Урал сасси
+25 °С
Облачно
Тĕн тата общество
19 Августа , 04:00

Тĕнпе пултарулăха пĕрлештернĕ уяв

Пишпÿлек тăрăхĕнчи Мелеспуç ялĕнчи таса Серафим Саровский (Саров мăнастирĕнчи таса Серафим монах) ячĕллĕ православи чиркĕвĕнче уяв кĕлли иртрĕ.

Тĕнпе пултарулăха пĕрлештернĕ уявТĕнпе пултарулăха пĕрлештернĕ уяв
Тĕнпе пултарулăха пĕрлештернĕ уяв

Август уйăхĕн пĕрремĕш кунĕнче престол уявне халалласа Салаватпа Кумертау хулисен Аслă епископĕ Николай владыка Турă литургийĕ ирттерчĕ. Приххутăн настоятелĕ Георгий атте (Юрий Саитгалеевич Исмагилов) протоиерей шутланать.

Кĕлĕ хыççăн ял çыннисемпе хăнасем вырăнти клуба, «Ялти музыка палитри» пултарулăх мероприятине, пуçтарăнчĕç. Уяв каçне Хушăлка ялĕнчен килнĕ хăнасем – Дмитрий дьяконпа М.Г. Романович, З.В. Андреева, Г.В. Петрова юрăçăсем – илем кÿчĕç. Вĕсем тĕлĕнмелле илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç. Çавăн пекех сумлă хăнасен шутĕнче Кузнецовсен çемйи те пулчĕ. Ăхпуç ялĕнчен çитнĕ А.Ф. Семенов хăйĕн философиллĕ сăввисене илемлĕн вуласа пачĕ. Эрĕнпур облаçĕнчи Рябаш ялĕнчи виçĕ хĕрарăмран тăракан ушкăн куракансемпе пĕрле «Надежда» юрра чун-чĕререн шăрантарчĕ. Пушкăртстан митрополийĕн «Пурăн, ял!» проекчĕн ертÿçи О.Г. Самаринан пултарулăх номерĕ пуриншĕн те чăн-чăн парне пулса тăчĕ. Вăл авалхи музыка инструменчĕпе – кĕслепе – кĕвĕсем каларĕ. Пелепей районĕнчи Анновка ялĕнче пурăнакан Виталий Леонтьевич Сыч хăйĕн уçă сассипе тĕлĕнтерчĕ. Çак канăçсăр чĕреллĕ çын пултарулăхĕпе çеç уйрăлса тăмасть, вăл Анновка ялĕнчи Георгий Победоносец чиркĕвне çĕнетессипе те тăрăшать. Мелеспуç ял клуб ушкăнĕн репертуарĕнчи «Тăван Ен» юрă та кашнин чĕринех пырса тиврĕ.

Мероприяти нумай çынна пуçтарчĕ. Йăлана кĕнĕ уява хутшăннăшăн пурне те чунтан тав тăватпăр, ырлăх-сывлăх, тăнăç пурнăç сунатпăр. Хаклă хăнасем çитес çул та килессе кĕтетпĕр.

Алена ЕРЕМЕЕВА.
Пишпÿлек районĕ, Мелеспуç ялĕ.
 

Тĕнпе пултарулăха пĕрлештернĕ уяв
Тĕнпе пултарулăха пĕрлештернĕ уяв
Тĕнпе пултарулăха пĕрлештернĕ уяв
Тĕнпе пултарулăха пĕрлештернĕ уяв
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас