2018 çулхи ноябрь уйăхĕнче ППУн Çтерлĕри филиалĕнче тутарпа чăваш чĕлхисен кафедрин доценчĕ Л.В. Коротаева студентсемпе Вантерпа çыхăннă «çавра сĕтел» йĕркелесе ирттерчĕ. Унта хутшăнма пире те чĕннĕччĕ. Çак тĕлпулăва Гурий Комиссаров 1918 çулта Ĕпхÿре пичетлесе кăларнă «Чăваш халăхĕ малалла кайĕ-ши, каймĕ-ши?» очерка 100 çул çитнине халалланăччĕ. Паянхи куншăн çак ыйту çивĕч тăнăран Вячеслав Михайлович Ерохин таврапĕлÿçĕ кĕнеке авторĕ çинчен тĕплĕрех пĕлес тесе ун пурнăçне тĕпчеме тытăннă.
Мĕншĕн çак кунччен пирĕнтен нумайăшĕ унăн кĕнекисене курман та, вуламан та? Мĕншĕн тесен пуçлăхсене унăн чăвашлăхшăн тунă ĕçĕсем килĕшмен. Вырăс патшине сирпĕтнĕ хыççăн Чăваш наци ăнне вăратас тĕллевпе Гурий Иванович 1921 çул Хусанта «Чăваш халăх историне» пичетлесе кăларнă. Унта вăл пире хăюллăн тĕртсе çапла çырать: «Хамăр халăхăн иртнĕ пурнăçне пĕлмесĕр ют халăхсем мар, эпир хамăр та хамăр кам иккенне пĕлместпĕр, сĕм вăрманти пек пурăнатпăр. Хамăр халăхăн авалхи пурнăçне пĕлмесĕр эпир хамăра ним вырăнне хуми пултăмăр, хамăршăн хамăр çынсен умĕнче «чăваш» тесе чĕнесрен хăраса çÿрекен пултăмăр». Чăваш халăхĕн истори кĕнеки Вантер кăлариччен пулман. Çакăн пек хăюллăн чăвашлăхшăн кĕрешнĕшĕн ăна «буржуазный националист», «реакционер», «миссионер» тесе пĕрмай тапăннă. Хусанта ĕçрен кăларасшăн пулаççĕ. 1942 çулта репрессирен хăтăлас тесе арăмĕн тăван тăрăхне, Киров облаçĕнчи Санчурск поселокне, куçса кайма тÿр килет. Вăл унта вырăнти медучилищĕре вырăс, латын чĕлхисене вĕрентекен пулса ĕçлет, историпе таврапĕлÿ статйисем çырать, лекцисем вулать.
Г. Вантера Киров облаçĕнче пытарнине пĕлсен уйрăмах тĕлĕнсе кайрăмăр.
Кăçал Шупашкара Республика кунне уявлама кайсан июнь уйăхĕн 25-мĕш кунĕнче Юхма Мишшипе, В.Г. Родионовпа, Е.Е. Ерагинпа, Л.И. Филипповапа канашланă хыççăн эпир виççĕн И.В. Ефимов, В.М. Ерохин, В.В. Комиссаров (ăсчахăн тăванĕ) Гурий Ивановичăн вилтăприйĕ çине çитсе килме шутларăмăр. Санчурска пырса кĕрсенех «Исторический музей» тесе çырнă çурта кĕтĕмĕр. Кунта Г.И. Комиссаров ĕçленĕ медучилище тахçанах хупнине пĕлтĕмĕр тата музейре ĕçлекенсем чăваш ăсчахне ăçта пытарнине тÿрех тупма пулăшаймарĕç. Анчах та вĕсем Гурий Иванович вĕрентнĕ хăш-пĕр студентсемпе ветерансен тата вырăнти таврапĕлÿçĕн адресĕсене тупса пачĕç. Вантера пĕлнĕ ветерансем вăл пурăннă çурта тупма пулăшрĕç, хăш масар çинче пытарнине кăтартрĕç, анчах та вилтăпри тĕлне пĕлмерĕç. Вырăнти райздравотделта та, архивра та кирлĕ информаци тупăнмарĕ.
Гурий Иванович 1957 çулта ватлăхпа пенсие тухнă. Пенсире те вăл килте ахаль ларман, арăмĕпе райцентр клубĕнче хăйпултарулăх ушкăнĕпе спектакльсем лартнă, концертсем кăтартнă. Анчах ют çĕрте пурăнма пуçласан Чăваш Енпе çыхăну çителĕклех пулман. Ун патне 1962 çулта Куçма Чулкаç (К.А. Афанасьев) çыравçă, 1968 çулта Петĕр Хусанкай поэтпа Н.Г. Краснов тĕпчевçĕ çеç килсе кайнă.
1965 çул тĕпчевçĕн арăмĕ пурнăçран уйрăлнă, 1969 çулта Гурий Иванович та çĕре кĕнĕ. Ăна арăмĕпе юнашар пытарнă. Санчурскра вилтăприне тупас тесе пĕрле ĕçленисене е вăл вĕрентсе кăларнă çынсене шырарăмăр. Усăсăр. Масарне тупрăмăр, анчах та пытарнă вырăнĕ мĕн чухлĕ шырасан та куç тĕлне пулмарĕ. Пирĕнпе пĕрле Гурий Ивановичăн тăванĕ Василий Варсонофьевич Комиссаров та пулчĕ, вăл та вилтăпри вырăнне пĕлмерĕ. Масар çинче ывăниччен çÿресе тĕллеве пурнăçлаймасăрах Шупашкара таврăнтăмăр.
Василий Комиссаров пире Вантерăн ал çырăвĕсене кăтартрĕ. Вячеслав Михайлович Гурий Ивановичăн халалне ÿкерсе илчĕ. «…мы с Валей (моей женой) дали друг другу слово, клятву верности. Обещали быть в могиле рядом, когда от нас останутся только кости, нам хотелось бы, чтобы наши останки были перевезены на родину мою в Богатырево или в родную республику – и совершили второе погребение и хранили о нас память на сотни лет». Çакă пире тарăн шухăша ячĕ, канăç памарĕ.
Малалла Вячеслав Михайлович кĕркунне çулçăсем тăкăнсан тепĕр хут шырава тухма сĕнÿ пачĕ. Хальхинче интернетпа усă курса тăванĕсене шыраса тупрăмăр, Патăрьел ял хутлăхĕн (ЧР, Çĕрпÿ районĕ) пуçлăхĕпе те çыхăнса калаçрăмăр. Вантера пытарнă чухне пулнă Вера Анатольевна Шемякина Санчурска пирĕнпе пырса вилтăпри вырăнне те кăтартма сăмах пачĕ.
Ноябрь уйăхĕн 10-мĕшĕнче эпир В.М. Ерохинпа Ĕпхÿри юлташсен Иван Тарасовпа Игорь Петров пехилĕпе çула тухрăмăр. Вун пĕрмĕшĕнче Вера Анатольевна ĕçĕнчен яман пирки Санчурска пырайманнине пĕлтерчĕ. Куна ахаль ирттерес мар тесе эпир паллă тĕпчевçĕ тата таврапĕлÿçĕ Е.Е. Ерагинпа курса калаçас, канаш ыйтас терĕмĕр. Евгений Ерагин чирлерех тăнине пăхмасăрах хапăл тусах кĕтсе илчĕ. Вăрахчен калаçса лартăмăр, пире хăна турĕ, хăйĕн кĕнекисене парнелерĕ, ăшшăн ăсатса ячĕ.
Иван Ефимов, Ярухха Витти,