

2013 çулта чиркĕве çĕнĕрен чĕртсе лартас шухăш çуралнă. Шăпах çавăн чухне çынсем ыйтнипе православи приххутне регистрациленĕ. Патша вăхăтĕнче Шланлă ялĕнче йывăç чиркÿ пулнă. Революци хыççăн ăна сÿтнĕ, пĕренесенчен шкул хăпартнă. Турăшсене сыхласа хăварас тĕлĕшпе çынсем вĕсене килĕсене илсе кайнă.
Çĕнĕ стенасене 2019 çулта вырăнти усламçă тата меценат Висссарион Игнатьев ертсе пынипе хăпартма пуçланă. Сăваплă çуртăн никĕсне тума 100 тонна бетон тăкакланă. Строительство пынă пĕрремĕш çулсенче электричество пачах та пулман – мĕнпур ĕçсене алăпа тунă. Пĕрремĕш службăна уçă пĕлĕт айĕнче йĕркелесе ирттернĕ. Çав кунхине Николай епископ строительствăна пуçарнине пĕлтерекен чула сăвапланă. Çичĕ çул иртсен çĕнĕ чиркÿре пĕрремĕш пепкесене тĕне кĕртнĕ. Виссарион Григорьевич та хĕрне тĕне кĕртме çак куна кĕтнĕ.
Халĕ чиркĕве официаллă майпа регистрациленĕ. Сăваплă çуртăн докуменчĕсемпе уççине епископа панă. Планра – çурта шалтан хăтласси, чансем вырнаçтарасси, ăшă пăрăхĕсене хывассине вĕçне çитересси.
Виссарион Игнатьев пухăннисене сыхланса юлнă кивĕ турăшсене чиркĕве илсе килсе пама ыйтрĕ. Хăй тĕслĕх кăтартса паянхи кунччен сыхланнă пĕр турăша илсе килнĕ.
Николай епископ строительствăна тÿпе хывнă çынсене пурне те тав турĕ. Чиркĕве парне туса хуласенчи сăваплă çуртсенче тĕл пулман турăшсем парнелерĕ.
Данил АНДРЕЕВ.
Авăркас районĕ, Шланлă ялĕ.