Пур хыпар та
Тĕн тата общество
20 Апрелӗн 2025, 10:00

Мăнкун çăмартине ăçта хумалла?

Манăн пачăшкă патне ыйтусем пур. Халь Аслă типĕ пырать. Чылай çын пĕр 3 кун типĕ тытать те чиркĕве кайса сыпать (пая кĕрет). Ку тĕрĕс-и? Тата çакна пĕлес килет: Кăчкă праçникĕнче турăш умне кăчкă турачĕ хураççĕ, Мăнкунра – хĕретнĕ çăмарта. Кайран вĕсемпе мĕн тумалла? Кăчкă туратне çунтарма юрать-и? Анна П., Ермеккей районĕ.

Мăнкун çăмартине ăçта хумалла?
Мăнкун çăмартине ăçта хумалла?

Ыйтăва Виç ипостаçлă Таса Турра асăнса Чăваш Енри Патăрьел округĕнчи Тури Туçара лартнă чиркÿ настоятелĕ Николай МАРКОВ протоиерей хуравлать:
– Типĕ тытмалла-и е çук-и? Ку, паллах, çыннăн сывлăхĕнчен килет. Чиркÿ саккунĕнче сыпас умĕн 3 кунран кая мар типĕ тытмалла тесе çырни пур. Çак шута апат тĕлĕшĕнчен чару пулни çеç кĕмест. Çав вăхăтра усал йăла-йĕркерен пăрăнни, чунпа тасални пĕлтерĕшлĕ. Праçникре турăш умне хунă кăчкă туратне çунтарма юрать. Кĕлне çын çÿремен вырăна, тĕслĕхрен, йывăç айне, чавса чикмелле. Мăнкунри сăвапланă çăмартана вара çунтармалла мар, мĕншĕн тесен ăна çĕмĕрсен ăшĕнче Турă Амăшĕн сăнĕ курăннă тĕслĕхсем те пулнă. Пирĕн патра çав çăмартасене пĕр-пĕр йывăç айне чавса хураççĕ. Çын утса çÿремен çĕрте, – тесе ăнлантарнă Николай атте.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас