Пур хыпар та
Тĕн тата общество
30 Июлӗн 2025, 12:00

Аслă Василий Святитель чиркĕвне – 25 çул

Авăркас районĕнчи Чăваш Хурамал ялĕнчи Аслă Василий Святитель чиркĕве хута янăранпа 25 çул çитрĕ. Çавна май çак кунсенче унта Салават тата Кумертау епископĕ Николай владыка савăнăçлă кĕлĕ ирттерчĕ. Вăл Салават епархийĕн пупĕсемпе пĕрле служба йĕркелерĕ. Чиркĕве кĕл тума килнисен, уява хутшăнма кăмăл тунисен шутĕнче ПР Патшалăх Пухăвĕн депутачĕ Ольга Плохова, сăваплă çурта хăпартакан Василий Васильевичăн хĕрĕ Елена Николаева, Чăваш Хурамал ял Канашĕн пуçлăхĕ Николай Ефремов тата ял çыннисем пулчĕç.

Аслă Василий Святитель чиркĕвне – 25 çул
Аслă Василий Святитель чиркĕвне – 25 çул

Чăваш Хурамалĕнче çуралса ÿснĕ техника наукисен докторĕ, «Оренбургазпром» тĕп директорĕ Василий Николаев ытти нумай çын пекех христиан тĕнне ăша хывса, тăван тавралăха, çынсене хисеплеме вĕренсе ÿснĕ. Çавăн пекех ăна ялти халăха хутла вĕрентме пулăшнă Иоанно-Предтеченский приххут шкулне ишнине те курма тÿр килнĕ. Тен, шăпах çак пулăм вăхăт иртнĕçемĕн ăна тăван ялĕнче хăйĕн хÿтĕлевçине халалланă чиркÿ лартма хистенĕ те. 2000 çулта, тăван ялĕн 260 çулхи юбилейĕ тĕлне, туса лартнă чиркÿ кунта пурăнакансемшĕн ăс-хакăл центрĕ пулса тăнă. 

 - 25 çул каялла, 2000 çулхи июль уйăхĕн 22-мĕшĕнче, Никон митрополит тата Валентин епископ çак чиркĕве сăвапланă. Василий Васильевич, ун чухне сывă пулнăскер, сăваплă çурта ентешсене парнеленĕ. Паян эпир унăн ĕненĕвĕн çимĕçĕсене куратпăр: часавай та пулман вырăнта Турă çурчĕ ларать. Чĕрĕк ĕмĕр Турă умĕнчи пĕр кун пек иртрĕ. Эпир Василий Васильевича пысăк парнешĕн ĕмĕр-ĕмĕр тав тăвăпăр, - палăртрĕ Николай владыка.

Служба хыççăн епископ Ольга Плохована ăс-хакăл хаклăхĕсене упраса хăварас тĕлĕшпе пысăк тÿпе хывнăшăн патриарх Хисеп хутне пачĕ.

 - Василий Николаев – пирĕн вĕрентекенĕмĕр. Вăл пĕчĕк ялта çуралса ÿссе пысăк çитĕнÿсем тунă çын пулин те тăван кĕтесĕпе çыхăнăва çухатман. Унăн еткерлĕхĕ – чиркÿпе юсаса çĕнетнĕ çуртсем кăна мар, чăваш культурине аталантарни те. «История чувашского народа», «История чувашского костюма» кĕнекисем мĕнпур Раççее вĕрентеççĕ, - тесе сăмах каларĕ депутат.

Василий Николаев тăван ялти масарта канлĕх тупнă. Çавна май çак кунхине унăн вил тăприйĕ умĕнче чаплă панихида йĕркелесе ирттерчĕç. Академика халалласа лартнă гранит палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Ашшĕ ĕçне хĕрĕ Елена Николаева малалла тăсни уйрăмах савăнтарать. Вăл чиркĕве сыхласа хăварма пулăшать, этнографи проекчĕсене аталантарать. Уяв апачĕ вăхăтĕнче унăн ячĕпе те чылай ăшă сăмах каларĕç, тав турĕç. Çавăн пекех тав сăмахĕсене чиркÿ настоятелĕ Евгений атте, Юрий Леонтьев таврапĕлÿçĕ тата ялăн хастар çыннисем тивĕçрĕç.

 - Василий Васильевич тăрăшман пулсан чиркÿ те, шкул та пулмĕччĕç. Çапла майпа ял та майĕпен пĕтме пултарĕччĕ. Вăл - пирăн пурнăçа тăсаканĕ. Эпир, унăн вĕренекенĕсем пулнă май, шанăçне тÿрре кăларма тăрăшатпăр. Хисеплĕ ентешĕмĕрĕн ĕçне пирĕн ачасем те малалла тăсасса шанатăп. Чăваш Хурамал ялĕ çакăн пек çын çитĕнтернипе мăнаçланатпăр, - пĕтĕмлетсе каларĕ ял Канашĕн пуçлăхĕ Николай Ефремов.

Данил АНДРЕЕВ.

Авăркас районĕ, Чăваш Хурамал ялĕ.       

 

 

Аслă Василий Святитель чиркĕвне – 25 çул
Аслă Василий Святитель чиркĕвне – 25 çул
Аслă Василий Святитель чиркĕвне – 25 çул
Аслă Василий Святитель чиркĕвне – 25 çул
Аслă Василий Святитель чиркĕвне – 25 çул
Аслă Василий Святитель чиркĕвне – 25 çул
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас