

Тихон атте пухăннисене Турă ячĕпе тунă ĕçсемшĕн, пулăшу панăшăн тав сăмахĕ каланă. Вăл чиркÿсем хăпартасси пĕтĕмĕшле ĕç пулнине те палăртнă. Çавăнпа та çак сăваплă ĕçре кашнин тÿпи пысăк – укçа-тенкĕпе пулăшаканăн та, ĕçсене хутшăнаканăн та, чунтан кĕлĕ тăваканăн та. Пĕрлĕхпе ĕненÿ строительствăпа çыхăннă чи кăткăс ыйтусене те ăнăçлă татса пама пулăшнине çирĕплетнĕ.
Чăнах та, Турра ĕненекенсем кам мĕнпе пултарнă, çавăнпа пулăшнă. Пĕрисем материалсем хатĕрленĕ, теприсем строительство лапамĕнче вăй хунă, виççĕмĕшсем Турăран пулăшу ыйтса кĕлĕ вуланă, укçа-тенкĕ уйăрса панă. Паянхи кун чиркÿ ÿссе пыни куç умĕнчех.
Чатăрпа купола вырнаçтарасси – техника енчен те, йĕркелÿ енĕпе те çăмăл мар ĕç. Çакăн валли лайăх çанталăк тата уйрăм кĕлĕ кирлĕ. Православи чиркĕвĕн йăли-йĕркисемпе килĕшÿллĕн кирек мĕнле ĕçе те кĕлĕрен пуçламалла. Çавăн пекех ĕçе специалистсем пуçăнни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Шамиль Галиуллин ертсе пыракан Ĕпхÿ бригади çумăрлă çанталăкра та ума лартнă тĕллевсене ăнăçлă татса панă.
Халĕ Тимеш тата çывăхри ялсенче пурăнакансем илемлĕ чан сасси янăрассине, çĕнĕ чиркÿ халăха службăна чĕнессине чăтăмсăр кĕтеççĕ.
- Кашнинче чиркÿ çумĕпе иртнĕ чух пирĕн чĕре савăнать: стенасене çĕклерĕç, паян чатăрпа купола вырнаçтарчĕç, çитес вăхăтра чан сасси янрĕ… Таврари сывлăш та майĕпен улшăннă пек туйăнать – тасарах, ăшăрах, уяв сĕмĕллĕ. Турă пулăшнипе, эпир тăрăшнипе пурте пурнăçланĕ. Ялта чиркÿ пулĕ, унта пирĕн ачасемпе мăнуксем те кĕлĕ вулĕç, - теççĕ Тимеш ялĕнчи Турра ĕненекенсем.
Елена ВАЛИЕВА.
Мияки районĕ, Тимеш ялĕ.