчĕсем тăрăх, кашни çын çак пархатарлă ĕçе май пур таран укçа хывни курăнать. Пĕри пин тенкĕ парать, тепри – çур миллион. Нумайăшĕ хăйсем пирки пĕлтермеççĕ те.
Пулăшса паракан укçан тĕп пайĕ, виçĕ миллион тенке яхăн, материалсем туяннă çĕре тата строительсене ĕçленĕшĕн тÿлеме кайнă.
Çывăх вăхăтра халăха пуçтарса тăррине епле витесси, куполсем вырнаçтарасси пирки калаçса татăлмалла. Суккулсен шучĕпе, чиркÿ тăрри хăйне евĕрлĕ, илемлĕн курăнса лармалла, çав вăхăтрах укçа-тенкĕпе те тивĕçтермелле. Унсăрăн строительство ĕçĕ вăраха тăсăлĕ. Ку тата ытти ĕçсене çитес çуркуннене хăварнă, çавăнпа та укçа-тенкĕ пуçтарас ĕç малалла пырать. Ял çыннисем Турă пулăшнипе пурне те вăй çитерессе шанаççĕ.
Татьяна СЕРГЕЕВА.
Ермеккей районĕ, Суккул ялĕ.